«Ачасемпе çамрăксен А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» спорт шкулĕ» хушма пĕлÿ паракан муниципаллă автономи учрежденийĕ районта пурăнакансене спорта явăçтарас тĕлĕшпе сахал мар ĕç тăвать. Юлашки çулсенче халĕччен пирĕн районта анлă сарăлман спорт енĕсем те вăй илсе пыраççĕ. Калăпăр, Елчĕксем футбол, хоккей, кире пуканĕ, штанга йăтассипе унчченех республикăра палăрнă, малалла баскетболла выляссипе, шывра вăхăтпа ишессипе, алă вăйĕ виçессипе, йĕлтĕрпе чупассипе пысăк ÿсĕмсем тума палăртатпăр.
Шкул ачисем кăна мар, çамрăксемпе ваттисем те стадионсем енне туртăнни уйрăмах савăнтарать. Акă, кашни ялтах ял уявĕсем ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Уяв, паллах, спорт ăмăртăвĕсемсĕр иртмест. Кунта вара вун-вун ял çынни тĕрлĕ ăмăртура хăйĕн вăй-халне тĕрĕслет. Çамрăксемпе пĕрлех вăй питти арçынсемпе хĕрарăмсем те тупăшусенче вăй виçеççĕ. Апла пулсан спортран аякра тăмасть ялта пурăнакан.
Спорт кашни çын пурнăçне пысăк витĕм кÿрет. Вăл çынна йĕркене кĕртет, унăн çĕнтерес кăмăлне çирĕплетет, ушкăн хăватне туйма вĕрентет, вăйлă тăвать, ырă кăмăл-туйăм тата вăй-хал кÿрет.
Спорт шкулĕнчи кире пуканĕ йăтма, мини-футболла, баскетболла, волейболла выляма, ирĕклĕ майпа кĕрешме, шывра ишме вĕрентекен, çак енĕпе пысăк утăмсем тума пулăшакан секцисене О.Федоров, Г.Адюков, С.Александров, А.Портновпа Е.Портнова квалификациллĕ тренерсем, А.Купташкинпа А.Васильев инструкторсем ертсе пыраççĕ. Вĕсем хăйсен ăсталăхне, пĕлĕвне çулсерен тĕрлĕ курссенче ÿстерсех пыраççĕ, спортра харпăр хăй тĕслĕхĕпе палăраççĕ. Ачасем, ишессисĕр пуçне, ытти секцисене тÿлевсĕр çÿреççĕ. Кире пуканĕ йăтассипе А.Данилов, И.Кучков, ишессипе Е.Агеева, А.Иванов, Л.Чернова, Д.Кириллова, П.Григорьев, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Д.Иванов тата Д.Крысов пысăк утăмсем тăваççĕ. Елчĕксемпе Патреккелсем мини-футболла ăста вылянипе районта палăраççĕ пулсан, Çĕнĕ Пăвари арçынсемпе хĕрсен волейбол, Елчĕкри арçынсен баскетбол командисем вара республика шайĕнче те пысăк ăсталăх кăтартаççĕ. Кивĕ Эйпеçри физкультура учителĕн В.Марковăн воспитанникĕсем штанга йăтассипе район тулашĕнчи ăмăртусенче призлă вырăнсемпе савăнтараççĕ.
«Паян физкультурăпа спорт валли вăхăт уйăрасси кашни çемьешĕн тенĕ пекех кулленхи пурнăç йĕрки пулса тăчĕ.
Патшалăхпа муниципалитет влаçĕн органĕсен, общество организацийĕсен тĕллевĕ — массăллă спорта малалла аталантарма майсем туса парасси, республикăра пурăнакансен спортпа çыхăннă канăвне йĕркелеме пулăшасси, ГТО комплексĕ физкультурăпа массăллă спорта малалла аталантармалли тĕп проект шутланать».
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.
А.Портнов тренер штанга йăтакан, сĕтел çи теннисла вылякан секцисенче вăй-халне çирĕплетекен çамрăксен çитĕнĕвĕсемпе кăмăллă. Пирĕн патăмăра 500 ытла вĕренекен çÿрет. «Улăп» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс шкулпа юнашар вырнаçнăран кунта физкультура урокĕсем тивĕçлĕ шайра иртеççĕ. Вĕренекенсене кăна мар, районти организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсене ГТО нормисене пама мĕнпур услови çителĕклĕ.
Районта хоккей вăййи те начар мар аталаннă. Ялсенче 10 хоккей площадки ăсталанă. Вĕсем хĕл кунĕсенче хаваслă ача-пăча сассипе тулни кăмăла çĕклет. Апла пулсан вĕренекенсем компьютер сĕнекен тĕлсĕр вăйăсенчен хăпса уçă сывлăша тухаççĕ. Çакă – чи пахи.
Шкул ачисенчен йĕркеленĕ вăтам ушкăнри хоккей команди çулран-çул пысăк ÿсĕмсем тăвать. Кăçалхи çĕнтерÿсем те савăнтараççĕ. Çамрăк хоккеистсен çитĕнĕвĕнче А.Адюков, Ю.Петров, В.Иванов учительсен тÿпи пысăк.
Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи ачасен ÿсĕмĕсем пĕчĕк мар. Эпир юлашки ултă çул 500 яхăн ача çÿрекен спорт шкулĕсем хушшинчи республикăри смотр-конкурсра тăтăшах пĕрремĕш вырăнта. Çапах та лăпланса лармастпăр, хамăр воспитанниксенче тата та пысăк малашлăх куратпăр. Ахальтен-им пирĕн спорт шкулĕ ентеш-олимпиецăн ячĕпе хисепленсе тăрать. Ардалион Игнатьев ятне çÿле çĕклес тесе ăнтăлаççĕ те спорт тусĕсем.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн республикăра кашни уйăхрах пĕр шăматкун сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Бассейна тÿлевсĕр кĕрекенсем çак кун 300 çынран та иртеççĕ. Шкул ачисемпе çамрăксем кăна мар, çемйипех килекенсем те йышлă.
Районти пĕр шкул ачи те, ватти-вĕтти те хăйĕн сывлăхне çирĕплетмесĕр ан юлтăр. Пурне те хапăл туса йышăнатпăр. Ÿт-пÿ тата ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен сывă çын кăна малашлăхра хăйне кăтартма пултарĕ.
Р.ГРИГОРЬЕВ,
«Ачасемпе çамрăксен А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» спорт шкулĕ» хушма пĕлÿ паракан муниципаллă автономи учрежденийĕн директорĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: республикăри смотр-конкурсра улттăмĕш хут пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ ятпа Р.Григорьева Олимп чемпионки Е.Николаева тата ЧР спорт министрĕ С.Шелтуков саламланă самант.