Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр пайне тавăрайăп-ши?

Пĕр пайне тавăрайăп-ши?

— Эпĕ вĕренсе водитель правине илтĕм. Автошкулта вĕреннĕшĕн тÿленĕшĕн налукăн пĕр пайне каялла илме май пур тенине илтрĕм. Ăна мĕнлерех майпа тавăрма пулать-ши?

Г.ВАСИЛЬЕВА.

— Налук службин ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, автошкулăн вĕрентÿ ĕçне йĕркелеме ирĕк паракан лицензи пулсан, унта вĕреннĕ çын тÿлевĕн пĕр пайне каялла тавăрма пултарать. Çак тĕллевпе унăн налук тапхăрĕ вĕçленсен налук органне деклараци памалла, курссенче вĕреннине çирĕплетекен документсене — учрежденипе тунă килĕшĕве, лицензипе копине /енчен те килĕшÿре лицензи пирки палăртни çук пулсан/, тÿлев хучĕсене /квитанци, тĕрĕслевпе касса чекĕ, тÿлев порученийĕ, банк çырса пани тата ыт. те/ — тăратмалла. Декларацире хăвăрăн тупăшсем пирки калакан справка кирлĕ пулать, ăна ĕç вырăнĕнче параççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code