Пятница, Июль 10, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Красноармейскисем уявра савăннă

Красноармейскисем уявра савăннă

Республика кунне Трак енче те сумлăн паллă тунă. Çак тĕллевпе иртнĕ çул районсемпе хуласен хушшинче ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ Красноармейски районне Республика кунне йĕркелесе ирттерме тата вырăнти инфратытăма аталантарма 10,5 млн тенкĕ уйăрнă.

Уяв юрă-кĕвĕпе анчах мар, тĕллевсене палăртнипе те, пултаруллисене хавхалантарнипе те хитре. Унта хутшăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти халăха тата хăнасене саламланă май ĕçре палăрнисене тĕрлĕ наградăпа чысланă хыççăн Красноармейскинчи 32-мĕш пушар чаçне икĕ машина уççине панă.

Салам сăмахĕсем çумне ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов, Николай Малов, Алена Аршинова хутшăннă. Спорт вăййисем те кăсăклă иртнĕ.

Именкассисемшĕн Республика кунĕ нумайлăха асра юлĕ — вĕсен ялĕнче çак кун çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code