Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ĕмĕрех упранĕ Паттăр ячĕ

Ĕмĕрех упранĕ Паттăр ячĕ

Августăн 15-мĕшĕнче районта пурăнакансем Александр Филиппович Беляев çуралнăранпа 110 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Юбилее Паттăрăн ывăлĕ Анатолий тата мăнукĕ Владимир Беляевсем, кĕçĕн мăнукĕ Алексей çемйипе, иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Надежда Смелова, чăваш халăхĕн паллă поэчĕн Митта Ваçлейĕн хĕрĕ Сильби тата унăн хĕрĕпе мăнукĕ, Александр Беляевăн Елчĕкре пурăнакан тăванĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Уява пухăннисем чи малтанах Александр Филиппович Беляев ячĕпе хисепленсе тăракан Елчĕк шкулĕнче пулса Паттăра халалласа йĕркеленĕ мероприятисене хутшăнчĕç /кунта çак кун йăлана кĕнĕ волейбол ăмăртăвĕ тата шахмат турнирĕ иртрĕ/. Чи малтанах райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый сăмах илчĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче фашистсене хирĕç пирĕн район халăхĕ те паттăррăн кĕрешнине палăртнă май виçĕ Совет Союзĕн Геройĕн – А.Ф.Беляев, С.А.Андреев, Н.П.Иванов ячĕсене уйрăммăн асăнчĕ вăл:

– Вĕсен ячĕсем ĕмĕрех пирĕн асăмăрсенче упранĕç. Паян эпир виçĕ Паттăртан пĕрне – А.Беляева аса илме, унăн паттăрла ĕçĕсене куç умне кăларса тăратма пуçтарăнтăмăр. Ентешĕмĕрĕн ятне эпир яланах çуллĕ шайра упрăпăр, унăн паттăрла тĕслĕхĕ аслă ăрурисемшĕн те, çамрăксемшĕн те яланах ырă тĕслĕх пулĕ.

СССР халăх учителĕ Петр Чернов, А.Беляевăн ывăлĕпе мăнукĕ, тăванĕсем Александр Беляевăн пурнăçĕпе кун-çулĕ, вăрçăри паттăрлăхĕ пирки каласа панине пурте тимлĕн итлерĕç.

Кунтах Паттăрăн мăнукĕ Владимир Анатольевич Беляев аслашшĕне халалласа кăларнă «Герой Советского Союза А.Ф.Беляев. 1908-1943» кĕнекен презентацине ирттерчĕ. 639 страницăран тăракан кĕнеке тăванĕсемшĕн анчах мар, район халăхĕшĕн те пысăк парне. Кунта çемье тата патшалăх архивĕсенчен пуçтарнă 400-е яхăн документ, сăн ÿкерчĕк-сем вырăн тупнă. Унта кĕртнĕ материалсен пысăк пайĕ пĕрремĕш хут пичетленнĕ. Документсене пуçтарас ĕçре Геройăн хĕрĕ Светлана Беляева та пысăк тÿпе хывнă. Владимир Анатольевич кĕнекене Елчĕк шкулне, район администрацине, тĕп библиотекăна кĕнекене кăларма хатĕрлес тата тĕрлĕ материалсемпе тивĕçтерес ĕçре пысăк пулăшу панă район çыннисене парнелерĕ.

Шкулпа тĕплĕн паллашнă хыççăн уява хутшăннисем район центрĕнчи райпо правленийĕпе юнашар вырнаçнă магазин çурчĕ умне /кунта А.Ф.Беляев ячĕпе Асăну хăми уçнă/ чарăнчĕç, Александр Невский ячĕллĕ чиркÿре Александр атте вăрçăра вилнисене асăнса ирттернĕ панихидăна хутшăнчĕç, Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнчи куравсемпе паллашрĕç. Вулавăшра краеведени уйрăмĕн ертÿçи Людмила Зайцева Героя халалласа хатĕрленĕ куравсем, «Пирĕн ентеше – Совет Союзĕн Геройне А.Беляева – 110 çул» электронлă презентаци уйрăмах пуян пулнине палăртрĕç хăнасем.

– Беляевăн мăнукĕпе Владимир Анатольевичпа чылай çул тачă çыхăну тытни, вăл пире çемье архивĕнчи документсемпе тивĕçтерсе тăни пулăшрĕ вĕсене хатĕрлеме, – кăмăллăн пĕлтерчĕ Людмила Александровна.

Александр Беляевăн тата Чăваш халăх поэчĕн Митта Ваçлейĕн Ульяновскри педагогика техникумĕнче туптаннă туслăхĕ пирки вулакан пĕлетех. Çакăн пирки эпир хамăрăн хаçатăмăрта та пĕрре анчах мар çырнă. Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Анастасия Данилова Митта Ваçлейĕн ентешĕмĕре халалланă «Юлташлăхра телей иккен-мĕн» сăввине туйăмлăн вуланă чух пурте шăпланса тата шухăша кайса итлерĕç.

Елчĕк çĕрĕ çине пĕрремĕш хут килсе курнă Сильби Васильевна Митта ашшĕн тата ентешĕмĕрĕн туслăхĕ пирки тĕплĕнрех каласа кăтартрĕ. Паттăра халалланă мероприятие çÿллĕ шайра йĕркеленĕшĕн питĕ кăмăллă юлнине палăртрĕ поэт хĕрĕ.

Уяв тĕп лапамра малалла тăсăлчĕ. Кунта райадминистрацин ĕçченĕсем, организацисемпе предприятисен, ачасен тата çамрăксен общество пĕрлĕхĕсен членĕсем, вăрçă ветеранĕсен районти комитечĕн представителĕсем пуçтарăнчĕç. А.Беляев бюсчĕ умне ывăлĕпе мăнукĕ, çывăх тăванĕсем чечек кăшăлĕ хунă самант уйрăмах хумхантарчĕ.

Паттăрăн ывăлĕ Анатолий Беляев Елчĕк халăхне пысăк тав сăмахĕ каларĕ:

– Тавах Елчĕк çĕрĕ çинче пурăнакансене, атте ятне çÿллĕ шайра упранăшăн, çитĕнекен ăрăва патриотизм туйăмне ăша хывса, паттăрсенчен тĕслĕх илсе çитĕнме май туса панăшăн.

Тав сăмахĕсем çумне тăванĕсем те хутшăнчĕç, хăйсене яланах чыслăн кĕтсе илсе ăсатса янăшăн кăмăллă юлнине хыпарларĕç.

Уява Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен юрри-кĕвви те илемлетрĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code