Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Саккунсăр карьерсем

Саккунсăр карьерсем

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăксем ытларах чухне çÿп-çапран тата çиелти паха сие вырăнтан куçарнăран сиенленеççĕ. Хăйăр-тăм кăларас тĕллевпе уçнă карьерсене пула тÿснĕ сиен уйрăмах пысăк. Раççей территорийĕнче иртнĕ çулхи тапхăрта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче саккунсăр 525 карьер /унăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ — 2 пин гектар/ тупса палăртнă.

Асăннă категорие кĕртнĕ çĕр лаптăкĕнче хăйăр-тăм кăларассин хăйĕн йĕрки. Тивĕçлĕ органсенчен лицензи тата ирĕк илмелли каламасăрах паллă. Рекультиваци проекчĕ те кирлĕ. Ку чухне чи малтанах сăмах çĕрĕн çиелти сийне упраса хăварасси пирки пырать. Карьер уçнă чухне ăна ятарлă вырăна уйăрса хумалла. Карьерсене ирĕк илмесĕр уçнă çынсене саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттарнă.

 

Карьерта çум курăк ÿстернĕшĕн — тепĕр штраф

Нумаях пулмасть Вăрнар районĕнчи пĕр сахал яваплă юлташлăхăн çĕр лаптăкĕсене тĕрĕсленĕ май Ершепуç ял тăрăхĕн территорийĕнче шăпах саккунсăр уçнă тепĕр карьера тупса палăртнă. Сăмах май, уйрăм çынсен тата организацисен çĕр лаптăкĕсене тĕрĕсленĕ чухне çакăн пек тĕслĕхсемпе тĕл пулатпăр.

223130 тăваткал метр лаптăка пĕр общество 2 çул каяллах арендăна илнĕ пулнă. Анчах çак таранччен те çĕр айĕнчи пурлăхпа усă курма лицензи те, ирĕк те илмен. Нумаях пулмасть карьертан хăйăр кăларнине вара автомашина йĕрĕсем çирĕплетрĕç. Çĕрĕн çиелти сийне тирпейлесе уйрăм вырăна купаламаннинчен те тĕлĕнмелли çук. Рекультиваци проекчĕ хатĕрлесе те аппаланман. Çак документра хăйăр е тăм кăларнă хыççăн пулăхлă тăпрана вырăнне тавăрса лаптăка тыр-пул акма е пахча çимĕç лартма хатĕрлесе çитерес пирки çырса кăтартмалла. Обществăна саккунсăр майпа карьер уçма хăтланнăшăн административлă майпа айăпланă. Унсăр пуçне, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре тĕллевлĕ усă курманшăн, тĕрĕсрех каласан, çум курăк ÿстерсе янăшăн — тепĕр штраф.

Пĕтĕмĕшле илсен, юлашки çулсенче Чăваш Енри ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче Комсомольски, Çĕмĕрле, Вăрнар, Етĕрне, Вăрмар, Патăрьел, Канаш, Шупашкар, Красноармейски районĕсенче санкцилемен карьерсем тупса палăртнă.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзор управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code