Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тупăша ÿстерес тĕллевпе

Тупăша ÿстерес тĕллевпе

Пенси ÿсĕмне пысăклатни пенсионерсен тупăшне витĕм кÿрет-и? Ахаль çыннăн пенсийĕ мĕн чухлĕ хушăнать?

А.НИКОЛАЕВА.

Пенси тытăмне кĕртме палăртнă çĕнĕлĕх чухăнлăх шайне чакарма, пенсисен виçине хăпартма май парĕ. Çакă тивĕçлĕ канăва тухнисене кăна мар, малашнехи çулсенче пенсие каякансене те пырса тивет.

Пенси ÿсĕмне пысăклатнипе Пенси фондне пырса кĕрекен пĕтĕм нухрат ватлăх укçине ÿстермешкĕн хывăнать.

РФ Ĕçлев министерствин тата РФ Пенси фончĕн шутлавĕсем тăрăх, 2018 çулта вăтам пенси 14414 тенкĕпе танлашмалла. Иртнĕ çулсенче индексациленĕ хыççăнхи ÿсĕм 400-500 тенкĕрен иртмен. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче пенси тытăмне кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем вăй илсен февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнче Правительство граждансен пенсине кăçалхи инфляци виçине тĕпе хурса индексацилеме шантарать. Апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнче тата тепĕр индексаци ирттереççĕ – пенсионерсен йышне чакарнипе илнĕ хушма укçа шучĕпе патшалăх тÿлевне пысăклатса параççĕ. Вăй питти ÿсĕме пысăклатсан 2019 çулта 60-ти арçынсемпе 55-ри хĕрарăмсем пенсие тухмаççĕ, вĕсем малалла ĕçлеççĕ.

Пенсин вăтам хушăмĕ уйăхра 1000 тенкĕне яхăн пулмалла. Тĕрĕс суммăна проекта федерацин çитес çулхи бюджетне кĕртсен РФ Ĕçлев министерстви уйрăммăн пĕлтерĕ: ун чухне ĕç тÿлевĕн фончĕн малтанлăха палăртнă пĕлтерĕшлĕ ÿсĕмĕ, çавăн пекех Пенси фончĕн бюджечĕн проекчĕсем уçăмланĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, пĕр пенсионерăн çулталăкри тупăшĕ 12 пин тенкĕлĕх пуянланмалла.

Сăмах май, пенси ÿсĕмне хăпартасси çинчен саккун проекчĕ хатĕрленипе пĕрлех Правительство Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев организацийĕн ?МОТ/ 102-мĕш Конвенцине ратификацилеме йышăннă. Асăннă документра социаллă тивĕçтерĕвĕн чи пĕчĕк шайĕпе çыхăннă ыйтусене тĕпе хунă, ăна алă пусакан çĕршыв ĕçлĕ хутра палăртнă нормăсене пурнăçламашкăн шантарать. Çакă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине, больничнăй лист тăрăх тÿлессине, инкек-синкекрен страхлассине пырса тивет. Пенсие илес тĕк, вĕсен виçи ĕç укçин 40 процентĕнчен сахалрах, тивĕçлĕ канăва тухас ÿсĕм 65 çултан ытларах пулмалла мар тенĕ конвенцире. Çак вăхăта пысăклатма шухăшласан йышăнăва тивĕçлĕ тĕпчевсем ирттерсе сăлтавлама тивет.

З.ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code