Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Хаçат ĕçченĕсем — стартра

Хаçат ĕçченĕсем — стартра

 «Елчĕк ен» хаçат журналисчĕсем физкультурăпа спорт хыпарĕсене çутатас, сывă пурнăç йĕркине анлăн пропагандăлас тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттереççĕ.

Хальхинче вĕсем хăйсем ырă тĕслĕх кăтартса старта тухрĕç — тулли хавхаланупа ГТО нормисене пурнăçларĕç.

Коллективри тăхăр ĕçтешрен 2 пин метра çуран чупассипе Елена Петровăпа Владимир Петров, турник çинче туртăнассипе Зоя Блиновăпа Ольга Владимирова, кĕлеткепе урайĕнчен çĕкленессипе Светлана Архипова, пневматикăлла винтовкăпа тĕл перессипе Галина Капсулова, урайĕнчен тĕртĕнессипе Оксана Ивановăпа Валентина Кириллова паха кăтартусемпе палăрчĕç. Пултарулăха тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслени ỹт-пỹре çирĕп кăмăл-туйăм çуратрĕ.

Н.Федоров

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code