Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кулленхи ĕç-хĕлпе юнашар — чун апачĕ те

Кулленхи ĕç-хĕлпе юнашар — чун апачĕ те

Выльăх апатне ыттисенчен маларах та хатĕрлеме тытăннă, ĕçе чăрмавсăр йĕркелеме те пултарнă «Яманчурино» ОООра 600 гектара яхăн лаптăк йышăнакан нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулассине вĕçленĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра паккуссене кушăхтарма хывнă курăка юлашки гектарсем çинче пухса кĕртессипе тимлеççĕ: пĕр вăхăтрах утă та, сенаж та янтăлаççĕ.

Фермăсенчи ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарма ĕнерхи кун тĕлне кунта рулонсене 90 тонна утă, траншейăна 1100 тонна сенаж хывнă.

— Нумай çул ÿсекен курăксем пур анара та ăнса çитĕннĕ. Апла пулин те эпир выльăх апатне палăртнă чухлĕ виçене çитерессине мар, ăна пысăк пахалăхпа хывса хăварассине тĕп вырăна хуратпăр, — терĕç Владимир Рахмуллин директорпа Николай Романов тĕп агроном. Паллах, çÿллĕ шайри продукци туса илесси шăпах апат пахалăхĕнчен нумай килет те. Ахальтен мар малашне ял хуçалăх предприятийĕнче выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене, уйрăмах сĕт туса илессине, тивĕçлĕ шая çитерме палăртаççĕ. Тĕллеве пурнăçлас тесен пĕтĕм вăя парса ĕçлемелле.

Ял хуçалăх предприятийĕнче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç кал-кал пынине вара хамăр курса ĕнентĕмĕр. Яманчÿрелĕнчи ферма çывăхĕнчи траншея лăках тулса ларнăпа пĕрех. Сенажа пысăк тракторпа пусăрăнтаракан Сергей Воронов, аякран пăхсан, çÿллĕ ту çине хăпарнăн курăнчĕ. Механизатор хăй те:

— Траншея тулчĕ, çиелтен çатăркапа, улăмпа витмелли анчах юлчĕ, — терĕ.

Ял хуçалăх производствинче 30 çула яхăн тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакан Сергей Вороновран район хаçатне — «Елчĕк ене» юратса вуланине илтме те кăмăллă пулчĕ. Александр Ермолаев бригадирпа Владимир Титов ферма заведующийĕ те унăн шухăшĕпе килĕшсе сăмаха малалла тăсрĕç, вĕсем ял хуçалăх темипе çырнă сатьясене уйрăмах хапăлласа йышăннине пĕлсен кăмăл-туйăм çĕкленчĕ, ял çыннине тата тăрăшса ĕçлеме, çĕнĕ ÿсĕм-çитĕнÿсем çывхартма хавхалантаракан статья-корреспонденци шăрçалама хистерĕ. Сăмах май, Владимир Рахмуллин директор производство ĕçне хастар хутшăнакан темиçе ĕçчене кашни çул, кашни çур çулта «Елчĕк ен» хаçата предприяти шучĕпе çырăнтарса парассине йăлана кĕртнĕ.

— Уйрăмах пирĕн пек аякри ялсенче ĕçлесе пурăнакансене район пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки пĕтĕм хыпара уçăмлăн тата тĕплĕн каласа кăтартакан çăлкуç вăл — «Елчĕк ен» тесе шутлатăп, — терĕ вăл.

…Шăмалак ялĕн ытарайми уй-хирĕсене те çитсе куртăмăр. Донник — илепер курăкĕн ани аякранах илемлĕн курăнса ларать. Ем-ешĕл, çÿллĕ, тăкăс çитĕнекенскерĕн шăрши мĕне тăрать! Кăкăр тулли сывлăш çавăрса илетĕн те — чун-чĕре ырăлăхпа тулать. 80 гектар йышăнакан çак лаптăкри курăка çулма Николай Егоров механизатора шанса панă, вăл КСУ-1 косилкăна чăрмавсăр, тухăçлă ĕçлеттерет. Паккуссенчи кушăхнă курăка паян-ыранах пухса кĕртмелле, ун хыççăнах кунти çĕре çаврака çĕçĕллĕ агрегатпа кăпкалатаççĕ — анана кĕр тыррисене акма хатĕрлеççĕ.

Ун хыççăнах пĕр çул ÿсекен курăксем ĕлкĕреççĕ, вĕсене те пухса кĕртмелле. Тырри-пулли те илемлĕн ешерет, пысăк тухăç шантарать…

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Владимир Рахмуллин директор Николай Егоров механизаторпа ĕçри хăш-пĕр самантсене сÿтсе явать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code