Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çак çула пурăнса çитетĕп тесе шутламан та»

«Çак çула пурăнса çитетĕп тесе шутламан та»

Çĕнĕ Пăвара пурăнакан Василиса Докторова 90 çулхи юбилейне ачисемпе, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе, çывăх тăванĕсемпе пĕрле уяв кĕрекине пуçтарăнса савăнса ирттерсе ячĕ.

Çак паллă кунпа юбиляра саламлама Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Мартышкин, культура çурчĕн заведующийĕ Владимир Доброхотов, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Алимпия Фомина кайрăмăр. Тараватлă кил хуçи Владимир Докторов пире хапха умне тухса ăшшăн кĕтсе илчĕ. Пÿрте кĕрсен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василиса Владимировнăна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ тата нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ, асăнмалăх парне пачĕ, хăй вăхăтĕнчи паттăр ĕçсемшĕн тав турĕ.

Василиса Докторовăна ялта пурте Лиза аппа тесе чĕнеççĕ. Вăл Çĕнĕ Пăва ялĕнче йышлă çемьере 1930 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче кун çути курнă. Унăн ашшĕпе амăшне кулак тесе инçете кăларса янă. Каярахпа амăшĕ килне таврăннă.

– Мана анне юрлă-пăрлă шыв çинех çуратса пăрахнă та аркипе чĕркесе пÿрте илсе кĕнĕ. Темле шăнса чирлесе вилмен эпĕ, – терĕ Лиза аппа.

Ачалăхĕ нушаллă иртнĕ унăн. Вăрçă ачисен пурнăçĕ йывăр килнĕ: çимелли те, тăхăнмалли те çити-çитми пулнă. Çапах та Лиза аппа ялти шкулта 6 класа «5» паллăсемпе пĕтернĕ. Малалла вĕренме май пулманран колхоз ĕçне пуçăннă.

– Тискер вăрçă вăхăтĕнче колхозра лашасем юлмарĕç. Эпĕ чарусăр, усал вăкăрпа фермăна улăм, тырă турттараттăм, – аса илет халĕ тыл ветеранĕ.

Хĕр ача кĕçĕнрех чухне колхоз хирĕнче хĕрарăмсемпе пĕрле çум çумланă, пилĕке авса çурлапа тырă вырнă, кĕлте çыхнă, çавапа пăрçа çулнă, йĕтемре тырă миххисем йăтнă, кантăр татнă, ăна тылăпа тылланă тата ытти ĕçрен те пăрăнман. Кирек мĕнле ĕçре те вăр-вар та тăрăшуллă пулнипе палăрнă. Каярахпа çичĕ çул фермăра пăрусене пăхнă, çав вăхăтрах пай çинче тăрăшнă.

Пĕве кĕрсен Лиза тус-тантăшĕсемпе пĕрле вăйă картине тăнă. Сасси уçă, хитре пулнăран вăл юрă пуçлаканĕ пулнă. Харсăр та яштака пÿ-силлĕ хĕре ялти маттур каччă Василий Докторов куç хывнă. Вăл ăна кашни каç вăйă картинче сăнанă. Килĕшекен хĕре куçран вĕçертмен, ытти йĕкĕтсене ун патне çывăха та пыртарман. Пĕр каçхине вăл, ĕлĕкхи йăларан пăрăнмасăр, туслă çÿресе калаçса курмасăрах, Лизăна мăшăрĕ пулма килне илсе кĕнĕ. Çапла вара ялта çĕнĕ çемье чăмăртаннă.

Докторовсем тăватă ача çуратнă. Шел пулин те, Василиса Владимировнăн мăшăрĕ çутă тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Çăмăл пулман, паллах, хĕрарăма хăрах çунат айĕнче ачисене çитĕнтерсе ура çине тăратма. Çапах та тăрăшуллăскер ачисемпе пĕрле кирпĕч çурт лартма вăй-хал çитернĕ. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ. Ача-пăчаллă.

Тольăпа Рая Мускавра тĕпленнĕ. Василий Санкт-Петербургра пурăнать. Ывăлĕсемпе хĕрĕ инçетре пулсассăн та амăшĕ патне, тăван килне час-часах килеççĕ, телефонпа шăнкăравласа та юратнă та хаклă çыннин сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлсех тăраççĕ.

Лиза аппа аслă ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Володя ывăлĕпе Тоня кинĕ амăшне лайăх пăхаççĕ. Ватă умĕнчен техĕмлĕ чей, улма-çырла, юр-вар, канфет-пĕремĕк татмаççĕ. Вĕри апат пиçсессĕнех ăна сĕтел хушшине чĕнеççĕ. «Мана лайăх пăхнăшăн кинпе ывăла пехил», – тет вăл час-часах.

Володя ывăлĕ колхозра механизаторта пиçĕхсе 38 çул ĕç стажĕ пухнă. Ялти культура çуртĕнче худрукра та тăрăшнă вăл. Тоня кинĕ колхоз ферминче вăй хурсах пенсие тухнă. Уçă та хитре саслă мăшăр «Илем» фольклор ушкăнне те çÿренĕ. Арçын халĕ те концертсене хутшăнать, илемлĕ сассипе юрласа халăха савăнтарать. Володьăпа Тоня 42 çул пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнаççĕ. Вĕсен 4 ача, 6 мăнук.

Ачисем шкулта лайăх вĕреннĕ, аслă шкултан вĕренсе тухнă, ĕçлеççĕ. Лайăх паллăсемпе çеç вĕренекен мăнукĕсем район тата республика шайĕнче тĕрлĕ предметсемпе иртекен олимпиадăсенче чи малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. 10 мăнукпа 8 кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе ватă асламăшĕ те питĕ савăнать.

Тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă ĕç ветеранĕпе сехечĕ-сехечĕпе калаçса ларма пулать. Вăл ĕлĕкхисене веçех астăвать, утса тухнă анлă кун-çула каласа та пĕтереймест.

Нимĕн те калаймăн, çулсем хăйĕннех тăваççĕ. Лиза аппа хальхи вăхăтра пÿртре патакпа майĕпен утса çÿрет. Хăлхи те кăштах хытнă.

– Эпĕ хаçат вулама юрататăп. Район хыпарĕсене питĕ пĕлес килет. «Елчĕк ен» хаçата алла тытсан пĕр сăмахне те вуламасăр хăвармастăп, – тет вăл.

Докторовсем район хаçачĕсĕр пуçне «Чăваш хĕрарăмĕ», «Хресчен сасси», «Кил-çурт, хушма хуçалăх» çырăнса илеççĕ. Хаçатсемпе тĕплĕн паллашнисĕр пуçне Василиса Владимировна Турă кĕнекине алăран ямасть, каçсерен çывăрма выртиччен ăна чунĕ ыйтнипе вулать.

– Çак çула пурăнса çитетĕп тесе шутламан та, ĕмĕтленмен те. Нушине пайтах куртăм пулин те çулсем питĕ хăвăрт иртсе кайрĕç. Ĕлĕкхи пурнăçпа танлаштарсан эпир халь ырлăхра пурăнатпăр. Вăхăтĕнче епле йывăр тапхăрсене чăтса ирттертĕмĕр. Халĕ мĕн кирли – пурте пур. Пÿртре ăшă, çутă. Пенси киле килсех параççĕ. Çавăншăн патшалăха, пуçлăхсене тав тăватăп. Самани кăна лăпкă тăтăрччĕ. Эпир курнă, тÿснĕ нушана никамăн та, нихăçан та курмалла ан пултăрччĕ, – тет тыл ветеранĕ.

А.ФОМИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code