Пятница, Ноябрь 16, 2018
Главная > Культура > Çул çÿревре чăваша куртăмăр!

Çул çÿревре чăваша куртăмăр!

Эпир çемьепе тĕрлĕ çĕршывра пулса курма тăрăшатпăр. Грецире, Турцире, Таиландра курса çÿрени нумайлăха асра юлчĕ.

Кăçал та сессине ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн аннепе Араб Эмиратне кайса куртăмăр. Чи малтанах самолетпа Дубай çумĕнчи Шарджа хулине вĕçсе çитрĕмĕр. Унта хăйне евĕр архитектура мелĕпе çĕкленĕ илемлĕ çуртсем, тăп-тăрă шывлă кăн-кăвак ăшă тинĕс кăмăла кайрĕ. Вунă кун хушшинче вĕтĕ пулăсемпе ăмăртмалла тенĕ евĕр ишсе çÿресе шыва кĕрсе килентĕмĕр, хĕвел питĕнче хĕртĕнтĕмĕр.

Илемлĕ вырăнсенче экскурире пулни канăва тата та пуянлатрĕ. Чи малтанах Дубайра вырнаçнă тĕнчери чи пысăк башньăна Бурдж-Халифăна курса тĕлĕнтĕмĕр. Вăл 163 хутран тăрать, çÿллĕшĕ – 828 метр. Ăна пăхса тăрсан çÿç-пуç вирелле тăрать: çĕлĕк ÿкмелле. Тăрри пĕлете тĕрĕвлесе тăнăнах туйăнать. Çÿле хăпарса курас тесен 160 доллар тÿлемелле. Башня çумĕнче пысăк кÿлемĕш /залив/ вырнаçнă, унти фонтансем каçхине «юрлаççĕ». Вĕсене курма тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчи çын йышлă пуçтарăнать. Тĕрлĕ чĕлхепе кĕрлесе анчах тăрать лапам. Арабсен çĕршывĕнче çынсем пуян та чаплă пурăннине асăрхарăм. Темиçе хутлă çуртсем, виллăсем, хаклă машинăсем.

Ют çĕршыва каймассерен яланах тăван чĕлхепе – чăвашла калаçатпăр – ентешсем тĕл пулсан тÿрех уйăрса илччĕр. Киле таврăнма икĕ кун юлсан, çула тухас умĕн тус-тăван валли парне-кучченеç туянас тĕллевпе лавккана кĕтĕмĕр. Апат-çимĕç сентрисен умĕнче араб арçынни карçинккине çимĕçсем тултарать. Çумĕнчи хĕр шурă питлĕ, чăваш сăнлă пекех туйăнчĕ. Эпир вĕсемпе калаçма пуçласан пике Чăваш Енрен пулнине хаваспах пĕлтерчĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулинче çуралса ÿснĕ хĕр /амăшĕ кÿршĕллĕ Комсомольски районĕни Асанкасси ялĕнчен/ вырăнти араба качча тухнă та кунта 5-мĕш çул пурăнать.

Пире хăнана илсе кайрĕç çаксем. Çурчĕ питĕ чаплă та хăтлă. Ентешĕмĕрĕн çемйи пире тепĕр кунне Шарджа хулипе тĕплĕн паллаштарчĕ, тĕрлĕ кучченеç илсе пачĕ, чаплă ресторанта хăналарĕ. Аякра чăваша курсан çывăх тăван пек хаклă иккен вăл, уйрăлас та килмерĕ.

– Ку таранччен пĕр чăваша та курманччĕ. Мĕнле пысăк парне пулчĕ маншăн сирĕнпе тĕл пулни. Сире курсан тăван вырăнта пулса курас килсе кайрĕ, – кăмăллăн пĕлтерчĕ Аня.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче Каçал ене кукамăшĕ патне час-часах çÿренĕ вăл, çамрăксемпе пĕрле пуçтарăнса нумай чăваш юррине шăрантарнă. Иртнĕ çулла Аня икĕ ывăлĕпе Çĕнĕ Шупашкарта виçĕ уйăх пурăннă. «Ачасем çак хушăра вырăсла калаçма хăнăхрĕç, кăçал, тен, чăвашла та вĕренĕç. Чăваш чĕлхинче араб чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсем те сахал мар-çке», – аса илчĕ хĕрарăм.

Кăçал Аньăн çемйи Чăваш Ене килессе эпир те тÿсĕмсĕррĕн кĕтетпĕр. Пирĕн те вĕсене асра юлмалла хăналаса ярасчĕ.

Ольга КИРИЛЛОВА.
Тăрăм.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code