Ĕççинче тыр-пул çитĕнтерсе ăна пуçтарса кĕртекенсем кăна мар, культработниксем те хăйсен тÿпине хываççĕ.
Культура çурчĕсен çумĕнчи агитбригадăсем çĕр ĕçченĕ патĕнче пулса вĕсене янăравлă юрă-кĕвĕпе, районта вырма мĕнле пынипе, çĕнĕ хаçат-журналпа паллаштарасси, тухăçлă та пархатарлă тăрăшакансене хавхалантарса ăнăçу сунасси тахçанах кĕнĕ ырă йăла. Халĕ те ăна манăçа кăлармастпăр. Çак кунсенче Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче тăрăшакансенчен йĕркеленĕ «Пучах», Лаш Таяпари «Родник», Çирĕклĕ Шăхалĕнчи «Шуçăм» агитбригадăсем «Прогресс» АХОн Тÿскелĕнчи, «Яманчурино» ОООри, «Труд» ЯХПКри, «Эмметево», «АСК-Яльчики» ОООсенчи йĕтемсем çинче, комбайнерсем патĕнче пултăмăр, хамăр пултарулăхпа тыткăнларăмăр.
Çăкăрпа кăна тутă пулаймăн тени тĕрĕсех. Илемлĕ юрă ĕçлес хастарлăха тата ÿстерет.
В.ПАНКРАТОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: «Шуçăмсем».