Таяпа хулашне — федераци пĕлтерĕшлĕ археологи палăкĕн вырăнне тĕпчесси пирки маларах хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.
Халĕ унта ĕç хĕрсех пырать. Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ăслăлăх сотрудникĕсем Наталья Березина, Евгений Михайлов, Николай Мясников ертсе пынипе студентсем, районти шкулсенчи волонтерсем, истори учителĕсем Ылтăн Урта тапхăрĕнчи сахал мар япала тупма ĕлкĕрнĕ.
Шырав-тĕпчев ĕçĕсен йĕркелĕвĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, унăн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый тăтăшах вырăна тухса интересленеççĕ.
Хулашри археологи мероприятийĕсем июлĕн 10-мĕшĕччен пыраççĕ. Эппин, вулакан, эсĕ те кая юлман-ха пархатарлă ĕçе хутшăнма.
Тĕплĕнрех çитес номерсенче паллаштарăпăр.