Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Театр историне унта çÿрекенсем «çыраççĕ»

Театр историне унта çÿрекенсем «çыраççĕ»

Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2019 çул Раççейре Театр çулталăкĕ пулнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Çавна май Елчĕкри халăх театрĕн историйĕпе тĕплĕнрех паллашас килчĕ. Чи малтанах районăн кĕске энциклопедине алла илтĕмĕр. Унта Елчĕкри халăх театрĕн кун-çулĕпе кăштах паллашрăмăр. Халăх театрĕн ĕçĕ-хĕлĕ Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ÿснĕ Любовь Романовăран пуçланни курăнать. Хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан Любовь Александровнăпа телефонпа çыхăнма май килчĕ. Вăл хăйĕн аса илĕвĕсене ярса пачĕ.

Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухсан 1974 çулта Елчĕкри культура çуртĕнче драма енĕпе методист пулса ĕçлеме тытăнтăм. Малтанах эпир пысăках мар пьесăсем лартма пуçларăмăр. Спектакльсенче Елчĕк шкулĕн учителĕ Геннадий Мальков, Патреккелĕнчи Валерий Кудряшов, Елчĕкри Виталий Стекольников, Зинаида Воронова, Людмила Сырцова вылянă. Вăл çулсенче культура пайĕн заведующийĕнче питĕ пултаруллă хĕрарăм Серафима Терентьева ĕçлетчĕ. Вăл пире яланах пулăшса пыратчĕ. Культура çуртне Александр Молодов ертсе пыратчĕ. Вăл кашни спектакле хутшăнатчĕ, рольсене питĕ ăста вылятчĕ.

Артистсене хăйсен рольне тарăнрах уçса пама тĕрлĕрен хатĕрсем, тумсем, париксем кирли куç кĕрет. Вĕсемсĕр спектакль интереслĕ мар. Çавăнпа та эпир Пĕтĕм Раççейри театр обществине 1000 тенкĕлĕх тĕрлĕ тум заказ патăмăр. Ун чухне 1 пин тенкĕ пысăк укçаччĕ, çавăнпа та нумай япала туянтăмăр. Чи хакли – театрта усă курмалли сасăсен пластинкисем. Çав вăхăтрах С.Терентьева К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче калаçса татăлнă та – А.Молодов пĕр автомашина декораци тиесе килчĕ.

Манăн асăмри чи ăнăçлă спектакль – Петр Осипов çырнă «Кушар» драма. Ăна хатĕрленнĕ вăхăтра йывăрлăхсем нумай сиксе тухрĕç. Çынсене репетицисене пуçтарма çав тери кансĕрччĕ. Спектакле 30 çын ытла хутшăннă. Артистсем Елчĕкри тĕрлĕ учрежденисенче ĕçлетчĕç. Уйрăмах Сельхозтехникăри водительсем, шкул ачисем те йышлăн çÿренĕ. «Кушарта» массăллă сценăсем нумай, калăпăр, вăйă калани, ачасем выляни, туй юррисем. Репетицисене уйрăммăн ирттереттĕмĕрччĕ. Юрăсене вĕрентнĕ чухне Галина Московская музыкант нумай пулăшнă. Малтанах çав юрăсене килти инкесенчен /Алефтина Романовăпа Олимпиада Петрова/ вĕрентĕм. Вĕсем иккĕшĕ те питĕ хитре юрлатчĕç.

Манăн ачалăхăм Çĕнĕ Эйпеçре иртнĕ. Пирĕн ялта 1964 çулччен вăййа тухатчĕç. Манăн мĕн пĕчĕкренех унăн картине тăрса юрлас килетчĕ, анчах çамрăк пулнă. Саккăрмĕш класра вĕренекенсем вăййа тухатчĕç-ха. Эпĕ 8-мĕшне çитнĕ çĕре вара вăйă калама пăрахрĕç. Питĕ шел.

«Кушар» пьесăна унта вăйă кĕввисем, туй юррисем пуррипе суйласа илтĕм. Манăн çамрăксене хамăр енчи вăйă юррисене вĕрентес килетчĕ. Тăрăшни сая каймарĕ. Спектакль ăнăçлă иртрĕ. Куракансем ăна хаваслăн йышăнчĕç.

Театрта вылянă артистсене аса илмесĕр иртес килмест. Геннадий Егоров, Геннадий Кудряшов, Валерий Килеев водительсем, типографи мастерĕ Виталий Стекольников сăнарсене чăн-чăн артистран кая мар калăплатчĕç. Витали театра йĕркелесе янă вăхăтранах сцена çинчен анман. Авлансан та выляма çÿретчĕ. Владимир Дмитриев, Николай Семенов, Зинаида Воронова, Антонина Грибова, Тамара Кузнецова, Людмила Сидорова, Ирина Ишмуратова, Людмила Сырцова /вăл шăллĕсене те илсе килетчĕ/ куракансен юратнă артисчĕсемччĕ. Пирĕн музыкантсем Николай Хушкинпа Виталий Адюковччĕ. Вĕсем музыка шкулĕнче вĕренетчĕç. Купăспа питĕ ăста вылятчĕç. Виталий Адюков сцена çинчи пĕрремĕш утăмĕсене «Кушар» пьесăра пуçланă.

Вăхăт иртнĕ май Канашри педагогика училищине /шкулчченхи уйрăма/ куçăмсăр майпа вĕренме кĕтĕм. Унта вĕренекенсен ача садĕнче ĕçлемеллеччĕ. Çулталăк ытла кăнтăрла ача садĕнче, каçхине çур ставкăпа культура çуртĕнче тимлеттĕм.

1979 çулта мана парти райкомĕн секретарĕ Клавдия Леонтьева хăй патне чĕнсе илчĕ. «Халăх театрĕсен смотр-конкурсĕ пырать, эпир унта хутшăнмасан «халăх» ятне пĕтереççĕ, ытла та намăс пулать вара», – терĕ вăл. Ун чухне халăх театрĕн режиссерĕнче урăх районтан килнĕ хĕр ĕçлетчĕ, вăл коллективпа пĕр чĕлхе тупаймарĕ.

Клавдия Михайловна каланипе килĕшрĕм. Унччен пĕрле вылянă пултаруллă яшсемпе хĕрсем хаваслансах репетицие пуçтарăнчĕç. Пит лайăх астумастăп пьесăна, «Аптăранă кăвакалсем» лартрăмăр пулмалла. Комсомольскинче иртнĕ смотр-конкурсра комисси пире мухтарĕ.

Уйрăмах Борис Шипцова палăртса хăварас килет. Вăл театра кăмăллакансене çутăпа, музыкăпа тивĕçтерсе тăратчĕ. Яваплăха туяканскер пĕр репетицие те сиктермен. Спектакль пуçланиччен декорацие те вăл ертсе пынипе лартнă. Галина Шипцова /халĕ Борис мăшăрĕ/ суфлерччĕ. Кирлĕ вăхăтра артистсене сăмахсене каласа тăнă, çухалса кайма паман.

Кăçал эпир хамăр район хаçатĕнче Театр çулталăкне халалланă статьясем, ялти, хулари артистсен пурнăçĕпе паллаштаракан тĕрленчĕксемпе интервьюсем сахал мар пичетлĕпĕр. Ялти артистсен ĕнерхине, çамрăклăхри хаваслă самантсене, аса илмелли пурах. «Театр ăс панă пек нимĕнле хулăн кĕнеке те вĕрентме пултараймасть», – тенĕ Ф.Вольтер. Паян та театр пĕлтерĕшне çухатман. Ялсенчи культура çурчĕ çумĕнчи драма кружокĕсем начар мар ĕçлеççĕ. Апла пулсан, хисеплĕ вулаканăмăрсем, сиртен çак темăсемпе çырусем кĕтетпĕр.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕксенче: «Кушар» спектакльти сценăсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code