Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фасциолез

Фасциолез

Фасциолез — сурăхсемпе качакасем, лашасемпе сыснасем, мăйракаллă шултра тата ытти выльăхсем хушшинче тĕл пулакан чир. Фасциолăсем пĕверти ват çулĕсене хунă çăмарта сĕткенĕпе пыршăлăха лексе каяшсемпе таврана сарăлса личинка пуличчен аталанаççĕ. Личинкăсем шывра, ÿсен-тăранра, утă çинче пилĕк уйăхчен упранма пултараççĕ. Çак вĕтĕ хуртсем выльăх апатланнă вăхăтра унăн хырăмлăхне лекеççĕ, унта юнпа е вар-хырăм хăвăлĕ урлă пĕвере çитеççĕ. Виçĕ е тăватă уйăхран личинкăсем аталаннă хуртсем пулса пĕверте пилĕк çул е ытларах та пурăнма пултараççĕ. Çак чир выльăх-чĕрлĕхе питĕ сиен кÿрет: ĕне е качака сĕт сахал антарать, йывăрăш виçи майĕпен чакса пырать, сурăхсенчен çăм илесси пĕтет, ашпа сĕт пахалăхĕ те япăхланать. Фасциолез чирĕ питĕ йывăрпа иртет. Сурăхсемпе качакасен вăл кĕркунне палăрать. Чирлĕ выльăхăн ÿт-пÿ температури ÿсет, апат ирĕлтерекен органсен ĕçĕ пăсăлать, тикĕс сывлама чарăнать, хăйне канăçсăр тытать. Ытла вăраха кайсан вара пушшех начарланса каять, продуктивлăхĕ чакать, куç хупанки, янахĕ, кăкăрĕ, хырăмĕ тăртанать, çăмĕ те тăкăнать, хырăм та пăрахать, пĕверĕ сарăлать. Выльăх чирлине эпизоотологи кăтартăвĕсем тăрăх, чир палăрăмĕсем тата унăн каяшне тĕпчесе пĕлме пулать. Патăрьелĕнчи ветеринари лабораторийĕнче выльăхсем трематодозăпа чирлине капрологи тĕпчевĕсем ?каяшсене тĕрĕслесе/ туса палăртаççĕ. Çак ĕçе фасциолезран сипличчен икĕ эрне маларах тата сипленĕ хыççăн тепĕр икĕ эрнерен йĕркелеççĕ. Сурăхсемпе качакасен пĕверне фасциолăсем çăмарта хывни чÿк-раштав, мăйракаллă шултра выльăхсенче раштав уйăхĕнче палăрать. Çавăнпа та чирпе чÿк уйăхĕнчех кĕрешме пуçласан усси пысăк. Мăйракаллă шултра выльăхсенче паразит хурчĕсене пĕтерес тесен ĕçе раштав-нарăс уйăхĕсенче йĕркелемелле, кĕтĕве кăлариччен пĕр уйăх маларах тепре туса ирттерме пулать. Сурăхсемпе качакасене — раштавра, иккĕмĕш хут – кăрлач вĕçĕнче. Выльăх-чĕрлĕхе сиплемешкĕн çак эмелсемпе усă курмалла:альбен, клозальбен, фаскоцид, гельмицид. Елчĕкри ветеринари аптекинче тата ялсенчи участоксенче сиплемелли препаратсем çителĕклĕ.

А. БЫКОВА,
районти ветеринари станцийĕн терапевт тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code