Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сывлăхĕсене тĕрĕсленĕ

Сывлăхĕсене тĕрĕсленĕ

«Комбайн» ял хуçалăх предприятийĕнче ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе çыхăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерессине, производствăра тăрăшакансен сывлăхне сыхлассине малти вырăна хураççĕ.

Çак тĕллевпе правленипе профсоюзăн вырăнти комитечĕ механизаторсемпе водительсене, им-çампа ĕçлекенсемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансене пĕр чăрмавсăр медицина тĕрĕслевĕ тухма мĕн пур майсем туса панă. Районти тĕп больницăри тухтăрсемпе медицина сестрисен ушкăнĕ нумаях пулмасть Кавалти фельдшерпа акушер пунктĕнче, ялти клубра тата библиотекăра пулса ял хуçалăх производствинче ĕçлекен 60 ытла çынна медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларни те çакна уçăмлăнах çирĕплетет. Ял çынни больницăна кайса яра кун вăхăта ирттермелле пулманнипе те кăмăллă.

Професси чирĕсене те ытларах медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă чухне тупса палăртаççĕ. Ку е вăл чире маларах сиплеме пуçланинчен лайăххи çук…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code