Ытти çулсенчи пекех, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынипе пай ертÿçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем кăçалхи çу тапхăрĕнче те вырăнсенчи тирпей-илем ыйтăвĕпе кăсăкланса нумай яла çитсе курчĕç, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕç. Шучĕпе илсен, 9-мĕш экологи канашлăвĕ Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн никĕсĕ çинче иртрĕ, районта пурнăçланă пĕрлехи ĕçе пĕтĕмлетни те пулчĕ çакă.
696 хуçалăха пĕрлештерсе тăракан районти чи пысăк ялта пурăнакансен чун хавалĕ иксĕлми пулнине кирек кам пулсан та, çирĕплетсех калама пултарĕ. Кунта пĕр-пĕрин хыççăн капмар çурт-йĕр хăпартаççĕ, мĕн пуррине тата çĕнетеççĕ, хăтлăрах тăвассишĕн тăрăшаççĕ. Аркану тапхăрĕнче чăл-пар саланнă Ленин ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăх вăй илсе пырать, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем аталанаççĕ, ку ялта ытти тĕрлĕ ĕçсене йĕркелесе яма пултарнă пуçаруллă çынсем – предпринимательсем те нумаййăн. Пĕр сăмахпа, вĕсем пурте ялăн çутă пуласлăхне шанса мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ.
Кашни çыннăн шухăш-кăмăлне шута илсе, ăнланса ĕçлеме тивĕçлĕ ял тăрăхĕн администрацине пысăк ялти лару-тăрăва йĕркелесе пыма çăмăл пулманни каламасăрах паллă.
– Ку чухне чи кирли – пĕр-пĕрне хисеплени, ăнланни, пулăшни, – тесе шутлать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев. Апла пулмасан, чăннипех, йĕрке тума пит йывăр пулĕ. Валерий Зинонович ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче пĕр улшăнмасăр 18-мĕш çул ĕçлесе пысăк ăсталăх та пухнă, ял-йыш хисепне те çĕнсе илнĕ. Çакна нумай тĕслĕхпе çирĕплетсе калама пулать. Вăл кирек епле васкавлăн сиксе тухакан ыйтупа çынсене ăçта тĕл пулнă çавăнта – урамра, лавккара е ĕç вырăнĕнче пуçтарса калаçма, ыйтăва иккĕленÿсĕр тата тавлашусăр уçăмлатма, çынсен кăмăлне тивĕçтермелле татса пама пултаракан çын. Ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем те хăйсен вырăнĕнче. Пĕр сăмахпа, çирĕп команда. Ял хуçисен чăн-чăнах çапла пулмалла.
Аслă Елчĕксен пархатарлă, тĕслĕхлĕ ĕçĕсем çинчен пурте пĕлме тивĕçлĕ тесе шутлатпăр. Кашни 5 çулта ял уявне йĕркелесе ирттересси кунта çирĕп йăлана кĕнĕ. Ячĕшĕн анчах иртмест вăл, ăна кĕтсе илме çулталăк тăршшĕпех кашни кил хуçалăхĕ тĕплĕн хатĕрленет. Пурне те хавхалантараканни, тата тăрăшуллăрах, тимлĕрех пулма хистекенни – тĕрлĕ номинаципе /«Чи лайăх урам», «Чи лайăх килти хушма хуçалăх», «Чи лайăх пусă»/ конкурссем йĕркелени. Чи лайăххисене – çĕнтерÿçĕсене шеп уявра – пĕтĕм ял-йыш, килсе çитнĕ хăнасен умĕнче чыслани тата епле пысăк сум!
Сăмах май, 2019 çулта Аслă Елчĕк ялĕ пуçланса кайнăранпа 460 çул çитет. Христос чĕрĕлнин ячĕпе тăракан чиркĕвĕн престол уявĕнче – сентябрĕн 26-мĕшĕнче паллă тăваççĕ ăна. Хатĕрленÿ ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ. «Чи лайăх пусă» конкурс пирки калас пулсан та, Аслă Елчĕкри хăтлă çуртсене шыв тахçанах пăрăх тăрăх юхса кĕрет, каялла юхса тухать пулин те, ĕлĕкхи обществăлла пусă-тарасасене те сыхласа хăварнă. Ялĕпе илсен хальхи вăхăтра 31 пусă шутланать, вĕсене те юсаса, тирпейлесе тăраççĕ. Кунта пурĕ 20 урам, вĕсем 21 çухрăма тăсăлаççĕ. Тĕрлĕ çăлкуçсенчен пырса кĕнĕ тата ялта пурăнакансем хăйсен ирĕкĕпе пухнă укçа-тенкĕ шутĕнчен 15 çухрăм инçĕшĕнчи çула вак чул сарса хытарнă.
Аслă Елчĕксен, район центрĕнчи пекех, хăйсен тĕп лапамĕ те пур. Кунти социаллă объектсене пурне те /хуçалăх правленийĕпе ял тăрăхĕн администрацийĕн, почта, садикпа культура, больница тата пысăк суту-илÿ çурчĕсене/ хăй вăхăтĕнче колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ Василий Андреевич Горшков тăрăшнипе çĕклесе лартнă. Унăн пархатарлă, ырă ĕçне ĕмĕрлĕх ял-йыш асĕнче асра хăварас тĕллеве асра тытса ял хастарĕсем Василий Горшков ячĕпе мрамор палăк лартма мехел çитерни – пархатарлăран та пархатарлă, сăваплă ĕç.
Вăрçăра вилнисене тата вăрçăран таврăннă хыççăн пурнăçран уйрăлса кайнисене асăнса лартнă уйрăм стелăсем, Аслă Елчĕкĕн мухтавлă ывăл-хĕрне хисеплесе «Савнă ялăм, тăван ял – Аслă Елчĕк» ятпа йĕркеленĕ, тĕрлĕ çулсенче вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăха тата ял тăрăхне ертсе пынă, ят-сума тивĕçнĕ çынсен хушамат-ячĕсене йĕркипе палăртса çырнă пысăк стендсене тĕплĕнрех тишкерсен ялăн пĕтĕм кун-çулĕ куç умне тухса тăрать. Çак вырăнсене никам хушмасăрах яланах таса та тирпейлĕ тытни, çулсем иртсе пынă май вĕсене çĕнетсе пыма тăрăшни те савăнтарать. Лапамра, акă, нумаях пулмасть çĕнĕ объект – ача-пăча выляса савăнмалли çĕнĕ комплекс ÿссе ларнă. Пахалăхлă материалпа усă курса тунăскерĕн хакĕ те пур – 225 пин тенкĕ. Ясли-сад вырнаçнă пысăк çуртри чÿречесене те кăçалах çĕннисемпе улăштарасшăн. Çак ĕçсене пурнăçлама экономика кăтартăвĕсене ÿстернĕшĕн иртнĕ çул район илме тивĕçлĕ пулнă укçаран 400 пин тенкине район ертÿлĕхĕ Аслă Елчĕксене уйăрса пама пулнă. Тăрăшакана хавхалантарма, пулăшма кăмăллă.
Май пулнипе усă курса Ленин урамне çитсе куртăмăр. Ял хастарĕ Сергей Горшков предприниматель Бурмис çырмине парк чĕртес, кунтах канмалли вырăн тăвас тĕллевпе пĕр хăрамасăр тем тери пысăк ĕç йĕркелесе янипе паллашрăмăр. Предприниматель ялшăн тăрăшса маларах хутшăнса пурнăçланă ĕçĕпе те хавхаланнăн туйăнать. Яла пырса кĕнĕ вырăнти стадионта йĕлтĕрпе чупакансене меллĕ те хăтлă условисем туса парассипе вăл тивĕçлĕ тÿпе хывнине пĕлетпĕр. Спортсменсене тумтире хывса улăштармалли, чей ĕçсе сывлăш çавăрса ямалли ăшăнакан будкăпа туалета Сергей Горшков хăй шучĕпе тутарса панă. Йĕлтĕр йĕрне çĕрлехи вăхăтра çутатас ĕç, паллах, Юрий Хушкин, районти подстанци ертÿçи те хăй, хутшăнмасăр пулман. Канмалли, апатланмалли вырăна меллĕ йĕркелеме вара Вадим Чернов пулăшнă. Сăмах май, августăн 25-мĕшĕнче, унччен вăхăт нумай та тăрса юлмарĕ, Аслă Елчĕкри çак стадионта Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствипе Чăваш телевиденийĕ çирĕплетнĕ пĕрлехи проектпа килĕшÿллĕн республикăн кăнтăр районĕсенчи больницăсем хушшинчи çивĕч тупăшу-ăмăрту иртмелле. Ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсемпе вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăх правленийĕ, çавăн пекех ял хастарĕсем – предпринимательсем çак вăхăтчен пурнăçлама ĕлкĕрмелли тĕллевсене лайăх пĕлеççĕ. «Тăвалла пулсан та – малалла» чĕнĕве асрах тытакан, пĕрлĕхре пысăк вăй пулнине лайăх ăнланакан пысăк ялăн çыннисем республика пĕлтерĕшлĕ черетлĕ мероприятие хутшăнакансене те тивĕçлипе кĕтсе илессе шанса тăратпăр.
Светлана АРХИПОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче: район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Сергей Горшков предпринимательпе тĕл пулнă; ялти тĕп лапамра нумаях пулмасть ÿссе ларнă ача-пăча комплексĕ.