Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуçарулăх кирлĕ

Пуçарулăх кирлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттерекен черетлĕ канашлура район шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ ыйтăва çĕкленĕ.

Ĕçлекенсен шухăш-кăмăлне, интересĕсене шута илесси, хастарсене пархатарлă ĕç-хĕлшĕн хавхалантарасси яланах тĕп вырăнта пулнă. Хальхинче Николай Петрович Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Валентина Князевăна юбилей ячĕпе саламларĕ, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ÿсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенчи пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллаштарчĕ. Ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене çанталăк вăхăтлă «пулăшса» пырать тейĕн: çумăрĕ те, хĕвел ăшши те çителĕклĕ. Çакнашкал тапхăрта нумай çул ÿсекен курăксенчен кĕске вăхăтра пахалăхлă утă илме те меллĕ. Районĕпе тунтикун тĕлне 4800 тонна /45 процент/ утă, 17500 тонна /55 процент/ сенаж хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Вăхăт ялан васкатать, çавна май часах çĕнĕ тыр-пула алла илме те тухăпăр. Асăннă ĕçри хатĕрленÿ мероприятийĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслес тĕллевпе районта «Ĕç çи — 2018» ятарлă комисси туса хунă.

Канашлура «ВИП-ИНФО» сахал яваплă обществăн директорĕн çумĕ Александр Будников «Харпăр хăйĕн кăтартăвĕсем çинчен» калакан саккун умĕнчи яваплăх пирки чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынипе канашлăва хутшăннисем Елчĕк ял тăрăхне кĕрекен ялсенче пулса курчĕç, санитари требованийĕсен нормисене мĕнле пурнăçланипе, урамсене тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленипе паллашрĕç. Кашни ялăн хăйĕн лайăх уйрăмлăхĕсем пур. Ертÿçĕсене уйрăмах Акчелти тата Елчĕкри Çĕнĕ урамри ача-пăча вылямалли площадкăсем килĕшрĕç. Вĕсем кашни ялтах темиçе пулмалла. Кунта кăмăл тата пуçарулăх кăна кирлĕ.

Тĕрĕслеве тухнисем «Прогресс» акционерсен хупă обществин уйĕсемпе те паллашма пултарчĕç. Паллах, çум курăксăр анасем чуна савăнтараççĕ. Вĕсенче хурт-кăпшанкă, чир-чĕре хирĕçле ĕçсем те нумай туса ирттернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code