Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Агро-100» клуб йышĕнче

«Агро-100» клуб йышĕнче

2017 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Елчĕк районĕнчи 12 ял хуçалăх предприятийĕ республикăри чи лайăх ĕçленĕ 100 ял хуçалăх организацийĕн шутне кĕнĕ.

Пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсен списокĕ «АСК-Яльчики» ОООран /ĕç тăвакан директорĕ — Юрий Галкин/ — 14-мĕш вырăнтан пуçланать. Çĕр улмин оригинал вăрлăхĕсене тата тĕш тырă культурисене туса илессипе ĕçлекен хуçалăхăн уй-хирĕсенче ял хуçалăх культурисене çитĕнтерессине çÿллĕ шая çитересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2017 çулта пурĕ 20304 центнер, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне — 1473 центнер, пĕр ĕнерен 7809 килограмм сĕт сунă, укçа-тенкĕ тупăшĕ те кашни çул ÿссе пыракан «Победа» ООО /Николай Головин/, аталану çул-йĕрĕпе çирĕппĕн утăмлакан «Энтепе» ООО /Андрей Васильев/ малти чи лайăх 20 хуçалăх йышĕнче пулнине те пĕлтĕмĕр — 16-мĕш, 18-мĕш вырăнсенче. «Комбайн» ЯХПК /Гурий Федоров/ — 26, «Эмметево» ООО /Юрий Лапшин/ — 29, «Прогресс» АХО /Петр Скворцов/ — 34, «Урожай» ООО /Вячеслав Кузнецов/ — 46, Ленин ячĕллĕ ЯХПК /Валерий Падуев/ — 47, «Яманчурино» ООО /Владимир Рахмуллин/ — 51, «Рассвет» ЯХПК /Юрий Мясников/ — 57, «Сатурн» ЯХПК /Юрий Викентьев/ — 58, «Труд» ЯХПК /Валерий Германов/ 76-мĕш. Сăмах май, агропромышленность комплексĕнчи чи лайăх 100 предприятин рейтингне палăртассине 10 çул каялла пуçарса янă. Ăна ял хуçалăх отраслĕнчи ĕçĕн сумне ÿстерес тата пĕр-пĕринпе тупăшса ĕçлеме хавхалантарас, конкурентлă лару-тăру тăвас тĕллевпе йĕркелесе ирттереççĕ.

2017 çула чи лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ «Агро-100» клубăн членĕсене иртнĕ кунсенче савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов чысланă.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code