Воскресенье, 10 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Атте, часрах таврăн!

Атте, часрах таврăн!

Пирĕн аттене — Иван Петрович Петрова — 1942 çулхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçине илсе кайнă. Эпĕ ун чухне 4 çул тултарайман ача пулсан та çав куна питĕ лайăх астăватăп. Тухса каяс умĕн пире пурсăмăра та ыталаса чуптурĕ: «Пысăк пулăр», — тесе хăварчĕ. Вăл картишĕнчен тухса кайсан эпĕ чÿрече çине улăхса тăтăм та питĕ хытă кăшкăрса чÿречене шаккарăм: «Атте, часрах таврăн!»

Пилĕк ачапа тăрса юлчĕ анне: асли — Раиса аппа 7 çулта, Палладий тете 6 çул тултарайман-ха, эпĕ — 4 çула çывхарнă, шăллăмсем Николай — 2 çул çурăра тата Григорий 2 уйăхра. Анне, ачасем пĕчĕккине пăхмасăрах, колхозра ĕçлетчĕ. Тул çутăличчен тухса каятчĕ те тĕттĕмленсен тин таврăнатчĕ киле. Пурте çапла ĕçленĕ вăл вăхăтра. Хăш-пĕрисен килте аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ пурччĕ пулсан, пирĕн ун пек телей пулман. Атте ачаран тăлăх ÿснĕ. Кукамай пирĕнпе пурăнман. Çавна май кил-çуртри ĕç аслă ачасем çине тиеннĕ.

Атте пирки аса илмен кун та иртместчĕ. 1942 çулта вăл икĕ хутчен аманать. Госпитальте выртса тухнă, çĕнĕрен фронта кайнă. 1943 çулта виççĕмĕш хут йывăр амансан ăна Уфа хулинче вырнаçнă госпитале сывалма янă. Чăваш çĕршывне çывхарса пынă май атте Канаш хули витĕр иртсе каяссине пĕлет, Уфара сипленес вырăнне тăван районта сывалас ĕмĕтпе çунатланать. Санитари пуйăсĕн начальникĕ унăн ыйтăвне тивĕçтернĕрен вăл Канашра анса юлать. Яла çитсен кутамккине киле пăрахса хăварать те Елчĕкри больницăна тухса утать атте. Унта çитиччен малтан çар комиссариатне кĕрсе учета тăрать.

Пĕр уйăхран атте татах вăрçа тухса кайрĕ. 1944 çулта пирĕн çемьене йыш хутшăнчĕ, йăмăк — Мария çуралчĕ. Анне хирте тырă вырнă, çапнă вăхăтра пĕчĕк йăмăка кÿмепе анне патне туртса каяттăмăр.

Çăмăл килмерĕ ачалăх. Питĕ йывăр вăхăтсем пулчĕç. Пуçтарса илнĕ тырра патшалăха памаллаччĕ. Çуркунне çитнĕ тĕле тĕп сакайĕнче çĕр улми те пĕтсе çитетчĕ. Тĕрлĕ курăк, чĕкĕнтĕр çулçи ярса яшка пĕçереттĕмĕр. Вут-шанкă та пулман. Кĕтÿ çÿренĕ вырăнсенче ĕнесен типнĕ каяшне пуçтараттăмăр. Хĕл каçиччен тислĕкрен кирпĕч çапнă, ăна çунтарса ăшăннă.

Пĕррехинче анне киле таврăнчĕ те: «Палладий, Геннадипе Володя вутта каяççĕ, вĕсемпе пĕрле эсĕ те каятăн-и?» — терĕ. Тете килĕшрĕ. Кайнă чухне çул çинче пĕр пăтăрмах пулса тухнă. Маяк кĕперĕ урлă каçнă чух çуна сулăнса кайнипе тете çунаран тухса ÿкнĕ, кĕпер хăминчен çакланса ĕлкĕрнĕ. Аслăраххисем çаврăнса пăхаççĕ те, Палладий çуккине асăрхаççĕ. Тете вĕсене чĕнсе кăшкăрнă. Лешсем чупса çитсен вăл çапла ыйтнă: «Геннадий тете, туртса илетĕр-и е аяла сикес?». «Сик», — теççĕ Геннадипе Володя. Палладий сикет. Юрать-ха, юр пит тарăнах мар, пилĕк таранччен çеç пулнă. Геннадипе Володя аяла анса Палладине юр ăшĕнчен чавса кăларнă. Çапла, 8 çул тултарнă ача /Геннадипе Володя 15 çулта пулнă/ пĕр лав вутă илсе килме хутшăннă ун чухне, çемьене пысăк усă панă.

Чирленĕ вăхăт та питĕ нумай пулнă, çапах та анне пире вăрçă пĕтиччен нихăшне те çухатман, упранă.

1945 çулта çу уйăхĕнче вăрçă чарăннине Елчĕкрен телефонпа пĕлтернĕ. Çак хыпара илтсен ял çыннисем хиртен ялалла чупнă — кам çуран, кам лашапа. Ялта шавлани, йĕни, савăнни халĕ те куç умĕнче.

Уйăх хыççăн уйăх иртрĕ, пирĕн атте çаплах таврăнмарĕ-ха. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче аннен иккĕмĕш сыпăкĕнчи тăванĕ Шура аппа /Воронова/ пирĕн пата килчĕ те: «Федора аппа, яла карточка ÿкерекен çын килнĕ, ачусене пуçтарса каç, çийĕнчех кăларса парать. Иван йыснана ярса пар», — терĕ. Ăна тÿрех атте патне ярса патăмăр. Сăн ÿкерчĕке атте çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче илнине çырса пĕлтерчĕ пире. Ÿкерчĕкĕн оригиналĕ 70 çул хушшинче аван сыхланнă.

Авăн уйăхĕ çитрĕ. Эпĕ пĕрремĕш класа çÿреме пуçларăм. Икĕ эрне çÿренĕ хыççăн пирĕн киле чечек чирĕ /корь/ лекрĕ. Çемьере пурне те йĕрлесе тухрĕ вăл. Эпĕ ура çине тăнă тĕле çанталăк сивĕтсе юрлă çумăр çума пуçларĕ. Манăн учительница — Анна Петровна Указова анне патне çине-çинех пырса çапла ÿкĕтлени асрах:

— Федора, яр-ха Саняна шкула.

— Çине те, урине те тăхăнмалли çук, нумай сиктерчĕ, иккĕмĕш класа куçаймĕ, — çапла хуравларĕ ăна анне. Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕ. Каç пулнă. Анне çăм арлать, аппапа тете урокĕсене хатĕрлеççĕ. Хапха алăкне хыттăн шаккани илтĕнчĕ. Анне сиксе тăчĕ те лампăна илсе пире чĕнчĕ:

— Айтăр-ха, ачасем, кам çÿрет унта çĕр варринче? — тесе пире ертсе тухрĕ.

— Эпĕ-ха ку, Федора, уç алăкна, çакăн пек лайăх хыпар калама пÿрте кĕрер, — илтĕнчĕ хапха леш енче Матĕрне аппа сасси. Ун чухне вăл колхоз правленийĕнче исполнитель пулса тăрăшатчĕ.

— Иван Канаша çитнĕ, яла таврăнма лав шырать, паян колхозран Володя Карсаковпа Геннадий Охотин /пирĕн çывăх тăвансем/ Канашри элеватора тырă леçме кайнă, вĕсемпе ыран киле çитет ĕнтĕ вăл, — хаваслăн пĕлтерчĕ çакскер пÿрте кĕрсен.

Савăннипе пурсăмăр та шавлама, кăшкăрса калаçма тытăнтăмăр.

Ирхине ирех кăмакана улăмпа хутсан анне правленине тухса кайрĕ. Вăл вăхăтра правлени ертÿçин йышăнăвĕпе ялта çăкăр пĕçернĕ, питĕ кирлĕ чухне ертÿçĕ сĕнĕвĕпе çемьене пĕрер çăкăр панă. Анне çăкăр илсе килсен пÿрте калама çук ырă шăршă сарăлчĕ, эпир çав çăкăра атте килмесĕр тĕкĕнмерĕмĕр, шăршипе киленсе лартăмăр.

Каç пулсан пирĕн ума икĕ лав килсе чарăнчĕ. Аттене хирĕç пурте чупса тухрăмăр. Çакăнтан ытла пысăк савăнăç урăх пулма та пултараймасть!

1945 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче пирĕн атте вăрçăран киле таврăнчĕ. Тăвансем, ял-йышсем пуçтарăнчĕç. Паянхи кун ялти Вера аппан сасси, ун сăмахĕсем хăлхара: «Çитрĕн-и, сывлăху аван-и? — йĕре-йĕре калаçать аттепе, — Ивана курмарăн-и, ниçта та тĕл пулмарăн-и?». Унăн ывăлĕ Иван — 18 çулти çамрăк каччă Мускав хулине хÿтĕлесе пуçне хунă. Иван, аттен тăванĕ Александр тете, аннен тăванĕсем Павелпа Григорий куккасем вăрçăра пуçĕсене хуни аттене питĕ хурлантарчĕ.

Пурнăç малаллах шурĕ. Атте мана хăйĕн шинельне сÿтсе шурă çухаллă пальто çĕлесе пани пысăк савăнăç пулчĕ. Çĕнĕ пальтопа эпĕ кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче елкăна кайрăм, кăрлачăн 11-мĕшĕнче çĕнĕрен шкула çÿреме пуçларăм. Лайăх вĕреннĕшĕн кашни çулах Хисеп хутне тивĕçсе пытăм, çапла Хăвăлçырмари çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухрăм.

Аттен наградăсем чылай. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, медальсем, Совет Союзĕн маршалĕ Л.А.Говоров алă пуснă грамота, бригада командирĕ Рыльков полковник панă Тав çырăвĕ халĕ те килте упранаççĕ. Вăрçăран таврăннă хыççăн 3 çул Калинин ячĕллĕ колхозра счетовод пулса ĕçлерĕ. 1949 çулта аттене Елчĕкри МТСа бухгалтер пулса ĕçлеме илчĕç. Унтан Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви ыйтнипе Канашри МТСа, 1959 çулта Комсомольски районĕнчи «Сельхозтехникăна» тĕп бухгалтер пулса ĕçлеме куçарчĕç. 1969 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тăван яла таврăнчĕ вăл.

Пенсире пулсан та килте алă усса ларман. Мĕн кăна тума пĕлмен-ши вăл? Кама чÿрече рамисем туса панă, кĕленчисене лартнă. Сурăх çăмĕсене илмелли вăхăт çитсен ялти хĕрарăмсене, фермăра ĕçлекенсене хачăсем хăйраса панă, утă çулнă вăхăтра çавасем туптанă. Колхоз председателĕ И.Левый ыйтнипе колхоза хура çуна та авса панă.

Анне вăхăтсăр вилсе кайни аттен сывлăхне хуçса хăварчĕ. 1985 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче аттене те юлашки çула ăсатрăмăр.

Александра МАКАРОВА /ПЕТРОВА/.
Кÿлпуç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code