Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Икĕ вăрçа хутшăннă

Икĕ вăрçа хутшăннă

Аттелĕхĕн Аслă вăрçи чарăннăранпа 73 çул иртсе кайрĕ. Çак вăрçă хирĕнче 27 миллион Совет салтакĕн пурнăçĕ татăлнă. Унсăр пуçне пиншер-пиншер салтак килĕсене алăсăр-урасăр таврăннă. Çĕр çăтман фашистсем 1710 хулана, 70 пин ытла яла çĕрпе танлаштарнă, 25 миллион ытла çынна килсĕр-çуртсăр хăварнă.

Хаяр вăрçă тути-масине Акчел ялĕнче çуралса ÿснĕ, кайран та пурнăçне çак ялпах çыхăнтарнă Порфирий Кириллович Игнатьев питĕ лайăх ăнланнă çеç мар, хăй те вăрçă хирĕнче çĕршыва хÿтĕленĕ, нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕ хыççăн вăрçăпа юхăннă ял хуçалăхне ура çине тăратас ĕçе активлă хутшăннă. Акчел ялĕнчи 91 çын вăрçа тухса кайнă, 52-шĕ тăван тăрăха таврăнайман. Порфирий Кириллович вăрçăран сулахай урине çухатса таврăннă. Вăл 1911 çулхи февралĕн 31-мĕшĕнче вăтам хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Виçĕ çулта чухне Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланса каять. Ашшĕне — Кирилл Игнатьевича — салтака илсе каяççĕ. Кĕске вăхăтра вăрçă ĕçне хăнăхнă хыççăн фронта ăсатаççĕ ăна. Граждан вăрçи пуçлансан Хĕрлĕ Çар ретне тăрать Акчел чăвашĕ, яла вăрçă чарăнсан анчах таврăнать.

Порфирин ачалăхĕ çăмăл пулман. Тĕреклĕ çамрăк арçынсем вăрçă «хуранĕнче пиçĕхнĕ» тапхăрта ялти хĕрарăмсемпе пĕрле суха тума, тырă акса-вырса илме хутшăнать. Граждан вăрçи вĕçленнĕ çулсенче çĕршыва тепĕр нуша килсе çапнă: выçлăх. 1921 çулта Атăл тăрăхĕнчи облаçсенче çу каçипе те пĕр тумлам çумăр ÿкмен. Шăрăх çанталăкра пăт-пат шăткаланă тырă анисене хĕвел хĕртсе çунтарса янă. Çак нуша чăваш çĕршывне туллин килсе çапнă, халăх çăкăрсăр юлнă. Выльăх апачĕ çителĕксĕр пулнă пирки пур выльăха та пусма тивнĕ. Юр-варсăр, çăкăрсăр юлнă халăх выçăпа аптранă, масар çинче вил тăприсен шучĕ ÿссех пынă.

Пурнăç хăвачĕ пулнах-тăр çамрăкра. 1924 çулта Патреккелпе Акчел ялĕсен хушшинче вырнаçнă 4 класлă шкултан вĕренсе тухнă вăл. Малалла вĕренесси ĕмĕтре анчах юлнă. 13 çултах килти хуçалăх ĕçне кÿлĕнет ача. Алă ĕçне юратнă ăнкаруллăскер. Ялти ăстасенчен пукан-сак, арча, кÿме тата лаша урапи, урапа кустăрми тума вĕреннĕ. Йывăçран касса кашăксемпе тирĕксем тата ытти савăт-сапа тăвассине вăйă вырăнне анчах хунă.

Çав вăхăтрах Порфирий платникăн ĕç хатĕрĕсене пуçтарать, нумайăшне хăйĕн аллипе ăсталать. Вуншар тĕрлĕ пуртă-пăчкă, савасемпе пăрасем, ытти платник инструменчĕсем паян кунччен кĕçĕн ывăлĕн Виталий Порфирьевичăн хуçалăхĕнче упранаççĕ кăна мар, хуçа вĕсемпе усă курать. Вĕсене 100 çул каялла ăсталанине ĕненес те килмест. Тыткалама меллĕ, пăхма илемлĕ. Чăн-чăн музей экспоначĕ.

1929 çулта Елчĕк районĕнчи ялсенче колхозсемпе ял хуçалăх артелĕсем вăй илме тытăнаççĕ. Çак çул, апрелĕн 5-мĕшĕнче, Акчелĕнчи 13 хуçалăх хресченĕсем пухăнса ял хуçалăх пĕрлешĕвĕ тăвасси пирки калаçса татăлаççĕ. Председатель пулма ялти хисеплĕ çынна — Г.Кудрявцева суйласа лартаççĕ. Игнатьевсен çемйи те унта кĕме кăмăл тăвать.18 çулти Порфирий пĕрлешÿри, каярах Тимирязев ячĕпе хисепленекен колхозри тĕрлĕ ĕçсене хутшăнать, пĕр ĕçрен те пăрăнмасть.

Пулас мăшăрĕпе — Тутар Республикине кĕрекен Шуршу хĕрĕпе 19 çулхи Анна Семеновнăпа Акчел каччи Акатуй уявĕнче паллашать. Тырă вырма тухиччен Акчелĕнче туй кĕрлесе иртет. Çамрăк мăшăр колхоза ĕçлеме çÿрет, килти хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнать. Унăн çемйи ашшĕ-амăшĕпе килĕшÿре пурăнать. Кирилл Игнатьевичпа Дария Даниловна çĕнĕ çынна ырă кăмăлĕшĕн тата вăр-вар пулнăшăн кăмăллаççĕ. Анна та иккĕмĕш ашшĕ-амăшне хисеплет, çемьере килĕшÿпе ăнланулăх хуçалантăр тесе тимлет.

Кĕркунне Порфирин çар ретне тăма ят тухать. Анна унран йывăр çын пулса юлать. Виçĕ çул строительнăй батальонра çулсемпе тĕрлĕ объектсене хута янă çĕрте тăрăшать. 1935 çулта салтак тивĕçне чыслăн пурнăçласа яла таврăнать вăл. Унта ăна ашшĕ-амăшĕпе тата мăшăрĕпе пĕрле пĕчĕк тĕпренчĕкĕ Рая та кĕтсе илет.

Ĕнерхи салтак каллех колхоз ĕçне кÿлĕнет. Çак çулсенче чăваш ялĕсен сăн-сăпачĕ сисĕнмеллех ылмашăнать. Колхозсенче складсем, выльăх-чĕрлĕх фермисем çĕнелсе пыраççĕ. Порфирий çемйинче те улшăнусем пулса иртеççĕ. 1937 çулта Саша ывăлĕ çуралать. Икĕ ачаллă çемье пуçĕ тĕп килтен уйрăлса тухса уйрăм çурт хăпартасси пирки калаçса татăлать. Ял совечĕпе колхоз правленийĕ Порфирие çĕнĕ çурт çĕклеме Акчелĕн çурçĕр енчи çĕр лаптăкне уйăрса параççĕ. Хĕле кĕрсен Игнатьевсем тăванĕсемпе тата юлташĕсемпе вăрман касса килсе пура купалама калаçса хураççĕ. Анчах та вăрмана каясси те, пура тăвасси те пулмасть Игнатьевсен…

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Хĕвеланăç çĕршывĕсем Финляндие Совет Союзĕ çине тапăнмалли плацдарм тăвасшăн пулнă. Маннергейм президент тата Финлянди реакционерĕсем пирĕн çĕршыв çĕрĕсене тытса илме ĕмĕтленнĕ. 1939 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче Финлянди çарĕсем пирĕн пограничниксене тупăсенчен пеме тытăнаççĕ. Совет Союзĕпе Финлянди хушшинче вăрçă пуçланса каять. Çĕршывра мобилизаци пуçланать. Декабрь пуçламăшĕнче Порфирий Игнатьев Хĕрлĕ Çар ретне тăма повестка илет. Çемйипе сывпуллашса вăрçа тухса каять вăл.

Карелире вырнаçнă 8-мĕш Хĕрлĕ Ялавлă дивизине лекет Акчел каччи. Лашапа аманнă салтаксене, хĕç-пăшала, апат-çимĕçе тата ытти хатĕре турттарма шанаççĕ ăна. Кунта 1940 çулхи март уйăхĕччен — вăрçă чарăниччен службăра тăнă вăл. Тÿрех киле яман ăна. Выборг çывăхĕнчи çар чаçĕнче тепĕр çулталăк службăра тăрать, тăван тăрăха 1941 çулхи çуркунне таврăнать. Вăл килне çитнĕ тĕле тăван хуçалăхри уй-хирте ака ĕçĕсем вĕресе тăнă. Килте ашшĕ-амăшĕ, юратнă мăшăрĕ тата 3 ачи /Тоня 1940 çулта ашшĕ вăрçăра чух çуралнă/ кĕтнĕ ăна. Хаклă çемье, ачаран юратнă тăван тăрăх, ял хуçалăх ĕçĕсем, мирлĕ тÿпе. Тата мĕн кирлĕ телейлĕ пулма? Килте те, колхозра та хаваспах ĕçленĕ вăл. Çамрăк та вăй питти арçынна бригадир пулма шаннă. Анчах савăнăç вăраха тăсăлман, каллех вăрçă пуçланнă.

1941 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче Порфирие вăрçа ăсатать çемйи. Августăн 8-мĕшĕнче Игнатьев рядовоя 947 дивизири 268 полкри пĕр ротăна çирĕплетеççĕ. Тупăсем ахлатнине, снарядсем çурăлнине, пульăсем хăлха çумĕпе шăхăрса иртнине пăхмасăр вăрçă хирĕнчен аманнă салтаксене пуçтарса санитари чаçне илсе çитерессипе тимленĕ вăл. Миçе хутчен вилĕм куçĕнчен пăхман-ши Порфирий? Пĕррехинче вара вăл хăй те аманать — юн юхтарса выртакан салтака йăтса урапа çине хума васкаканскер юр айне чавса чикнĕ мина çине пусать, сулахай уринчен аманать. 100 грамм спирт ярса панă хыççăн тухтăр уколсăр-мĕнсĕрех операци тăвать. Шăлне çыртса тÿсет салтак ыратнине.

Госпитальте 5 уйăх сипленнĕ хыççăн ăна яла яраççĕ. Протезлă урипе, костыльсемпе пырса кĕрет вăл тăван килне. Киле çитсен хурлăхлă хыпар илет вĕсен çемйи. Порфирин шăллĕ Ленинград хулине хÿтĕленĕ çĕрте паттăрла вилĕмпе пурнăçран уйрăлнă.

Инвалид тесе ĕçсĕр лармасть арçын, платник ĕçне йĕркелесе ярать. Йывăçран арчасем, савăт-сапа, кашăк, ытти хатĕр ăсталама пуçлать ылтăн алăллăскер. Колхоз правленийĕ ыйтнипе лаша кÿлмелли хатĕрсем те тăвать. Леонид ывăлĕ хистенипе балалайка та ăсталаса хурать ашшĕ. Мĕн чухлĕ ташлаттарман-ши ачисене вăл çак музыка инструменчĕпе; Кĕçĕн ывăлĕн Виталин çемйинче паянхи кун та типтерлĕн упранать балалайка.

Порфирий арăмĕ Анна Семеновна пăрчăкан пек вăр-вар пулнă. Килти ĕçсене пурнăçлама та ĕлкĕрнĕ, колхоз ĕçĕнчен те юлман. Çул сиктерсе тенĕ пек çĕнĕ ачана кун çути кăтартнă вăл. Вăрçă чарăннă хыççăн 1947 çулта Борис çуралнă, 1949 çулта — Толя, 1951 çулта — Володя, 1954 çулта — Виталий, 1957 çулта — Галя, 1960 çулта — Вера. Мăшăр 10 ача ашшĕпе амăшĕ пулса тăрать.

Амăшĕ пĕчĕк ачисене çавăтса колхоз ĕçне кун сиктермесĕр çÿренĕ. Совет Çĕршывĕ вĕсен вăрçăри тата ĕçри пултарулăхне манман. 1946 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи ĕçри паттăрлăхшăн СССР Тĕп Канашĕн Президиумĕ Порфирий Кирилловичпа Анна Семеновнăна пĕр указпах медальсемпе наградăлать. 1948 çулхи майăн 18-мĕшĕнче Порфирий Кирилловича вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ парса чыс тăваççĕ. Вăрçăри паттăрлăхшăн тата тылри пархатарлă ĕçсемшĕн панă наградăсем чылай унăн. Анна Семеновна ача амăшĕ-героиня ята тивĕçет.

Ывăлĕсемпе хĕрĕсене ĕçлеме кăна мар, тĕрĕс воспитани парса çамрăкпа çамрăкла, ватăпа ватăлла хутшăнма, çынна хисеплеме вĕрентнĕ ашшĕ-амăшĕ. Порфирий Кириллович пурнăçĕ 1976 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче йывăр чирлесе выртнă хыççăн татăлнă. Анчах та икĕ вăрçă ветеранĕн йăхĕ татăлман. Унăн юнĕ ачисенче, кĕçĕн мăнукĕсенче чупать. Пĕр йăвара ÿссе çитĕннĕ ывăл-хĕр халь çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă. Шел пулин те, Александрпа Анатолий пурнăçран ир уйрăлса кайнă.

Сăмах май, Виталин халь пурăнакан лаптăкне вăрçăччен ашшĕне уйăрса панă пулнă. Авланса тĕп çуртран уйрăлса тухнă чух ял совет председателĕ ăна шăп та лăп çак лаптăка сĕнни питĕ кăсăклă. Мăшăрĕпе Маргаритăпа виçĕ хĕр ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Халĕ кукамăшĕпе кукашшĕ ачисемпе мăнукĕсене кашни каникул вăхăтĕнче тÿсĕмсĕррĕн кĕтеççĕ.

Владислав САЗОНОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: Порфирий тата Анна Игнатьевсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code