Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Форум йĕркеленĕ

«Граждансен ĕç прависене хÿтĕлесси» — шăпах çак ятпа Чăваш Республикин прокуратури виççĕмĕш уçă форум йĕркеленĕ.

Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР прокурорĕ Василий Пословский, прокуратура ĕçченĕсем, патшалăх влаçĕн тата право хуралĕн органĕсен, çавăн пекех общество организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.

Форума уçнă май Василий Пословский граждансен ĕç правине пăхăннине сăнаса тăрасси прокуратура ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри, ĕç хутшăнăвĕсен сфери çынсемшĕн яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Ĕçлев прависене хÿтĕлес сферăри ырă пулăмсемпе çитменлĕхсене тишкернĕ форумра.

 

Ветеран музейĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи вăрçă ветеранĕ тăван тăрăхра этнографи музейĕ йĕркеленĕ.

Терентий Парамонович Дверенин Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче тăшмансене хирĕç Т-34 танкпа çапăçнă. Халĕ Çичĕпÿртре пурăнакан 99 çулхи ветеран вăрçă çулĕсене аса илсе йывăçран тата ытти материалтан хăйне евĕрлĕ композици хатĕрленĕ.

Кунта чăваш-йăли йĕркипе /салтака ăсатни уйрăмах интереслĕ/, вăрçă вăхăтĕнчи тылри тата фронтри пурнăçпа тĕплĕн паллашма пулать. Малтан экспонатсем унăн килĕнче упраннă, халĕ вĕсем валли уйрăм çурт уйăрнă. Курма килекен ватти-вĕттине ветеран ăшшăн кĕтсе илсе ăсатса ярать, хăйĕн ĕçĕсемпе тĕплĕн паллаштарать.

 

Яшсемпе хĕрсене — ăнăçу

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухакан чи лайăх 100 çамрăка савăнăçлă лару-тăрура аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен свидетельствăпа чысланă.

Аслă шкулăн бакалавриатурине пĕтернĕ яшсемпе хĕрсене ЧР Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, университетăн ректорĕ Андрей Александров, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР вĕрентÿ министрĕ Александр Иванов тата ыттисем те саламланă. Алла илнĕ специальноçпа пурнăçра анлăн усă курма ăнăçу суннă вĕсем кашнинех.

В.ПЕТРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code