Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх шанни ĕçлеме хавхалантарнă

Халăх шанни ĕçлеме хавхалантарнă

Ачалăхăм вăрçă хыççăнхи çулсемпе пĕр килчĕ. Аслă Çĕнтерÿпе хавхаланнă халăх вăрçă вăхăтĕнче юхăннă ялсемпе хуласене, хуçалăхсене ура çине тăратас тесе уйрăмах пысăк хавхаланупа ĕçлерĕ.

Манăн пĕчĕкренех хăвăртрах ÿссе çитĕнсе аслисемпе тан савăнса ĕçлес кăмăл çуралчĕ. Шкулта тăрăшса вĕреннĕшĕн, обществăлла ĕçре хастар пулнăшăн мана 1955 çулта 13 çулта чухнех комсомол ретне илчĕç.

Ялта механизатор ĕçĕ питĕ сумлине тĕпе хурса комсомол путевкипе Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренме яни халĕ те асрах. Практика вăхăтĕнче 1964 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Аслă Пăла Тимешри вăтам шкулти ачасене тракториста вĕрентме пуçларăм. Октябрь уйăхĕнче 10 яла пĕрлештерсе тăракан комсомол организацийĕн секретарьне суйларĕç. 1965 çулта Шăмалак шкулĕнче районсем хушшинче лагерь йĕркелеме шанчĕç.

1967 çулта «Победа» колхоза Ленин орденĕпе, комсомол организацине ВЛКСМ Чăваш обкомĕн Хĕрлĕ ялавĕпе наградăларĕç.

1968-1975 çулсенче Кушкăри /улттăмĕш комплекслă бригадăри/ трактор бригадине ертсе пыма шансан пирĕн бригада 5 çулхи плана 3 çул та 8 уйăхра пурнăçларĕ, çавна май бригадăна ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн призĕпе, мана Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чыслани пирĕншĕн пысăк хисеп пулчĕ.

1975 çулта колхозниксене те профсоюз ретне илме пуçлани ĕçченсен пурнăç тата кану условийĕсене лайăхлатрĕ. Вăл организацине те ертсе пынă эпĕ.

1980-1987 çулсенче Кушкăри улттăмĕш комплекслă бригадăна ертсе пынă вăхăтра пирĕн бригадăна «Пилĕкçуллăх геройĕсем, ĕç ветеранĕсем – чи лайăх комсомолецсемпе çамрăксем» куçса çÿрекен ялавпа чысларĕç. Çак пысăк та чаплă парнене пирĕн коллективра ĕмĕрлĕх упрама хăварчĕç.

Ялпа, унăн çыннисемпе çыхăннă истори материалĕсене мĕн çамрăкран пухса пыма май килчĕ. Вĕсемпе тата ытти архиври материалсемпе усă курса Кушкă ялĕнче çуралса ÿснĕ В.Галошевпа пĕрле Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансен шăпине çутатса «Батальон моей Родины» кĕнеке тата телефильм ÿкерме май килни ял халăхĕшĕн пысăк парне пулчĕ.

Кăçал Кушкă шкулне уçнăранпа 125 çул çитрĕ. Ырă пулăм тĕлне В.Галошевпа пĕрле шкул пурнăçне çутатакан кĕнеке те кăларма вăй çитертĕмĕр. Маларах асăннă кăларăмсенче халăх паттăрлăхĕ палăрса тăрать. Мана халăхпа ĕçлеме шанни, ял çыннисем хавхалантарса пыни çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума вăй хушса тăчĕ.

Илья ТРОФИМОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: Илья Трофимов çамрăк çулсенче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code