Вторник, Июнь 2, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Шăмалаксем ял уявĕнче савăнчĕç

Шăмалаксем ял уявĕнче савăнчĕç

Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашни çынах хăйĕн пĕчĕк Тăван çĕршывне асран ямасть. Çĕр-аннемĕрĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕскерсем тăван тăрăхшăн, тус-хурăнташшăн тунсăхлаççĕ, çулталăкра пĕрре те пулин хăйсем çуралса ÿссе çунат сарнă тăван яла килме васкаççĕ. Ентешсене пĕр чăмăра пухаканни, пĕрлештерекенни, çулсем иртнĕ май ĕçпе мухтава тухнă ял çыннисемпе паллаштараканни, пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçма пулăшаканни, çамрăксене мăн аслашшĕ-асламăшĕн ят-шывне манма паманни вара – ял праçникĕ. Шăпах çак тĕллеве мала хурса Шăмалаксем пĕрремĕш хут ял уявне йĕркеленĕ.

Ирхине тăхăр сехет тĕлне яла пырса кĕнĕ çĕре халăх йышлă пухăнчĕ. Шăпах кунта савăнăçлă пĕрремĕш самант – Укăлча юпине уçрĕç. Ял пуçламăшĕнчи капмар палăка уçма 38 çул ачасене вĕрентнĕ Елена Николаевнăпа чылай çул «Слава» хуçалăхра тĕп экономистра тăрăшнă Анатолий Михайлович Черновсем тивĕçрĕç. Малашне яшсем салтака кайнă чухне çак палăк умĕнче пуçтарăнĕç, ялти сумлă ĕç ветеранĕсем çамрăксене пил парса Тăван çĕршыва хÿтĕлеме ăсатĕç.

Унтан ял çыннисемпе хăнасем шкул умĕнчи «Манăн юратнă Шăмалак – Шемалаково – любовь моя» паллăна уçрĕç. Кун пек паллăсем халĕ кашни пысăк хуларах пур. Юлашки вăхăтра ăна ялсенче те ăсталама пуçларĕç. Çапах та чăвашла çырнине тĕл пулма тивменччĕ-ха.

Шкултан инçех мар вырнаçнă лавккасем патĕнче чарăнма та пысăк сăлтав тупăнчĕ. Кунта сăн ÿкерчĕксенчен хатĕрленĕ «Ĕлĕкхине манакан – пуласлăхсăр», «Ял пулсан халăхĕ те пулать» икĕ енлĕ стенд вырнаçтарнă. Кивĕ сăн ÿкерчĕксем çамрăксемпе ача-пăчана тăван ялĕн иртнĕ вăхăчĕпе паллаштараççĕ. Йĕркелÿçĕсем пĕлтернĕ тăрăх, стенд малалла тăсăлать.

Шăмалак ялĕнче ĕçре харсăр та пултаруллă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ, тăван колхоз ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ, 40 çул ытла районта кăна мар, республикăра чапа тухнă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ «Слава» колхоза, каярахпа «Свобода» хуçалăха ертсе пынă, Чăваш АССР тата РСФСР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятсене çĕнсе илнĕ, Ленин, Октябрьти Революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене, чылай медале тивĕçнĕ, районăн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Кĕнекине кĕнĕ Иван Яковлевич Денисов. Вăл пурăннă çурт çине Асăнупа Хисеп хăми вырнаçтарнă май хастар çĕр ĕçченне ăшшăн аса илсе калаçакансем йышлăн пулчĕç. Иван Яковлевичпа пĕрле ĕçленĕ А.Какшанов, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн хастар членĕ, çак ырă ĕçшĕн хавхаланнă Р.Харисов, «Свобода» хуçалăх ертÿçи пулнă С.Кошкин, «Яманчурино» ООО ертÿçи В.Рахмуллин, А.Тимофеев ветеран-журналист паллă председателĕн ĕçĕ-хĕлне аса илчĕç, И.Денисовăн Людмила хĕрĕ те ашшĕ 75 çула çитиччен халăхшăн тăрăшнине, халăх та ăна ăнланса хастарлăхпа палăрнине палăртрĕ, çак пархатарлă ĕçе пурнăçлакансене ашшĕне манманшăн тав турĕ.

Мăн асаттесен ырă йăла-йĕркине паянхи çамрăксене тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе, Питрав иртсен вăййа тухмаççĕ пулсан та, ялти «Мерчен» фольклор ушкăнĕпе хăнасем вăйă картине тăчĕç. Чи малтанах авалхи йăлапа килĕшÿллĕн вут кăларса икĕ кăвайт чĕртрĕç, вут хапхи урлă «тасалса» тухнă ушкăнсем Туйра вăрманĕ еннелле юрласа утрĕç.

Шăмалаксем хăйсен несĕлĕсене те манмаççĕ. XVII ĕмĕрĕн çурринче куçса килнĕ йăхташĕсен уявĕнчен Куславкка районĕнчи Шăмалăх ялĕнче пурăнакан, унтан тухнă сумлă çынсем те – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Куславккасем» ентешлĕхĕн пуçлăхĕ, «Дентамед» шăл клиникин тĕп тухтăрĕ Юрий Зорин, Энтри Пасар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Пайков, Виталий Иванов таврапĕлÿçĕ те пăрăнса юлман.

Ваттисен пехилне илнĕ хыççăн уяв лапамĕн ялавĕсене çĕклерĕç. Раççей Федерацийĕн ялавне çĕклеме Раççей Федерацийĕн хисеплĕ машиностроителĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ машиностроителĕ, «Промтрактор» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ пулнă Виталий Филиппов, Раççей Федерацийĕн хисеплĕ нефтяникĕ Александр Диаров, Чăваш Республикин ялавне çĕклеме ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Елизавета Казначеевăпа Зинаида Лисова, Шăмалак ялĕн ялавне çĕклеме ялти чи сумлă ватăсем – Федор Черновпа Зоя Яковлева тата нумай ачаллă Львовсен çемйи тивĕçлĕ пулчĕç. Маларах Шăмалаксен ялавĕпе гербĕ те пулман, уява хатĕрленсе халĕ ял çийĕн хăйсен ялавĕ вĕлкĕшет.

Уявра ялти пултаруллă та харсăр çынсене кашнине ятран аса илсе чыслани савăнтарчĕ. Хăйсен ячĕсене аса илсен доярка-и вăл е культработник, рабочи-и вăл е ытти професси çынни – чун-чĕри хăпартăвне калаймасăр чăтаймарĕç, ватăсем куççулĕсене те тытса чараймарĕç.

Пухăннисене район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин уяв ячĕпе саламланă май ялти паллă çынсене «Шăмалак ялĕн хисеплĕ çынни» хăю çакса ячĕç. Ырă ятлисен йышĕнче – Лаш Таяпа тăрăхĕнчи сывă пурăнакан пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ Лидия Сидорова, 45 çула яхăн библиотекăра ĕçленĕ, Чăваш АССР, РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Федор Чернов, Виталий Филиппов /ун çинчен маларах аса илтĕм/, «Кĕрĕк» фабрикăна никĕслекенĕ, Чăваш Енри чи пĕрремĕш предприниматель Михаил Тарасов.

Уявра саламлакансем йышлăн пулчĕç. Пĕр ял уявĕ кăна мар, пĕтĕм таврари ялсен уявĕ пулчĕ ку тесен те йăнăш мар. Фольклор ушкăнĕсем кÿршĕ ялсенчен те йышлăн пуçтарăннă. Эстрада юрăçисен пултарулăхĕ те куракансене çепĕççĕн тыткăнларĕ. Зоя Кулакова, Людмила Чернова тăван ял çинчен çырнă сăввисем те чун-чĕрене ăшăтрĕç.

Праçникре ытларах юрă-ташă кăмăла çĕклет, çавăн пекех ялти пăхаттирсен спорт вăййисенчи ăсталăхĕ те кăсăклантарать. Калăпăр, лашасен чупăвне ирттерес тесе Шăмалаксем ятарласа ипподром ăсталанă. Район центрĕнчен инçетре пурăннăран ялти кашни çын Елчĕкри Акатуя кайса кураймасть, çавăнпах ватти-вĕтти лашасен чупăвĕпе кăсăкланчĕ. Кунтах футбол вăййине юратакансем йышлăн пулнине палăртмасăр иртес килмест. Авланманнисемпе авланнисем икшер команда тăратнă. Халăх вăййисем те хăйне евĕрлĕхĕпе палăрчĕç. Вĕсене йышлăн хутшăнчĕç. Спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем хаклă парнесене тивĕçрĕç.

Çÿллĕ кармашнă хырсен айĕнче çичĕ кас çыннисем вăрăм сĕтелсем хатĕрленĕ. Кашни урамăн кĕреки тулли, сăри кăпăклă та техĕмлĕ, кукăлĕсем тутлă, хуранти вĕри апат шăрши сăмсана кăтăклать. Шăкăл-шăкăл калаçса ларакансем тахçантанпах курман тус-тăванĕсене кĕрекене йыхравланă. Ача-пăча тĕрлĕ батутсемпе аттракционра выляса савăнчĕ.

Ял уявне йĕркелесе пуçарса яракансем ырă сăмаха тивĕçлине кашни ватă пуç тайса тав тунине пĕрре мар илтме, курма тÿр килчĕ. Владислав Николаев, Федор Чернов /ĕçтешсем теветкеллĕ пулнăшăн хĕпĕртетĕп/, Александр Бармаков, Александр Усанов, Валерий Чернов, Венера Усанова, Александр Чернов, Николай Романов тăван ялшăн тăрăшни, унти маттурсене хавхалантарса, сума суса чыс туни питĕ курăмлă та пархатарлă.

– Кăçал мĕн тунипе лăпланса ларасшăн мар. 2020 çулта эпир Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине паллă тăватпăр. Çав уяв кунĕ тĕлне клуб умĕнчи палăка çĕнетмеллех пирĕн – ялти кашни паттăрăн ятне ылтăн сас паллисемпе çырса, сăн ÿкерчĕксемпе вырнаçтарса лартмалла. Ку, пирĕн, çамрăксен, тĕп тивĕçĕ, – тет уяв пуçаруçисенчен пĕри, республикăри паллă журналист, «Республика» хаçатăн корреспонденчĕ Владислав Николаев.

Пенсие тухсан тăван яла пурăнма куçса килнĕ Николай Печков, паян вăл ялти староста, яла тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшнă ентешĕсене Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Туйра вăрманĕ хĕрринче салют ялкăшса çÿлелле кармашрĕ пулин те халăх килнелле васкамарĕ: илемлĕ юрă-кĕвĕ вăрман çийĕн инçете саланчĕ те саланчĕ…

В.КИРИЛЛОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code