Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыв-шуртан, юр-пăртан асăрханар

Шыв-шуртан, юр-пăртан асăрханар

Çурхи кунсем çитнĕ май вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне шыв-шуртан тата вăл кăларса тăратма пултаракан инкек-синкексенчен сыхланас ыйту тухса тăрать.

Районта çурхи шыв сиен кÿрессине асăрхаттаракан комисси çумĕнче оперативлă ушкăн йышне тата пурнăçламалли ĕç-хĕл планне çирĕплетнĕ. Паянхи кун ял тăрăхĕсенче шахтăсемпе шыв юхмалли пăрăхсем патне çул хывас, вĕсене пăр-юртан тасатас ĕçсене пурнăçланă. Яваплă çынсем шыв айне пулас хăрушлăх пур лаптăксемпе объектсене тĕрĕслесех тăратпăр, халăхпа калаçусем йĕркеленĕ май синкер пулас пулсан хăйсене мĕнле тытмалли пирки ăнлантару ĕçĕсем пурнăçлатпăр. Çавăн пекех выльăх масарĕсем, шыв пăрăхĕсем, канализацисем, наркăмăшлă химикатсен тата çунтармалли-сĕрмелли материалсен склачĕсем тимлĕхре.

Инкексен пысăк пайĕ ытларах чухне хамăрăн тимсĕрлĕхе пула, вак-тĕвек ĕçсене вăхăтра пурнăçламаннипе те пулать. Çурхи ейÿ тапхăрĕнче уйрăмах тимлĕ пулар. Ачасене пăр çине кĕме, юхан шывсемпе кÿлĕсен çывăхне пыма юраманни пирки асăрхаттарсах тăрар. Пулăçсен те ку тапхăрта асăрхануллă пулмалла – пăр хулăнăшĕ пур çĕрте те пĕр пек маррине, çыран хĕрринче, шыв вăйлă юхакан, çăлкуç тапакан вырăнсенче вăл тата та çÿхерех пулнине асра тытар. Хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан тепĕр пулăм – çурт тăррисенчен ирĕлсе анакан хытă юрпа пăр амантма пултарни. Ку тĕлĕшпе те тимлĕ пулмалла, çуртсен çумĕпе е хутлăхĕпе иртнĕ чух асăрханмалла. Предприятисемпе организацисен ертÿçисен зданисен тăррисене вăхăтлă тасаттарса тăрас ĕçре яваплăха çирĕп туймалла, кирлĕ ĕçсене вăхăтра пурнăçламалла.

Çурхи шыв-шур тапхăрне йĕркеллĕ ирттерсе ярар. Кивĕ Эйпеç, Кавал, Питтĕпел, Элекçей Тимеш ялĕсенчи Аслă Пăла юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă çуртсене кăçал та шыв илес хăрушлăх пур. Çавăнпа та çак тăрăхсенчи çурт хуçисен хатĕрленÿ ĕçĕсене маларах пурнăçламалла.

Виталий РЫБКИН,
район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code