Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Кино каçĕ» халăха пуçтарнă

«Кино каçĕ» халăха пуçтарнă

Раççейри кино кунне халалласа августăн 25-мĕшĕнче çулсеренех «Кино каçĕ» акци йĕркеленет. Унта пирĕн районта пурăнакансем те хаваспах хутшăнаççĕ.

Çак кун районти кашни ял тăрăхĕнчи культура çурчĕсенче халăх кино курса савăннă. Кăçал кинофильм кăмăллакансем Ким Дружинин режиссерăн «Танки», Дмитрий Тюрин постановщикăн «Рубеж», Дмитрий Дьяченкăн «Последний богатырь» картинисене курса киленнĕ.

Кино каçĕнче культура çурчĕсенче ытти тĕрлĕ мероприяти те йĕркеленĕ. Вырăнти халăхăн ĕçченлĕхĕпе паттăрлăхне сăнарлакан документлă фильмсем, вăйă-викторинăсем, куравсем уява пуянрах тума май панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code