Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Наркотик – чир

Наркотик – чир

Наркотик хатĕрĕсем питех те хăрушă пулнине пĕлетпĕр, сиенĕ пирки кулленех илтетпĕр пулсан та, унăн серепине çакланакансен йышĕ ют çĕршывра анчах мар, Раççейре те пысăк.

Юлашки вăхăтра хими хутăшĕллĕ наркотиксене Интернетри тĕрлĕ сайтсенче туянма сĕннĕ тĕслĕхсем ÿсни пăшăрхантарать. Хими хутăшĕсем çынсене кĕске вăхтрах ăсран тайăлтараççĕ. Дезоморфин сиенĕ пирки сăмах та çук. 6 уйăх хушшинче çак хутăшпа усă курсан, наркомансем «чĕрĕ вилене» çаврăнаççĕ. Кайран тухтăрсем те ăс-тăна, сывлăха тавăрма пулăшаймаççĕ, пурнăçне кăштах тăсма çеç пултараççĕ.

Юлашки вăхăтра республикăра «Хăвăрт ĕçлесе илме май туса паратпăр» тесе çамрăксене Интернет урлă наркотиксем салатас ĕçе явăçтарнă тĕслĕхсем нумайланнине те асăнмалла. Преступниксен серепине аслă классенче, ятарлă вăтам пĕлÿ паракан заведенисенче тата аслă шкулсенче вĕренекенсем çакланаççĕ. Наркобизнес представителĕсем çамрăксене тавар сутаканпа тавар туянакан хушшинчи çыхăнтаруçă ĕçне пурнăçлама, пĕр вырăнта пытарнă наркотик хатĕрне тепĕр вырăна куçарма сĕнеççĕ. Çак ĕçе пурнăçланă чухне çамрăксем РФ Уголовлă Кодексăн 228.1 статйинче палăртнă йĕркесене пăснине, наркотик хатĕрĕсен саккунсăр çаврăнăшĕпе /хатĕрлени, сутни, салатни/ çыхăннă преступленисемшĕн 4 çултан пуçласа 20 çул таран ирĕк прависĕр хăварса колоние яма пултарнине асне те илмеççĕ. Саккуна пĕлменни яваплăхран хăтармасть. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсене шкул ачисемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттерме ыйтасшăн.

Енчен те çамрăксене наркотик хатĕрĕсем сутма е пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарма явăçтарнине çирĕплетекен информаци пулсан халăха ШĔМĕн муниципалитетсен хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайне 2-50-02 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Çамрăксене çак наркăмăшран мĕнле те пулсан аякра тăма ыйтас килет.

Л.ЕГОРОВА,
Елчĕк районĕнчи полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code