Суббота, 11 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Каçалăк уçăлчĕ

Каçалăк уçăлчĕ

Елчĕк районĕ черетлĕ вырма каçалăкне те республикăра чи малтан уçнă. Çавна май тунтикун пирĕн тăрăхра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулса курнă. Вырма ĕçĕсене епле йĕркеленипе паллашас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тата ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Петр Тремасовпа пĕрле Владимир Рахмуллин ертсе пыракан «Яманчурино» сахал яваплă юлташлăхăн уй-хирĕсене çитсе курнă.

Июлĕн 22-мĕшĕнче, пуçласа уй-хире тухнă кун, «Яманчурино» сахал яваплă юлташлăхра тата «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кĕрхи туллăн 65 гектарне вырса паккуса кушăхтарма хывнă. Вĕсем хыççăн тепĕр кунхинех уя тухнă «Прогресс» акционерсен хупă обществинче те хĕрÿ ĕç кĕр тыррисене вырассинчен пуçланнă. Хальхи вăхăтра ĕç çи вăй илсех пырать. Ĕнер Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕпе «Победа» сахал яваплă юлташлăх уй-хирĕсем те комбайнсен шавĕпе тулчĕç. «Нива» агрофирма» ОООра кĕрхи тулă çапса тĕшĕлеççĕ. 60 гектар çинче çитĕннĕ «Марафон» сорт кăçал уйрăмах ăнса çитĕннĕ.

Сăмах май, кăçал кĕр тыррисенчен кирлĕ таран тухăç илес шанăç пысăк. Агротехника йĕркине çирĕп пурнăçласа акса хăварнăран, вĕсене хĕллехи сивĕ те сиенлетеймен. Унсăр пуçне, кĕрхи культурăсене маларах пухса кĕртме тытăннине шута илсен, вырма ĕçĕсен хăвăртлăхĕ ÿсет, çакна кура комбайнсене тивĕçекен ĕç калăпăшне те кирлĕ пек йĕркелесе пыма пулать. Пирĕн районта кăçал тыр-пулăн пысăк пайне ?ял хуçалăх предприятийĕсенче – 5445, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 2816 гектар/ уйрăммăн çапса тĕшĕлеме палăртнă. Мĕншĕн тесен малтан вырса пăрахса кушăхтарнă лаптăксенчен çапса тĕшĕленĕ тыррăн пахалăхĕ те лайăхрах. Хака тивĕçтерекен тĕш тырă туса илес тесен шăпах çак мелпе усă курмалла. Ял хуçалăх министрĕ Елчĕксем яланах ĕçе пĕлсе йĕркелеме пĕлнине палăртнă, вĕсен шухăшĕсемпе хальхинче те тĕпрен килĕшнине пĕлтернĕ. Юлашкинчен уй-хир хуçисене вырма ĕçĕсене чăрмавсăр, инкек-синкексĕр ирттерсе яма ăнăçу суннă.

Вăл республикăри аграрисем пĕтĕмĕшле илсен вырма ĕçĕсене пурнăçлама епле хатĕрленни пирки те кĕскен чарăнса тăнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче 828 комбайн паян тесен паян уй-хире тухма хатĕр. 1 «уй-хир карапне» тивĕçекен ĕç калăпăшĕ 356 гектарпа танлашать.

Сергей Артамонов тепĕр çивĕч ыйтăва та – Елчĕк районĕнче кайăк-кĕшĕк грипне тупса палăртни, хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн «Ветеринари çинчен» калакан саккунне, РФ Правительстви, ЧР Министрсен Кабинечĕ тĕрлĕ çулсенче тата юлашкинчен, кăçалхи июлĕн 16-мĕшĕнче çирĕплетнĕ хушăвне пурнăçласа районта кайăк-кĕшĕк грипне чарса лартас тĕллевпе туса ирттернĕ ĕçсем пирки чарăнса тăнă. Апла пулин те малашне те – хăрушă чире сирсе ярассишĕн кашни кун пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли мероприятисем сахал мар.

– Чи кирли – кайăк-кĕшĕк хуçисен ăнланулăхĕ. Çавăн чухне тин çак инкекрен хăтăлма, ăна тĕп тума пулĕ, – тесе палăртнă Сергей Артамонов.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code