Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шупашкарта — Сабантуй

Шупашкарта — Сабантуй

Июлĕн 6-7-мĕшĕсенче Шупашкарта çĕршыв шайĕнчи саккăрмĕш Сабантуй иртет.

Уяв мероприятийĕсене çитес эрнекун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Тутарстанри искусство ăстисен концерчĕ уçать. Шăматкун Хĕрлĕ тÿрем, Анне монуменчĕ çывăхĕнчи хутлăх кунĕпех мăсăльман тĕнне тытса пурăнакан халăхăн чĕлхипе тата кĕвви-çеммипе тулса ларасса пĕлсе тăратпăр. Сабантуй вăхăтĕнче Тутарстанри, тĕрлĕ регионри тата Чăваш Енри пултарулăх коллективĕсем, уйрăм солистсем концерт кăтартаççĕ, халăх вăййисемпе, спорт ăмăртăвĕсемпе, наци кĕрешĕвĕпе паллашма пулĕ. Алă ăстисен куравне йĕркелеççĕ. Унсăр пуçне, Сабантуйра техĕмлĕ, пурте юратса ас тивекен наци апат-çимĕçĕ те тĕп вырăнта пулмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code