Пятница, Ноябрь 16, 2018
Главная > Образование > Шкулсем капăр, хăтлă

Шкулсем капăр, хăтлă

Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов ертсе пыракан комисси членĕсем чи малтанах Елчĕкри вăтам шкулти пуçламăш классенче вĕренекенсен пĕлÿ çурчĕпе паллашрĕç. Кунтах ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕпе психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу центрĕ вырнаçнă. Пуçламăш классенче кăçал 256 ача пĕлÿ илĕ, вĕсенчен 62-шĕ пуçласа шкула ярса пусакансем. Пĕрремĕшсене пуян опытлă, вун-вун ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă пултаруллă педагогсем – Вера Молоствова, Алина Данилова, Галина Григорьева кĕтсе илме тахçанах хатĕр. Класĕсем пĕринчен тепри илемлĕ, çутă та таса. Доскасем çине «Салам, шкул» плакатсем те çакса хунă. Ытти учительсем те классене çĕнĕ стендсемпе пуянлатнă, сăрласа çĕнĕ тĕс кĕртнĕ.

Пушă вăхăта усăллă ирттерме, психологипе медицина е социаллă пулăшу илме çумра пултарулăх çурчĕпе центр пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасем уроксем хыççăн ал ĕçĕпе аппаланаççĕ, ăс-тăна шашкă-шахматла е ытти вăйăсем выляса çивĕчлетеççĕ.

Сентябрь уйăхĕн малтанхи кунĕсенчех шкулпа чиркÿ хушшинче ача-пăча площадки уçма палăртнă. Район çыннисем «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» республикăри ыр кăмăллăх марафонне куçарнă укçа-тенкĕпе /258 пин/ тăвакан выляв площадки вĕренекенсемшĕн пысăк парне пулĕ.

А.В.Игнатьев ячĕллĕ физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен «Улăп» комплексра çу кунĕсенче çын татăлмасть. Кăçал кунта бассейнра шыва кĕме кăна 14477 çын пынă, тренажер залĕсене çÿрекенсем те йышлă. Пур çĕрте те тирпейлĕхпе тасалăх хуçаланать.

Спорт çуртĕнчи паллă спортсменсене, çамрăклах ку тĕнчерен уйрăлса кайнă спорт тусĕсене халалланă стендсемпе паллашма кăмăллă. Кунта çу кунĕсенче çын сахалтарах пулни сисĕнет.

Маларахри çулсенче районти кашни шкул хăйсен территорине илемлĕрех те хăтлăрах тăвассишĕн питĕ хытă тимлетчĕ. Пĕр вăхăт шкул лаптăкне таса та илемлĕ тытакансене район шайĕнче те хавхалантаратчĕç. Çав ырă ĕç кулленхи пурнăçа кĕнĕрен-и е ытти урăх сăлтава пула, кăçал эпир пулнă шкулсенче чечексем куçсене илĕртнине асăрхаймарăмăр. Çĕнĕ Пăвасемпе Курнавăшсем, Çирĕклĕ Шăхальсем ырă йăлана малалла тăсаççĕ-ха, çапах…

Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула пырса кĕрсессĕнех кунта хĕрÿ ĕç пыни паллă. Спорт залне çĕнетсе хальхи пурнăç ыйтнă шая çитерме патшалăх 1 миллион та 74 пин тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра Хусанти «Строй-Эникс» ООО рабочийĕсем маччана сăрлаççĕ, тĕрлĕ ытти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Павел Архипов физкультурник ачасене спорта юратма вĕрентес тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлама хатĕррине пытармасть.

Кăçал 96 ача партăсем хушшине ларĕ кунта. Пĕрремĕш класа килекенсем – улттăн. Педагогсем хăйсене çирĕплетсе панă классене хăтлă та илемлĕ тăвассишĕн нумай тăрăшнă. Спортзал патĕнчи коридора линолеум сарнă, акт залĕнчи урайне улăштарнă, коридорти, столовăйĕнчи чÿрече каррисене çĕнетнĕ, стенасене сăрланă, классенчи, коридорти стендсене çĕнетнĕ, кивĕ алăксене улăштарнă… Шкулта темле ăшăлăх хуçаланма пуçлани сисĕнет.

Шкул çумĕнчи «Илемпи» ача садне 50 ача çÿрет, çулла – 28. Кунта та ушкăнти, музыка залĕнчи стенасене, урайсене сăрланă.

Курнавăш шкулĕн пысăк алăкĕ умне çитсенех вĕренÿ тĕнчине йыхравлакан юрăсем шăранаççĕ. Тăван шкулта чылай çул ачасене вĕрентнĕ Герасим Прохоров ветеран ăсталанă датчик çапла ăшшăн кĕтсе илет пурне те. Алăк патĕнчи тротуара асфальт сарса хытарнă. Пур классене тенĕ пекех çĕнĕ тĕс кĕртнĕ, классенчи çутă ламписене улăштарнă. Кăçал Курнавăшсем ытларах иккĕмĕш хутри классене, коридора çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Коридорта çакăнса тăракан Алексей Смирновăн картинисем тăван тавралăх илемне анлăн çутатаççĕ. Г.Круглова вĕрентекен пуçласа парта хушшине ларакан 7 ачана кĕтсе класа илемлетме хăйĕн чун ăшшине шеллемен. Шкула килекен 98 ачана тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани пама учительсем, ачасене валли учебниксемпе вĕренÿ пособийĕсем çителĕклĕ.

Çĕнĕ Пăвари Диана Турхан, Курнавăшри Татьяна Николаева директор пуканне йышăнни çулталăк та çитмен, çапах коллективпа пĕр чĕлхе тупни тÿрех сисĕнчĕ.

– Юсав ĕçĕсене пĕччен пурнăçлаймастăн. Педагогсем алă усса лармаççĕ. Çавăн пекех ялсенчи çамрăксем, ырă кăмăллă спонсорсем пулăшу аллине тăсаççĕ, – теççĕ иккĕшĕ те вырăнти хуçалăхсен ертÿçисене тав тунă май. Ырă сăмаха тивĕçлисен йышĕнче Н.Гладков, Ю.Цветков, А.Ласточкин, А.Турхан, Ю.Викентьев, Ю.Титов, Курнавăш чиркĕвĕн настоятелĕ Анатолий атте тата ыттисем.

Хăвăлçырма шкулĕ кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен Çирĕклĕ Шăхальти вĕренÿ учрежденийĕн филиалĕ пулĕ. Кивĕ йывăç çурт пулсассăн та шалта илемлĕ те таса. 41 ача вĕренет унта. Пĕрремĕш класа 3 ача килмелле.

Çирĕклĕ Шăхальте те хĕрÿ ĕç шавĕ лăпланман. Кунта та спорт тата кĕрешÿ залĕсене тĕпрен юсаççĕ. «Бестстрой» ООО ĕçченĕсем çак кунсенче ăна вĕçлеме шантараççĕ.

Классенче светильниксене улăштарнă, урайсене сăрланă. 78 вĕренекен, вăл шутран пĕрремĕшсем – тăваттăн, çутă классенче тарăн пĕлÿ илччĕр тесе учительсем тăрăшса вăй хуни куç кĕрет.

Тĕмерсем кăçал шкул тăррине витнĕ, классенчи, акт залĕн урайĕсене сăрланă. Спорт залĕ вара чăннипех те пуян. Ял çамрăкĕсем шкула спорт инвентарĕсем парнелени чăннипех ырă пулăм. Шкул ачисем кăна мар, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакан ял çыннисем те спортзала килсе ÿт-пĕвне пиçĕхтерме пултараççĕ.

Çутă та капмар шкулсем, пысăк тавра курăмлă та харсăр вĕрентекенсем ачасене чăтăмсăррăн кĕтни каламасăрах курăнать. Паллах, хăш-пĕр вĕренÿ учрежденийĕсене патшалăхăн пушар асăрхавĕн, Елчĕкри газ участокĕн, полици пайĕн ĕçченĕсенчен пысăках мар асăрхаттарусем пулчĕç, вĕсене йĕркене кĕртме вара нумай вăхăт кирлĕ мар…

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code