Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Суйлавçăсемпе ыйтăм ирттернĕ

Суйлавçăсемпе ыйтăм ирттернĕ

Социологи ыйтăвĕсен кăтартăвĕсем: енчен те ыран суйлав иртет пулсан Путин çĕнтерет. Ыйтусен пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшỹллĕн, Раççей халăхĕн 70 проценчĕ сассисене çĕршывăн хальхи Президенчĕшĕн пама хатĕр.

Общество шухăшне тĕпчекен Пĕтĕм Раççейри центр (ВЦИОМ) суйлавçăсен кăмăлне пĕлес тĕллевпе эрнесерен социологи ыйтăвĕсем ирттерет. Кĕскен каласан, Раççей халăхĕн мартăн 18-мĕшĕнче иртекен суйлавне хутшăнаслăхĕ мĕнле шайра пулнине тĕпчес тĕллевпе. Юлашки ыйтăм февралĕн 19-26-мĕшĕсенче иртнĕ.

Чи малтанах социологсем çĕршыври халăх суйлава пысăк хастарлăхпа хутшăнас кăмăллă пулнине палăртаççĕ. Граждансен 70 проценчĕ хăйсем суйлава иккĕленỹсĕр хутшăнассине çирĕплетсех каланă. Çакă халăхăн Президент суйлавне пысăк интереспа хутшăнаслăх çирĕп йăлана кĕрсе пынине палăртать. Суйлава хутшăнас кăмăллисен шучĕ палăрмаллах ỹснинче саккунпа йышăннă çĕнĕ положени (гражданина открепительнăй удостоверени илмесĕрех хăй вăхăтлăх пурăнакан вырăнта та сасăлама май туса пани) пысăк витĕм кỹни паллă.

Президент пулма тăратнă кандидатсем пирки калас пулсан, тĕлĕнмелле хыпар çук. Владимир Путин ыттисенчен самай çỹллĕ картлашкара тăрать. Ыйтăм вăхăтĕнче уншăн Раççей халăхĕн 70 проценчĕ сассисене пама хатĕр пулни палăрнă. Çакăн евĕр пулăмăн сăлтавĕ паллă — хальхи Президентăн авторитечĕ питĕ пысăк пулнине çирĕплетет вăл. Çĕршыв çулсерен ырă енне улшăнса пынинче унăн хутшăнăвĕ пысăк. Вăл йышăннă хушусемпе килĕшỹллĕн пурнăçланă ĕç-хĕл курăмлă тата йышлă. Пысăк ĕçсен шутĕнче ачасене ача сачĕсемпе тивĕçтерни, граждансене авариллĕ çурт-йĕртен тивĕçлĕ хваттерсене куçарни. Çакăн евĕр тĕслĕхсене питĕ нумай асăнма пулать. Ыйтăма РФ Президенчĕ Федераци Пухăвне çĕршыв аталанăвĕн малашлăхне палăртакан Çырăвĕпе тухас умĕн ирттернине шута илсен, черетлĕ ыйтăмра Президента ырлакансен йышĕ тата та ỹсессинче иккĕленмелли çук.

Унсăр пуçне, Владимир Путинăн кандидатурине сахал мар йышран тăракан «Справедливая Россия» парти те ырласа йышăнчĕ. Ытти парламент партийĕсен кандидачĕсене илес пулсан, Владимир Жириновский те (ЛДПР), Павел Грудинин та (КПРФ) хăйсене тăратнă партисен рейтингĕн çуррине те çитеймеççĕ. КПРФ тата ЛДПР партисен йышĕнче тăракансен пысăк пайĕ сассисене Владимир Путиншăн парасси паллă. Çакна хальхи Президентăн авторитечĕ пысăккине кура парти интересĕсем иккĕмĕш вырăна куçнипе çыхăнтармалла.

Ыйтăм иккĕмĕш вырăна Павел Грудинин йышăннине кăтартса панă. Çакна Президент постне йышăнас текенсен списокĕнчи çĕнĕ çынпа халăх интересленнипе, çирĕп хуçалăх ертỹçи пек курăннипе, сахал мар шăв-шавпа палăрнипе сăлтавлама пулать. Грудинин Президент суйлавне пĕрре анчах мар хутшăнакан Владимир Жириновскирен кăштах маларах тăрать (7,8 процент тата 5,9 процент).

Ытти кандидатсене илес пулсан, Ксения Собчак пухма пултаракан сасăсем анчах 1 процентран ытларахпа танлашма пултараççĕ. Вăл суйлав кампанине активлă хутшăнать, регионсем тăрăх нумай çỹрет. Çапах та суйлавçăсен курăмлă йышне илĕртме пултараймĕ кандидат. Хирĕçỹллĕ тата харкашуллă пулăмсемпе палăрнă телеведущие халăх патшалăхăн пысăк постне йышăннинче курмасть. Ытти кандидатсем пухакан сасăсем 1 процентпа та танлашайманни паллă. Вĕсенчен пĕри те халăха тивĕçлĕ программăсем сĕнеймен, телевиденири реклама роликĕсем вара çăлăнăç пулас çук.

Владимир Путин ытти кандидатсенчен чылай малта тăрать пулсан та, граждансем çĕршыв пуласлăхĕшĕн хăйсен сассисене парса çĕршыв умĕнчи гражданла тивĕçе пурнăçлама хатĕр. Чăваш Ене уйрăммăн илес пулсан, пирĕн регион Федераци центрĕ пысăк пулăшу парса тăнăран çирĕп аталанать. Республикăра чĕр тавар запасĕсем çуккине кура çак пулăшу пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕрĕсрех каласан, çакă тăнăçлă аталанăвăн пĕртен-пĕр майĕ пулса тăрать. Политикăри лару-тăрăва çирĕп тытса тăрассипе тата суйлавсене активлă хутшăнассипе пирĕн регион лайăххисен шутĕнче. Эппин Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне хутшăнни пирĕншĕн республика пуласлăхĕшĕн сасăланипе тан.

Социологический опрос проводился ОАО «Всероссийский центр изучения общественного мнения» (ВЦИОМ) г. Москва. Дата проведения опроса – с 19 по 26 февраля 2018 г. Объем выборки — 7000 респондентов. Выборка построена на основе полного списка телефонных номеров, задействованных на территории РФ. Данные взвешены по социально-демографическим параметрам. В опросе принимают участие россияне в возрасте от 18 лет. Метод опроса – телефонное интервью по стратифицированной двухосновной случайной выборке стационарных и мобильных номеров. Для данной выборки максимальный размер ошибки с вероятностью 95% не превышает 1,8%. Точная формулировка вопроса (явка избирателей): «Примете ли Вы участие в выборах президента, которые состоятся в марте 2018 года, или нет? (закрытый вопрос, один ответ, % от всех опрошенных)». Точная формулировка вопроса (голосование избирателей): «Если бы президентские выборы проводились в ближайшее воскресенье и список выглядел бы следующим образом, то за кого из этих кандидатов Вы бы, скорее всего, проголосовали? Вы можете дать один ответ. (закрытый вопрос, один ответ, % от всех опрошенных)». Опрос проведен по собственной инициативе и за счёт собственных средств ОАО ВЦИОМ. Публикация подготовлена по собственной инициативе редакции.
Источник: сетевое издание «Мой город Чебоксары» http://moygorod-online.ru/power/politic/politic_34152.html

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code