Понедельник, 8 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Палăк умĕнче путатăп шухăша…

Палăк умĕнче путатăп шухăша…

Кашни çулах июнĕн 22-мĕшĕнче вăрçăран сывă таврăнайман салтаксене Аслă Елчĕкре халалласа лартнă палăк /унта пурĕ 240 хушамат/ умне чĕрĕ чечек кăшăлĕсем хуратăп.

Палăк çинчи атте хушаматне шыраса тупатăп та пĕр хушă шухăша кайса тăратăп. Çак палăк ялăмăрта тĕрлĕ çулсенче çуралнă, тĕрлĕ кăмăл-туйăмлă, тĕрлĕ вăхăтра вăрçа кайса канлĕх тупнă е хыпарсăр çухалнă çынсене ĕмĕрлĕхе хăйĕн хÿттине илнĕн туйăнать.

Юлашки çулсенче майăн 9-мĕшĕнче «Вилĕмсĕр полк» акци йĕркелени ырă пулăм. Манăн пуçра çакăн евĕр шухăш çуралчĕ — çак акцие асăнупа хурлану кунĕнче йĕркелесен те унăн пĕлтерĕшĕ тата та ÿсмĕччĕ-ши?

Владимир МЕШКОВ,
ГСВГ ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code