Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Салам открытки – В.Путинран

Районта вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ ÿссех пырать.

Тăхăр теçетке тултарнисен йышне Аслă Елчĕкри Мария Филимонова та кĕнĕ. Тыл, ĕç ветеранне сумлă юбилей ячĕпе ял тăрăхĕн ĕçченĕсем саламланă, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне вуласа панă. Мария Яковлевна мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Ленин ячĕллĕ хуçалăхра колхозницăра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе 7 ача çуратса ÿстернĕ. Хальхи вăхăтра Анатолий ывăлĕн çемйипе тату пурăнать. 90 çулхи хĕрарăм 17 мăнукĕпе, 8 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать, сывлăх енчен аптрамасть. Ватă район пурнăçĕпе кăсăкланса «Елчĕк ен» хаçата юратса вулать.

 

Физика учителĕ тивĕçнĕ

Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн кашни çулах пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи педагогсене укçан хавхалантараççĕ.

20 пин тенкĕлĕх премие Çирĕклĕ Шăхалĕнчи физика учителĕ Николай Чернов тивĕçнĕ. Аслă категориллĕ учитель 19 çул ытла ачасене вĕрентет. Предмета алла илме пулăшнисĕр пуçне пултаруллă ачасемпе класс тулашĕнче ĕçлессине тĕпе хурать. Çавна май шкулта физикăпа тата астрономипе кружоксем йĕркеленĕ. Унăн вĕренекенĕсем Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн муниципалитет, регион шайĕсенче палăраççĕ.

 

Халăх артисчĕ тăван ялта

Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров 55 çулхи юбилейĕнче тăван ял çыннисене чаплă концертпа савăнтарнă.

Вячеслав Васильевича паллă кунпа Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Мартышкин саламланă, пултарулăхра ăнăçу суннă, ял тăрăхĕн администрацийĕн Хисеп грамотине, парне парса чысланă, ентешсене манманшăн тав тунă. Ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен «Палан» ушкăн та юбиляр ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарнă. Халăх артисчĕ ертсе пыракан, республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те чапа тухнă «Янра, юрă» ансамбль шăрантарнă юрăсем инçе-инçе саланнă. Хисеплĕ юлташне çывăх тусĕсем саламланă май кашни çулах тăван яла концертпа килме чĕннĕ. Халăх артисчĕ ентешĕсен ыйтăвне пĕр сăмахсăрах тивĕçтерессе пĕлтернĕ.

 

Лагерьсенче каннă

Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр тулли мар, йывăр пурнăçпа пурăнакан, сусăр ачасем ÿстерекен, нумай ачаллă çемьесене, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене пысăк тимлĕх уйăрассишĕн тимлет.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче маларах асăннă категорине кĕнĕ 13-шер ача пĕрремĕш-виççĕмĕш сменăсенче, 16 ача тăваттăмĕш сменăра хула çумĕнчи лагерьсемпе санаторисенче хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ.

 

50 çул çума-çумăн

Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар.

Кĕçĕн Таяпари Зинон Кирилловичпа Антонина Павловна Козловсен çемйи чăмăртаннăранпа 50 çул çитнĕ. Сумлă мăшăра ылтăн туй ячĕпе ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе культура ĕçченĕсем саламланă.

Козловсем çак ялтах çуралса ÿснĕ. Иккĕшĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Чкалов ячĕпе хисепленекен колхозра вăй хунă. Ĕç ветеранĕсем тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн пĕрре мар Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Килĕшÿллĕ те пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан мăшăр 3 ачана ура çине тăратнă.

 

Тăван шкула – пысăк парне

Кивĕ Эйпеçри шкултан вĕренсе тухнисем хăйсене пĕлÿ панă учительсене, шкула асрах тытаççĕ, час-часах килсе çÿреççĕ.

Нумаях пулмасть шкула Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ Ардалион Теллин килсе кайнă. Вăл сăрăпа ÿкерме кăмăллать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн ăста хăйĕн чылай ĕçне шкула парнеленĕ. Шкулăн иккĕмĕш хутĕнчи фойене Ардалион Гурьевич картинисем илем кÿреççĕ. Унпа шкул ачисем интересленсе паллашаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code