Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Куллен хĕрÿ ĕçре

Куллен хĕрÿ ĕçре

«Эмметево» сахал яваплă юлташлăхра кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунта кĕрхи культурăсене кăçал 450 гектар акса хăвармалла.

Яваплă ĕçе пурнăçлама Вячеслав Львов механизатора шанса панă. Çак вăхăтчен вăл усă курнă нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне икĕ хутчен ĕçлесе хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Хăватлă техникăпа — К-700 тракторпа тата пĕр харăсах 8 метр анлăш лаптăка ватса вĕтетекен дискаторпа усă курни ĕçе тухăçлă тата пысăк пахалăхпа йĕркелеме май парать. Кĕр тыррисене акас умĕн — виççĕмĕш хут ĕçлесе хатĕрлессине те Вячеслав Львов хăех пурнăçлать.

Сăн ÿкерчĕкре: Вячеслав Львов механизаторпа Андрей Лапшин бригадир ĕç вăхăтĕнчи самантсене сÿтсе яваççĕ.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code