Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Михаил ИГНАТЬЕВ: Халăх ырлăхĕшĕн ĕçлемелле. Унтан ытла тĕллев çук

Михаил ИГНАТЬЕВ: Халăх ырлăхĕшĕн ĕçлемелле. Унтан ытла тĕллев çук

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ялан халăхпа пĕрле пулнине, çынсен ыйтăвне çийĕнчех татса пама тăрăшнине пирĕнтен кашниех пĕлет. Чăн та, тивĕçĕ çапла унăн, тăван республикăшăн тата унăн çыннисемшĕн яваплă пулнăран тавра курăмĕпе шухăшлавĕ те анлă пулмалла, паян тунă йышăну Чăваш Енпе унта пурăнакансен малашлăхне мĕнле витĕм кÿнине тĕрĕс хакламалла. Сумлă должноçе йышăннă май алăри тилхепене çирĕп тытса тĕрĕс çулпа пымаллине самантлăха та манма юрамасть. Республика ертÿçи пулнипе пĕрлех Михаил Васильевич – мăшăр, ашшĕ, тăван-хурăнташлă çын. Апла пулсан ĕç графикĕнче çывăх çыннисем валли те вырăн тупмалла. Республика пурнăçĕпе, унăн аталанăвĕпе çыхăннă чылай ыйтăва Чăваш Ен ертÿçипе Михаил Игнатьевпа утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Хыпар» тата «Советская Чувашия» хаçатсен тĕп редакторĕсем Татьяна Вашуркинăпа Владимир Васильев сÿтсе яврĕç.

– Михаил Васильевич, паянхи куна эсир пирĕнпе, журналистсемпе, тĕл пулнинчен пуçланине палăртма кăмăллă. Апла сирĕн ĕç кунĕ прессăран тытăнать…

– Кунта çапах та кăштах тÿрлетмелли пур ман. Ирхине алла хаçат-журнал тытиччен эпĕ зарядка тăватăп. Паян, акă, ĕçе велосипедпа килтĕм. Залив хĕррипе иртнĕ май тавралăха, иртен-çÿрене сăнарăм. Ашшĕ-амăшĕпе ачисем, ватă çынсем уçăлса çÿреççĕ, ытарайми çут çанталăкăн куçа астаракан илемĕпе, анлă Атăлпа киленеççĕ. Çынсем савăннине, вĕсем ыранхи куна шанчăкпа пăхнине кура чунăм хавасланать. Ĕçе хавхалануллă кăмăлпа çитетĕн.

– Эсир залив хĕррипе иртнĕ чух сирĕнпе пырса калаçакансем пурах ĕнтĕ. Малтанхи çулсенчипе танлаштарсан ун пеккисен йышĕ ÿссех пырать-и?

– Пырса калаçакансен йышĕнчен ытла халăх мĕнле ыйту çĕкленине тишкеретĕп. Маларах çынсем пĕр-пĕр темăна хĕрсе кайсарах хускататчĕç пулсан, халĕ ыйтусене виçсе хаклакан йышланчĕ. Ирсерен эпĕ спорт валли вăхăт уйăрнине ыррăн тĕлĕнсе палăртакансем те пур.

Урамра тĕл пулакан кашни çыннăн ыйтăвне вырăнтах татса параймăн. Хăшĕсене специалистсен тарăннăн тишкермелле. Çавăнпа эпĕ Чăваш Енĕн власть органĕсен официаллă порталне /www.cap.ru/ ыйтса çырма сĕнетĕп.

Ыйтусен шучĕ ÿссе пырать темĕп, мĕншĕн тесен власть органĕсем ĕçленине халăх курать.

– Михаил Васильевич, экологи пирки те калаçас килет. Шупашкар хулинче ырă мар шăршă тăтăшах тăнине пурте сисрĕмĕр. Тепĕр çĕрте тасатмалли сооруженисем юрăхсăра тухнă е пули-пулми вырăнта çÿп-çап тăкса тултараççĕ. Кашни çав кăлтăкшăн яваплисем пур. Эсир вĕсем пирки мĕн каланă пулăттăр?

– Экологи хăрушсăрлăхĕ енчен пирĕн республика Раççейри чи таса вунă регион шутĕнче. Çав вăхăтрах хăш-пĕр предприяти-организаци е уйрăм çынсем тавралăха сиен кÿнине эпир курмăш тăваймастпĕр. Вĕсенчен унччен те çирĕп ыйтнă, малашне те çаплах пулĕ.

Шупашкарти ырă мар шăрша «Юрма» кайăк-кĕшĕк фабрики сарать тесе шухăшланăран Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ тĕрĕслев ирттерчĕ. Чăх-чĕп каяшне компостлакан технологи кирлĕ шайра маррине кура предприяти ячĕпе асăрхаттарса хут çырчĕ. Малашне «Юрма» каяшран биоудобрени хатĕрлесшĕн.

Темиçе çул каялла Çĕнĕ Шупашкар енчен те ырă мар шăршă сарăлатчĕ. Унти биологилле тасатмалли сооруженисене çĕнĕлле ĕçлеттерме бюджетран 1 миллиард тенкĕ хыврăмăр. Халĕ вăл ыйту татăлчĕ.

«Çĕрпÿ беконĕ» сысна комплексĕнчен инçех мар вырăнта пурăнакансем сывлама май çук тенине илтме тиветчĕ. Предприятире халĕ тислĕке çĕнĕлле тирпейлеççĕ. Ун валли комплексăн, паллах, укçа самай хывма тивнĕ. Мĕн тăвас тетĕн, тăкакланмасăр май çук.

Республикăра тасатмалли сооруженисем çĕнĕрен тăвас е киввисене тĕплĕн юсас, çÿп-çап пухмалли полигон уçас ыйтусем пур. Вĕсене эпир асрах тытатпăр, вăл проблемăсене шута илетпĕр, татма тăрăшатпăр.

Юлашки çулсенче халăхăн культура шайĕ ÿсни сисĕнет. 5-10 çул каяллахипе танлаштарсан çынсем тирпейлĕ пурăнасшăн, хăйсем пурăнакан вырăна таса тытасшăн, çын ĕçне сума сăваççĕ.

– Экологи темине пуçартăмăр та, Раççейре çак енĕпе çыхăннă наци проектне хатĕрлеççĕ, унăн çум программисенчен пĕри шывпа çыхăннă. Чăваш Енĕн кăнтăр районĕсенче ĕçмелли паха шыв çук. Çав ыйту татăлĕ-ши?

– Темиçе çул каялла «Таса шыв» федераци программине йышăннăччĕ. Укçа çитсе пыманнине кура ăна пăрахăçларĕç. Халăха таса шывпа тивĕçтерес ыйтăва Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенче татма май килчĕ. Паянхи куна Шăмăршă, Патăрьел районĕсем тата Комсомольски районĕн кăнтăр пайĕ тăрса юлчĕ. Республика нухрачĕпе кăна эпир ку ыйтăва татаймăпăр – федераци программисене лекмелле. Çĕршыв шайĕнче халĕ «Ĕçмелли шыв» программа хатĕрлеççĕ. Ăна йышăнсан эпир те çавăнпа туллин усă курасшăн.

Шыв пирки калаçнă май уншăн тÿлессине те халăхпа сÿтсе явмалла.Ĕçмелли шывпах пахча шăварни вăрттăнлăх мар. Çав вăхăтрах шывшăн укçа тÿлемелле. Лавккара савăтпа туянакан таса шывпа йăран шăвармастпăр-çке, уйрăм хушма хуçалăх тытакансен те ĕçмелли шывпа тĕлли-паллисĕр усă курмалла мар. Шыв та – пирĕн пуянлăх. Çакна та халăха ăнлантарса памалла.

– Ял çыннисен чунне вĕçĕм ыраттаракан ыйту – халăхран пухакан сĕт хакĕ пĕчĕкки…

– Çапла, ку ыйту яланхи. Çуллахи вăхăтра сĕт хакĕ чакать. Ĕне выльăх тытакансемшĕн 2017 çул ăнăçлă пулнăччĕ. Халĕ хак унчченхинчен 30 процент йÿнĕрех. Ял çыннине пирĕн, патшалăхăн, пулăшма тăрăшмалла. Çав вăхăтрах сĕт сутакансен паха продукципе тивĕçтермелле. Паха сĕтĕн пĕр литр хакĕ 3-5 тенкĕ пысăкрах. Халăхран пухакан сĕтĕн 90 проценчĕ – пĕрремĕш сортлă. Теприсем хăймине сепараторпа илсе юлаççĕ. Паха сĕте çусăррипе хутăштарсан вăл ăçтан пысăк пахалăхпа сутăнайтăр? Апла пулсан ял çыннисен çакна шута илмеллех.

Шупашкар хулинчи сĕт-çу завочĕ тата «АККОНДСĔТ» çĕнĕ инвестпроектсене хута ярассипе ĕçлеççĕ. Сĕт туса илекенсемпе ăна тирпейлекенсен хушшинче чылай вăхăтлăх килĕшÿсем туса хакне малтанах палăртма шухăшлатпăр. Халăхран пухакан сĕт хакĕ çавна май малашне хăпарасса шанатпăр.

– Чăваш Республики хăмла ÿстерекен регион пек палăрса тăрать.

– Хăмла туса илесси тупăшлă отрасль. Çак культурăн 1 килограмм сутлăх хакĕ ăна туса илнин тăкакне ытлашшипех саплаштарать. Чăваш хăмли пахине сăра вĕретекен заводсем пĕлеççĕ. Çакăнта хăмла ÿстерекенсен тата ăна тирпейлекенсен Раççей шайĕнчи канашлăвĕсене пирĕн республикăра ирттерни те витĕм кÿчĕ. Хăмла лаптăкне епле шайра тытса пырасси ăна ÿстерекенсенчен килет. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем вăл е ку отрасль тупăшлăраххине шута илеççĕ-çке. Уйрăм предприяти-организаци ĕçне эпир, влаç органĕсем, витĕм кÿреймĕпĕр. Пирĕн тĕллев – вĕсене аталанма пулăшасси. Хăмла ÿстерекенсене, акă, бюджетран субсиди уйăратпăр.

– Ял хуçалăх тĕллевлĕ, анчах усă курман çĕрсене муниципалитет харпăрлăхне куçарассипе юлашки вăхăтра нумай ĕçленĕ. Муниципалитетсем çав пуянлăхпа мĕн валли усă кураççĕ?

– Çĕр пайĕсемпе уйрăлса тухсан çынсен пĕр пайĕ унпа мĕнле усă курмаллине пĕлмерĕ. Пĕрисем хыт хура алхастарчĕç, теприсем арендăна пачĕç. Çĕрпе тĕллевне кура усă курмалла. Ял хуçалăх çĕрĕсем çинче тыр-пул акса-туса илмелле, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлемелле. Çĕрпе çыхăннă саккуна улшăну кĕртнĕ хыççăн вырăнти ял хуçалăх тата хресчен-фермер хуçалăхĕсем валли те çул уçăлчĕ – муниципалитет харпăрлăхне куçарнă усă курман çĕр çинче вĕсем ĕçлеме пултараççĕ.

Хуçасăр пурлăх пирки влаç органĕсене çынсем систерччĕр тесе халăх инвентаризацийĕ пуçартăмăр. Çĕр пирки çеç мар, усă курман хуралтăсемпе çуртсем пирки те пĕлтереççĕ. Асăннă пурлăхпа муниципалитетсен вĕçне-хĕрне тухмалла: е сÿтмелле е арендăна памалла. Юхăнтарса лартни килĕшÿсĕр.

– Усă курман çĕрсем çĕршывăн тĕп регионĕнче нумай. Унта çул хĕррипе сиенлĕ пултăран ÿсет. Мускав облаçĕнчи ĕçтешĕмĕрсем пултăрана герба кĕçех вырнаçтарĕç тесе шÿтлеççĕ.

– Эпĕ çын пахчине чул пересшĕн мар. Татса памалли ыйтăвĕ хамăрăн та пур. Çул-йĕр организацийĕсене çул хĕррисене тытса тăма бюджетран укçа уйăратпăр. Вăл сиенлĕ пултăрана пĕтерме те каять. Ашкăрса кайсан ăна çулнипе çеç çĕнтереймĕн – химикат кирлĕ. Бюджетран укçа уйăрнин виçине тишкернĕ тăрăх, сиенлĕ çав культурăна эпир пĕр пилĕк çулта çĕнмелле.

– Республикăна инвесторсем хывакан укçа-тенкĕ виçи сире тивĕçтерет-и?

– Пирĕн патра çулсерен вун-вун инвестпроект пурнăçа кĕрет. Чăваш Енĕн стратегиллĕ аталанăвĕ çинчен калакан программăра та инвестици портфельне пăхса хăварнă. Анчах та палăртасси – пĕрре, пурнăçа кĕртесси – тепре. Хăшĕсем тĕрлĕ проект пирки ĕмĕтленеççĕ, анчах пурнăçлама укçа-тенкĕ е хал çитсе пыраймасть.

Паянхи кун пирĕн республикăра 150 ытла инвестици проекчĕ пурнăçланать. 2017 çултан ку çула 320 миллиард тенкĕ ытлалăх куçрĕ. Ют çĕршывран килекен продукци вырăнне хамăр патра кăларассипе кăна пирĕн 45 миллиард тенкĕлĕх 70 проект пурнăçланать.

Пирĕн продукци республика тата çĕршыв тулашне каять. Çак енĕпе электротехника кластерĕн предприятийĕсем, «АККОНД» кондитер фабрики, хими промышленноçĕ питĕ лайăх ĕçлеççĕ.

Пирĕн тĕллев – апат-çимĕçпе экспорта тухасси. Кăçал пирĕн хуçалăхсем çу йышши культурăсене унчченхинчен самай ытларах акса хăварчĕç. Ку культура тупăш кÿрет пулсан вĕсене пирĕн тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Экспорта каякан продукци кăларакансене эпир те пулăшма тăрăшатпăр.

Инвестпортфель виçипе кăмăллă та, кăмăлсăр та. Инновациллĕ проектсем пурнăçланакан çĕрте ĕç укçи республикăри вăтам шалуран 1,5-2 хут пысăкрах. Тивĕçлĕ пĕлÿ тата паха опыт пур специалистсене 30 пин тенкĕрен кая мар тÿлеççĕ, 50-70 пин тенкĕ ĕçлесе илекенсем те пур. Пирĕн тĕллев – республикăпа вăтамран çав шая тухасси. Анчах пĕр кунра мар. Ун валли темиçе çул кирлĕ. Коммерци организацийĕсене аталанма май паратпăр, хăйсен ĕçне йĕркелеме вĕрентессине шкул тенкелĕнченех пуçлатпăр: ятарлă уроксем ирттеретпĕр, «çавра сĕтелсем»…

– Халăха кайăк-кĕшĕк грипĕ хытах сисчĕвлентерчĕ. Йÿнĕ продукци туянма хăтланса паха марри лекме пултарнине çынсене епле ăнлантармалла?

– Чирлĕ чăх-чĕпе темиçе усламçă Чулхула облаçĕнче туяннă. Чăх-чĕпсĕр юлнисене халĕ республика бюджетĕнчен саплаштаратпăр. Халăха пирĕн пулăшмаллах, ахальлĕн çынсем чирлĕ кайăк-кĕшĕке пытарма пуçлĕç. Тăкаксене саплаштарма икĕ миллион тенке яхăн кирлĕ пулчĕ. Чи пахи – чире сарăлма май паманни. Лару-тăрăва ветеринарсемпе пĕрле сăнаса тăратпăр.

Кайăк-кĕшĕк фабрикисем паян хупă режимпа ĕçлеççĕ. Çав шутра «Чăваш бройлерĕ» те. Унта 300 пин чăх-чĕп пур. Унăн çĕнĕ хуçи фабрикăна ĕçлеттерсе ячĕ. Кайăк-кĕшĕк продукцине туса илекенсемшĕн паян ырă вăхăт – бройлер какайĕ кăçалхи çу-çĕртме уйăхĕсенчинчен 30 процент хаклăрах. Тавар туянакана ку савăнтарманнине ăнланма пулать-ха, анчах сутакансемшĕн аван.

– Темиçе çул каялла Шупашкарта суту-илÿ лавккисем пĕрин хыççăн тепри уçăлатчĕç. Халĕ суту-илÿ центрĕсенче «Лаптăксене арендăна паратпăр» йышши пĕлтерÿсем асăрхама пулать. Усламçăсем суту-илĕве пăрахса производство уçаççĕ тенипе эсир килĕшетĕр-и?

– Пĕр-пĕр ĕç пуçарас текенсене эпир хапăл тăватпăр, вĕсем валли услови йĕркелетпĕр. Туса илесси – пĕрре, сутасси – тепре. Çавăнпа кунта хупă цикл пулсан лайăх: продукцие туса кăларакан ăна хăех сутни тупăш ытларах кÿрет.

– Шупашкарта нумай хваттерлĕ пĕр çуртпа юнашарах тепри хĕсĕнсе хăпарса ларакан вырăнсем пур. Çавăн пек застройщиксемпе мĕн тумалла?

– Хăш-пĕр строительство организацийĕ хатĕр коммуникацисем пур вырăнта çурт-йĕр хăпартма ăнтăлать. Ун пек тăкак пĕчĕк-çке. Хăйсем вара хваттер сутнă чух йÿнĕрех ыйтмаççĕ. Çине-çине çурт хăпартнине нихăçан та ырламан, ырламастăп та.

Çурт-йĕр тăвакансем валли çĕр çителĕклех. Шупашкарта ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕре 2 пин гектар панă. Парксемпе кану вырăнĕсем хăвармасăр çурт-йĕр лартакан çыннăн хăй пурăнакан хулана, унти çынсене хисеплемелле. Пулас ăру умĕнчи яваплăха туйса тăмалла, таса чунлă пулмалла.

– Ачасене шкулта чăваш чĕлхи вĕрентесси пирки мĕн шухăшлатăр?

– Чăваш чĕлхи пулнă, пур, пулать те. Вĕренÿ çинчен калакан федераци саккунне улшăнусем кĕртнĕ хыççăн ашшĕ-амăшне тăван чĕлхене хăйсем тĕллĕн суйлама ирĕк пачĕç. Наци чĕлхисене вĕрентекенсене хавхалантарас тесе эпир вĕсене 150-шар пин тенкĕ преми пама та йышăннă. Кунта сăмах наци чĕлхипе олимпиадăсенче малти вырăнсене тухнă ачасемшĕн вĕсен вĕрентекенĕсене укçа уйăрни пирки пырать.

Юлашки çулсенче чăваш чĕлхи Шупашкарта анлă сарăлнине палăртма кăмăллă. Студент вăхăтне, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсене, аса илетĕп те, ун чух хулари троллейбус-автобусра чăвашла калаçма вăтаннă, чăвашла калаçакана пĕтĕм троллейбусри халăх çаврăнса пăхатчĕ. Вĕренÿ çинчен калакан федераци стандартне вара пирĕн пăхăнмаллах, унта наци чĕлхисене хĕсĕрлени çук.

– Михаил Васильевич, кăçал Çĕрпÿ кĕперне туса пĕтерĕç-и?

– Туса пĕтерĕç. Халĕ унта урăх организаци ĕçлет, укçа-тенкĕ енчен те, техника тĕлĕшпе те йывăрлăх çук.

– Халăха калаçтаракан тепĕр ыйту – пенси саккунне улшăнусем кĕртесси…

– Çĕршыв Президенчĕ Владимир Владимирович Путин та ку ыйтăва анлă та тĕплĕн сÿтсе явнă тата халăх шухăшне тĕпе хунă хыççăн татса памалла тесе çирĕп калать. Саккуна улшăну кĕртме пурнăç хистет. Паян вăй питтисен шучĕ пенсионерсен йышĕпе шайлашса тăмасть. Ĕçлекен 6 çын пуçне тивĕçлĕ канури 5 çын тивет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче демографи лару-тăрăвĕ япăх пулнăран вăй питтисен хисепĕ паян сахал. Вăрçă вăхăтĕнчи тата хыççăнхи нушана тÿснĕ ветерансене /атте-аннесене, асатте-асаннесене/ тивĕçлĕ пенси тÿлесси пирки те пирĕн, вăй питтисен, шухăшламаллах.

Чăваш Ен пенси тÿлеме федераци бюджетĕнчен яланах дотаци илнĕ. РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, пенси тÿлеме çулталăкне пирĕн республикăна 62 млрд тенке яхăн кирлĕ. 2018 çулта пенсин страховани пайне 57 млрд тенкĕ ямалла.

Республикăри предприяти-организацирен, налукçăсем шутланă тăрăх, страховани взносĕ 20 млрд тенкĕ куçĕ. Тепĕр майлă каласан, тепĕр 37 млрд тенкине федераци бюджетĕнчен трансферт евĕр куçарса параççĕ.

– Хальхи вăхăтра ялсенче çĕнĕ клубсем çĕкленеççĕ. Çав вăхăтрах халăха культурăпа çывăхлатма тивĕçлĕ кадрсем çитмеççĕ.

– Ялсенчи клубсенче ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем çеç ĕçлени нихăçан та пулман. Çав вăхăтрах эпир культура институтне, ăна хупмалла текенсем пуррине пăхмасăрах, упраса хăвартăмăр. Культура отраслĕнче ĕçлеме ятарлă пĕлÿ паракан ытти учреждени те пур. Унта тăрăшакансен шалăвĕ маларах 6-7 пин тенкĕпе танлашнă пулсан, халĕ палăрмаллах ÿснĕ.

– Чăваш Ен туристсене илĕртмелли региона çаврăнтăр тесен мĕн тумалла?

– Совет самани вăхăтĕнче те шалти туризм пирки калаçнă-ха. Анчах ун чух ытла та ансат пулнă. Ялти туризма аталантарма газ та, çулсем те пулман. Паян – урăх самана. Туристсене илĕртме пултарнине вĕсен хăлхине кĕмелĕх сармалла.

Чăваш Ен паха хăмла туса илме пĕлет. Германире, ав, сăра фестивалĕ мĕн тери çÿллĕ шайра иртет. Унта таçти çĕршывран та пухăнаççĕ. Чăваш сăрине мĕншĕн çапла сарас мар? Ăна тутлă вĕретме мĕн авалтан пĕлнĕ.

Туризм аталанăвне усламçăсем укçа хывни кирлĕ. Укçа хывнисĕр пуçне туристсем Чăваш Ене килччĕр тесе тăрăшни. Кунта вара пурте пĕлтерĕшлĕ: хăнасене мĕнле кĕтсе илсе мĕнле пăхни те, хаксем те.

– Тутарстан ертÿçине Рустам Минниханова Сабантуйра эсир юлташ тенĕччĕ. Чăннипех çапла-и?

– Çапла. Темиçе çул каялла федерацин Атăлçи регионĕсен пуçлăхĕсене ылмаштарнă хыççăн вĕсен пуçлăхĕсемпе эпир килĕштерсе ĕçлеме калаçса татăлнăччĕ. Чăваш Ен ертÿçине лартсан чи малтан эпĕ Тутарстана кайнăччĕ. Тутарстанра чăвашсем йышлă пурăнаççĕ, Чăваш Енре – тутарсем. Ку ятарласа тунă пулăм мар. Хăй еккипе пулса пырать. Тутарстана хисеплетĕп, Тутарстан та Чăваш Ене хисеплет.

– Сирĕн Инстаграмра хăвăр страница. Мĕн парать вăл сире?

– Инстаграмра эпĕ вĕçĕм пулаймастăп. Анчах пĕр-пĕр çивĕч темăпа ăнлантарса памалли тупăнсан асăннă ушкăн урлă хаваспах хыпарлатăп.

– Эсир час-часах велосипедпа çÿретĕр. Машина рулĕ умне ларатăр-и?

– Вырсарникун çеç.

– Михаил Васильевич, ялан халăхпа, халăх çинче пулнине кура темле хаклакан-калаçакан та пулма пултарать. Сире хурланине, тепĕр чухне вараласа сăмах сарнине çемйĕр епле йышăнать? Ĕç графикĕ туллине кура çемйĕр валли вăхăт тупăнать-и? Калăпăр, пулăшма…

– Çемье те, çывăх çыннăмсем те пустуй калаçакансен сăмахне ăша хывман та, хывмĕç те. Пур сăмаха та çывăха илмелле мар.

Çемье валли вăхăт чăнах та питĕ сахал. Вырсарникунсерен эпĕ килтисем валли мĕн те пулин тутлине пĕçерме тăрăшатăп. Юратсах çиеççĕ. Тем тĕрлĕ апат та хатĕрлетĕп. Йăлтах – хамăр хушма хуçалăхра туса илнĕ апат-çимĕçрен. Хамăр пахчара тахçанах хăяр, помидор пулса çитнĕ. Эпĕ курăк çулма кăмăллатăп. Ку енĕпе ывăлăм та пулăшать. Ялта атте-аннерен юлнă çурт пур – ăна тытса тăмалла. Пăхса тăман çурт хăвăрт юхăнать. Чалăшнă юпана çийĕнчех ылмаштарма вĕрентнĕ атте-анне. Вĕсен сăмахне асра тытатăп.

– Хăçан тата ăçта канма ĕмĕтленетĕр?

– Хуçалăх ертÿçинче ĕçленĕ вăхăтран пуçласах эпĕ çулла канса курман. Халĕ те çаплах. Канма хамăр çĕршывра кăмăллатăп. Кану вăхăтне хамшăн çеç илмелле мар-çке. Çемьепе пулма, пĕрле канма. Ирпе ирех ĕçе тухса кайса каçхине кая юлса килсе ывăннă хыççăн вăй пухма кану кирлĕ.

– Республика ертÿçинче эсир чылай çул ĕçлетĕр. Яваплă çак должноçри тĕп тĕллеве мĕнре куратăр?

– Халăхăн пурнăç ырлăхĕшĕн ĕçлемелле. Пирĕн унтан ытла тĕллев çук.

«Хыпар» хаçатран.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code