Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕкре — «Пятерочка»

Елчĕкре — «Пятерочка»

Юнкун Елчĕкре савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ суту-илÿ комплексĕ – «Пятерочка» уçăлчĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хутшăннă.

Пысăк та капмар çурт кĕске вăхăтра хута кайрĕ. Çак кун Елчĕкре чăн-чăн уяв пулчĕ, хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Районти чылай çын кунта васкарĕ. Курма килнисем пурте лавккари таварпа кăсăкланса паллашрĕç. Туянас тесен темĕн те илме пулать — апат-çимĕç, улма-çырла, кил-çурт валли хатĕрсем тата ытти те.

Уявра ачасем валли конкурссем пулчĕç, унта хутшăнакансене пылак çимĕçпе сăйларĕç.

Хаваслă кун çакăнпа çеç иртмерĕ. Суту-илÿ комплексĕ уçăлнă ятпа çынсене илĕртес тĕллевпе кунта чи пысăк суммăлăх тавар илекене палăртма кашни сехетренех вылявсем ирттерчĕç. Çĕнтерÿçĕ вара Хăвăлçырма ялĕнчен килнĕ Надежда Максимова /сăн ÿкерчĕкре мăнукĕпе/ пулчĕ. Хăйне çеç мар, мăнукне те савăнăç пулчĕ çак кун, хаклă парнене — сĕтел çинче футболла вылямалли хатĕре тивĕçрĕç вĕсем.

Каласа хăвармалла, Раççейре «Пятерочка» суту-илÿ комплексĕнче 12 пине яхăн лавкка шутланса тăрать. Черетлĕ лавкка вара пирĕн районта та уçăлчĕ.

Татьяна ИШМУРАТОВА.
Елчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code