Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тĕрĕсленни – хамăршăн

Тĕрĕсленни – хамăршăн

Диспансеризаци – халăх чирлесрен асăрханма сывлăха тĕрĕслесе тăни. Вăл чире тарăна кайиччен тупса палăртма май парать.

Районта кăçал диспансеризаци витĕр тухмалли граждансен хисепĕ – 4010 çын. Тĕрĕслевĕн пĕрремĕш тапхăрĕнчен 2410 çын /çулталăкри планăн 60 проценчĕ/ тухнă. Диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрĕнче 1257 çын /31,3 процент/ тĕрĕсленнĕ.

Кăçалтан уйрăм категорири аслă ÿсĕмри çынсене диспансеризаци витĕр кăларас çĕнĕ йĕрке пурнăçа кĕчĕ.

Çын хăйĕн сывлăхне кура диспансеризаци тăтăш тухни пĕлтерĕшлĕ. Практика кăтартнă тăрăх, хăйне сывă тесе шутлаканăн та ку тĕрĕслев вăхăтĕнче хăрушă инфекци чирĕсем тупса палăрни тĕл пулать.

Кăçалтан медицина пулăшăвĕн тĕсĕсем те улшăнчĕç. Çĕнĕлĕхсенчен пĕри – диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрĕнче, вăрах чирĕн паллисене тĕрĕсленĕ чухне, юнăн клиника тата биохими, шăк анализĕсене илмеççĕ, ăш-чикри органсене те УЗИ тумаççĕ. Халĕ ку тĕпчевсем вырăнне каяша вăрттăн юнран тĕрĕсленипе улăштараççĕ. Ăна виçĕ çулта пĕрре мар, икĕ çултан тĕрĕслесе тăрĕç. Çакă тĕрлĕ тапхăрти шыçă чирне палăртма май парать. Çавăн пекех арçынсен юнне ПСА /простат-специфический антиген/ çине тĕрĕслĕç. Паллах, пациентăн ку енĕпе çитменлĕхсем пуррине кура.

Медицина тивĕçтерĕвĕн тепĕр çĕнĕлĕхĕсем: колоректаллă рака палăртакан анализа илни, маммографие тăтăшрах ирттерни /39-49 çулсенчи хĕрарăмсем виçĕ çулта пĕрре, 50-70 çулхисем – икĕ çулта пĕрре/, ЭКГ тумаллах, анчах малтанхилле 21 çултан мар, арçынсен 35 çултан тытăнса, хĕрарăмсен – 45 çултан. 60 çултан иртнĕ мĕнпур граждансенне куçри юн пусăмне, глаукома пуррине тĕрĕслĕç. 21 çултан тытăнса çынсем анонимлă майпа тата тÿлевсĕр ВИЧ-тест витĕр тухма пултараççĕ.

Диспансеризаци малтанхиллех икĕ тапхăрпа иртет. Аса илтеретпĕр: кăçал 1997, 1994,1991, 1988, 1985, 1982, 1979, 1976, 1973, 1970,1967, 1964, 1961, 1958, 1955, 1952, 1949, 1946, 1943, 1940, 1937, 1934, 1931, 1928, 1923,1922, 1919 çулсенче çуралнисен тĕрĕслев витĕр тухмаллах. Сывлăх вăл такама мар, хамăра кирлĕ.

А.ВАСИЛЬЕВА,
терапевт.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code