Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ветерана саламланă

Ветерана саламланă

1943 çулхи августăн 23-мĕшĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçин татăклă улшăнăвне вĕçлекенĕ – Курск пĕккинчи çапăçусем шăпланни.

Совет салтакĕсем Курск пĕккинче чăннипех те пысăк хастарлăх, хăюлăх кăтартнă. Хальхи вăхăтра пирĕн районта унти çапăçусене хутшăннă пĕртен-пĕр ветеран инвалид пурăнать. Вăл – Аслă Елчĕкри Петр Печков.

Петр Алексеевича Курск пĕккинчи çапăçура çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ ятпа районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алина Кириллова саламланă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн салам открыткине панă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Галина Адюкова вăрçă ветеранне сывлăх сунса парне парса чыс тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code