Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çирĕп ыйтмасан çÿп-çап купи айне те пулăн

Çирĕп ыйтмасан çÿп-çап купи айне те пулăн

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура хальхи вăхăтшăн пĕлтерĕшлĕ, район пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнакан ыйтусене сÿтсе явнă.

Ялсене тирпей-илем кÿрессипе мĕнле ĕçленипе кăсăкланса иртнĕ тунтикун Николай Петрович райадминистрацин пай ертÿçисемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пулса курнăччĕ. Кавал, Исемпел, Аслă Пăла Тимеш ялĕсенче тупса палăртнă çитменлĕхсене паян-ыранах пĕтерме хушса каланине вырăнти администраци мĕнле пурнăçланă? Урамсене тирпейлесе тасатассипе, уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем хăйсен кил-çурчĕсен территорийĕсене йĕркене кĕртессипе мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ? Çакăн пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый каласа кăтартрĕ. Тепĕр хутчен вырăнта пулса хăй куçĕпе курса ĕненнĕрен, Леонард Васильевич татăклă пĕтĕмлетÿсем турĕ.

— Ĕçлеме пуçăнам пекки тунă. Кавал ялĕнче юпасемпе йывăçсен вуллисене шуратма ыйтнине ăнланнине йышăнас килет. Анчах вĕсене пурпĕрех кирлĕ пек илем кÿреймен — йывăçсем аякран шуратса çитереймен пек курăнаççĕ, — терĕ вăл.

Ял тăрăхĕн пуçлăхне Георгий Зайцева пырса тивекен сăмах çакăнпа анчах вĕçленмерĕ. Ял илемне, ял ятне яраканни — Целина урамĕ, тейĕн. Унта ĕçлĕ ушкăнпа пулса курнăранпа та урам варринче — обществăлла вырăнта сапаланса выртакан ăпăр-тапăрăн пĕр купине вырăнтан куçарма шутламаннинчен Леонард Левый тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Вырăнти ял администрацийĕн витĕмĕ çителĕксĕр пулнăран ялсенче пурăнакансем кăмăлĕсене ирĕке яни — хăйсене мĕнле килĕшнĕ пек пурăнас тени мар-и çакă? Урăхла пĕтĕмлетÿ тăваймăн та. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин калаçăва хутшăнмасăр — хушша-хуппа кĕмесĕр пултараймарĕ. Çак çулсенче район территорийĕнче тирпей-илем тăвассипе нумай ĕçлеме тивнĕрен хальхинче пĕр тĕслĕх — Елчĕк ялĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен çывăхĕнчи çÿп-çап пухакан контейнерсене епле «тĕп туни» пирки чарăнса тăчĕ вăл. Çакăн пирки тепĕр хутчен аса илни вара ахальтен мар. Эрни-эрнипе тимĕр пичкесенче пухăннă çÿп-çап çил вĕрсен урам тăрăх сапаланса вĕçнине, çуллахи вăхăтра вара унта ăпăр-тапăр йÿçсе-пăнтăхса таврана ырă мар шăршă сарнине паянхи пекех лайăх астăватпăр. Апла пулин те, пытармалли çук, малтанласа çакна ăнланман çынсем те пулман мар. Халĕ пачах тепĕр майлă, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем йăлара усă курнă хытă каяшсене пухассине паянхи пек меллĕ йĕркеленипе кăмăллă пулнине анчах илтме пулать. Мĕншĕн тесен лайăххине часах хăнăхатпăр. Çапла майпа çынсемпе тĕл пулнă чухне кирек хăш ĕçе те ырă шухăш-тĕллевпе пикеннине ăнлантарса пама пĕлнинчен нумай килет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ шăпах çакна ăнлантарас тĕллевпе темиçе çул каяллах йĕркене кĕнĕ çак ĕçе тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ.

…Районти пушар асăрхавĕн тата профилактика ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Александр Сайкин подразделенин ĕç-хĕлĕ пирки чарăнса тăчĕ. Асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест. Коллектив пĕр тĕллевпе — пушартан сыхланса халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсемпе профилактика мероприятийĕсене пурнăçлассипе тимлет.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов тухса калаçнинчи тĕп шухăш — выльăх апачĕ валли уйăрнă нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулассине вĕçлесси, вырма ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленесси тата кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлесси пирки пулчĕ.

…Аслă Таяпари истори палăкĕсен — хулаш вырăнĕнчи археологи объекчĕсене тарăнрах, анлăрах тĕпчесе пĕлес тĕллевпе ĕнер района Чăваш гуманитари институчĕн тата Хусан хулинчен ăсчахсем килсе çитнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Леонард Левый икĕ эрнене яхăн вăхăта палăртнă çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерме районти шкулсенчи истори предметне ертсе пыракансене, вырăнти ял тăрăхĕн специалисчĕ-сене, медицина, полици службисене май пур таран пулăшма ыйтрĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code