Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Проекта хутшăнтăмăр

Проекта хутшăнтăмăр

Декабрĕн 6-мĕшĕнче Йошкар-Ола хулинче музейсем хушшинчи «Истоки. Рожденные на Волге» партнерла проект хута кайрĕ.

Раççейри 57 музейĕн ĕç-хĕлне çутатни проектăн хăйне евĕрлĕхĕ пулса тăрать. Вĕсем пурте Атăлçи федераци округ членĕсем шутланса тăраççĕ. Унта 14 облаçпе республика кĕрет. Çак округра 14 чĕлхепе калаçакан 23 тĕрлĕ нациллĕ 30 миллион ытла çын пурăнать.

Проект Атăлçи округĕнчи халăхсен историйĕпе, культурипе тата йăли-йĕркипе паллаштарас тĕллевлĕ. Ăна йĕркелекенсем çынсем хăйсен пĕчĕк çĕршывĕн историне, культурине, юррипе ташшине, наци тумне аса илччĕр, манăçа ан хăварччăр тесе тăрăшаççĕ. Проект Раççей Президенчĕн гранчĕ пулăшнипе йĕркеленнĕ.

Çак сумлă проекта Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕ те хутшăнчĕ. Эпир 2019 çулхи мероприятисене унпа килĕшÿллĕн йĕркелеме тăрăшатпăр. Хамăр ĕçе «ВКонтакте» ушкăнра çутатсах тăратпăр. Округри партнерсемпе çыхăнса тĕрлĕ конференцисене, чĕрĕ уроксене, акцисене, онлайн-уроксене хутшăнса ытти музейсен опычĕпе паллашса хамăрăн кулленхи ĕçе çĕнетес тесе тăрăшатпăр.

С.СТЕПАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code