Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Митинг чĕресене хумхантарчĕ

Митинг чĕресене хумхантарчĕ

Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă кун Раççейĕн пур регионĕнче те хурлăхлă мероприяти иртет. Шăп çак кун, 77 çул каялла, ирсĕр фашист пирĕн çĕршыв çине систермесĕр тапăнса кĕнĕ. 4 çула яхăн тăсăлнă хаяр та хăрушă вăрçă 30 миллиона яхăн совет халăхĕн пурнăçне татнă.

Июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп лапамра Асăнупа хурлану кунĕ ячĕпе митинг иртрĕ. Унта Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн, нумай функциллĕ центр, тĕп вулавăш, почта çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем, вĕренекенсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Пуçтарăннисен умĕнче чи малтанах Николай Миллин сăмах илчĕ. Вăрçă çĕршыв умне мĕн тери пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине, çак вăрçăра совет халăхĕ сăмахпа каласа кăтартма çук пысăк паттăрлăх кăтартса фашизма тĕнче питĕнчен çапса аркатнине каларĕ. Паттăрсен умĕнче пысăк парăмра пулнине асра тытса вĕсен ячĕсене пирĕн ĕмĕрех чĕрере упрасчĕ, мирлĕ та канлĕ пурнăçа упрама тата хаклама пĕлесчĕ.

Çĕнтерÿçĕ-салтака халалласа лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн митинга хутшăннисем Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хунă салтаксене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Вăрçă темипе çыхăннă юрă-сăвă чĕресене хумхантарчĕ.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code