Понедельник, 8 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пÿлме «сарă ылтăнпа» тулать

Пÿлме «сарă ылтăнпа» тулать

Кăçалхи çанталăк условийĕсем кăларса тăратнă лару-тăрăва пула вырмана каярах юлса тухни васкама, ĕçе тата тухăçлăрах йĕркелемелли майсемпе усă курма хистет.

– Район уй-хирĕсенче çитĕннĕ 6000 гектар кĕрхи культурăсене çак эрне вĕçленнĕ тĕле пĕтĕм лаптăкран пухса кĕртмелле, – тет район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин. «Победа» ОООра вара 220 гектар йышăннă кĕр тыррисене хăш вăхăтра çапса тĕшĕлесе пÿлмесене кĕртнине çын сиссе те юлайман.

Малтан тыр-пула вырса паккуссене хывнă. Çак ĕçе пурнăçлама Дмитрий Айметова шанса панă. Çумăр çуса чăрмантармарĕ, вырса пăрахнă тырра кушăхма çил-хĕвелĕ çителĕклĕ пулнăран Анатолий Сорокинпа Николай Герасимов ăна çапса тĕшĕлес ĕçе вăраха тăсмарĕç. КАМАЗ автомашина водителĕ Алексей Воронцов та хиртен килекен тырра пĕчченех турттарса тăма ĕлкĕрчĕ. Кĕр тыррисен тухăçĕ – 40 центнера яхăн. Кăçалхи çанталăкшăн çакă питех те лайăх кăтарту шутланать.

– Пирĕн хуçалăхра çирĕп йĕрке: кирек хăш çул та тĕш тырă культурисене уйрăммăн çапса тĕшĕлетпĕр. Мĕншĕн тесен ку чухне пÿлмесене лайăх типсе çитнĕ пахалăхлă тырă анчах кĕрет, – тет Николай Головин директор.

Уй-хирĕсем тип-тикĕс те тирпейлĕ – кăмăл çĕкленет. Дмитрий Айметов хăйĕн ĕçне хăнăхнăскер, ытти комбайнерсем кĕр тыррисене çапса тĕшĕленĕ вăхăтра ЕС-1 жаткăпа ытти культурăсене – пăрçапа сĕлле вырчĕ, ун хыççăн урпа уйне куçрĕ. Халĕ вара кунта пĕр харăсах сĕлĕ те, урпа та çапса тĕшĕлеççĕ. Паянхи пек уяр çанталăк пулсан, эппин, ĕççи вăраха та тăсăлмĕ?

– Çак хăвăртлăхпа ĕçлесен вырмана августăн 10-мĕшĕ тĕлне вĕçлетпĕр, – сăмаха малалла тăсрĕ директор.

Ял хуçалăх предприятийĕнче улăма та нихăçан сая ямаççĕ. Хальхинче те тыр-пула çапса тĕшĕленĕ хыççăнах ăна пресласа рулонсене хывма пикеннĕ. Улăмра ĕне выльăх организмне кирлĕ клетчатка хисепĕ нумай пулнине шута илсе унпа фермăри ĕне выльăха тăрантарнă çĕрте, унсăр пуçне, айсарăмĕ валли те анлăн усă кураççĕ – выльăх çилли шăнмасть, йĕпенмест, вараланмасть.

Кĕр тыррисене акмалли çĕр лаптăкĕ те хатĕр, çитес çулхи тухăç никĕсне 250 гектар çинче хывса хăварма палăртнă.

Нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулассине пĕр эрне каяллах вĕçленĕ. Халăха утăпа тивĕçтернĕ, ыттине фермăри ĕне выльăха çитерме саппасланă.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Дмитрий Айметов çамрăк механизатор.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code