Ку чухне, сывату тата профилактика мероприятийĕсене пурнăçлассинче пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ парасси вăй илсе пынă тапхăрта, медицина учрежденийĕсене тĕпрен çĕнетсе улăштарасси те тĕп вырăнта.
Çакна асра тытса Елчĕкри тĕп больницăра иртнĕ уйăхран тытăнсах физиотерапи, ача-пăча уйрăмĕсене тата хĕрарăмсен консультацийĕ вырнаçнă пÿлĕмсене тĕплĕн юсассине анлăн йĕркелесе янă. Çак ĕçсене республика бюджетĕнчен уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе ?5 миллион тенкĕ ытла/ пурнăçлаççĕ.
Унсăр пуçне, район центрĕнчен 20 çухрăмра вырнаçнă Вăрăмхăва ялĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне хăпартаççĕ. Сăмах май, вăл пирĕн районти 10-мĕш ФАП пулмалла. Ăна сентябрĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçма хатĕрленеççĕ.