Понедельник, 8 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Прививка чиртен сыхлать

Прививка чиртен сыхлать

Грипп – сывлакан органсен, ытларах сĕлеке е сывлăш урлă вирус лекнипе пулакан анлă сарăлнă инфекци чирĕ. Ăна пуçараканĕ – грипп вирусĕ. Вăл чирлĕ çыннăн сывламалли органĕсенче, сăмсара тата пырта пулать. Сунасланă, ÿсĕрнĕ тата калаçнă чухне çав вирусăн питĕ вĕтĕ тумламĕсем сывлăшра саланаççĕ, унтан вĕсем темиçе сехет хушши тытăнса тăма пултараççĕ. Çав сывлăша сывласан сывă çынсене грипп ерме пултарать. Кунсăр пуçне вирус лекнĕ япаласем урлă та /сăмса тутри, ал шăлли, савăт-сапа, теттесем тата ытти те/ сиенленес хăрушлăх пур.

Гриппа ватти те, çамрăкки те чирлет. Çавăн пекех микробсем шкул ĕçченĕсенчен те, вĕренекенсенчен те, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсенчен те, транспортпа тăрăшакансенчен те аякка пăрăнса иртмеççĕ.

Грипа хирĕç кĕрешсе юлашки çулсенче вакцинăсемпе усă кураççĕ. Прививка – чиртен сыхланмалли чи лайăх меслетсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра хамăрăн тата ют çĕршывра туса кăларнă вакцинăсем темĕн тĕрли те пур. Прививкăна чи малтан медицинăра, транспортра ĕçлекенсене, халăхăн кулленхи ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсене, шкулта, шкул çулне çитмен учрежденисенче тăрăшакансене, аслă ăру çыннисене, шала кайнă чирсемпе нушаланакансене тăваççĕ. Прививкăсене эпидеми тапхăрĕ пуçланиччен тумалла. Паянах грипран прививка тутарма участоксенчи терапевтсем патне пымалла.

И.УБАСЕВА,
эпидемиолог врачăн пулăшуçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code