Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уйра – ветерансем

Уйра – ветерансем

«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вырма ĕçĕсем ăнăçлă пыраççĕ.

Çак кунсенче уй-хирте хуçалăхра чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă комбайнерсем – Федорпа Вячеслав Крысовсем, Федор Квасов, Вячеслав Ласточкин пулса курнă. Вĕсем уй-хир ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май вĕсен ĕçне хак панă, иртнĕ вăхăтсене аса илнĕ. АПК ветеранĕсем, «Нива», «СК-4» йышши комбайнсемпе ĕçленĕскерсем, çĕнĕ йышши «Вектор», «Агрос» комбайнсен штурвалĕ умне ларнă.

– Киввипе çĕнĕ техникăна танлаштараймăн паллах. Уйрăмлăх тĕлĕнмелле пысăк. Кабинăсенче таса – пĕр тусан та кураймăн. Кондиционерсем пулăшнипе сывлăш уçă тăнăран ĕçлеме питĕ меллĕ, – палăртнă вĕсем.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Малти ретре – Ф.Крысов, В.Крысов, хыçалти ретре – Н.Круглов, Г.Викентьев, В.Мясников, Ф.Квасов, В.Ласточкин, В.Семенов, С.Зайцев, А.Краснов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code