Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пахалăхлă пĕлÿ илччĕр тесен…

Пахалăхлă пĕлÿ илччĕр тесен…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче, пĕтĕм çĕршыври пекех, пирĕн районта та Пĕлÿ кунĕ иртрĕ: шкул ачисемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçларĕç. Ун çинчен тата вĕренÿри ытти ыйту тавра район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый чарăнса тăчĕ. Районти шкулсенче парта хушшине пĕтĕмпе 1769 /иртнĕ çул – 1856/ ача ларнă, вăл шутран пĕрремĕшсем – 144 /173/. Вĕсене лайăх условисем туса парас тĕлĕшпе çуллахи тапхăрта шкул ĕçченĕсем, ашшĕ-амăшĕ сахал мар ĕç туса ирттернĕ.

Апла пулин те, шкулсенче вĕренекенсен хаваслă сасси сайралса пыни учительсемпе ашшĕ-амăшне хытах шухăшлаттарма тивĕç. Тĕслĕхрен, Хăвăлçырмари тĕп шкула кăçал 1-мĕш тата 7-мĕш классене пĕр ача та пымасть. Шăмалак /2 ача/, Таяпа Энтри, Кивĕ Эйпеç, Патреккел, Çирĕклĕ Шăхаль /4-шар/ шкулĕсен те пуçласа парта хушшине ларакансен йышĕпе пăшăрханмалăх пур. Тĕмерти тĕп шкулта хăйне евĕрлĕ «çирĕплĕх»: кунта пилĕк класра икшер ача çеç вĕренет. Таяпа Энтрисен те 7-мĕшпе 9-мĕш классенче икшерĕн кăна. Виççĕмĕш класс кăçал кунта, шел пулин те, пĕр ачана та кĕтсе илеймен.

Классенче йыш питĕ пĕчĕк пулни е ачасем пачах пулманни шкулсенчи пĕтĕмĕшле ÿкерчĕке çирĕплетет. Тĕмерти /32 ача/, Таяпа Энтринчи /32/, Хăвăлçырмари /37/, Кĕçĕн Таяпари /38/ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче вĕренекенсен контингенчĕ пĕрер класлăх çеç.

Асăннă чăн цифрăсемпе çыхăннă çивĕчлĕх пĕр енлĕ пĕтĕмлетÿ тума хистет: малашлăх нумай ачаллă никĕс шкулсенче! Вĕсенче, çулсерен чаплă вĕренÿ хатĕрĕсемпе, оборудованисемпе тивĕçтернĕрен, ачасене вĕренÿпе воспитани пама мĕнпур условисем çителĕклĕ. Унти педагогсемпе вĕренекенсен тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе ăслăлăх конкурсĕсенчи кăтартăвĕсем те – ыттисене тĕслĕх илмелĕх. Апла пулсан ашшĕ-амăшĕн иккĕленÿ шухăшĕ пулмалла мар: ача пахалăхлă та тарăн пĕлÿ илтĕр, тĕрлĕ енлĕ аталантăр, тантăшĕсемпе ытларах хутшăнтăр тесен никĕс шкулсене суйласа илмелле.

Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ районăн сывлăх сыхлавĕн историне те паллă пулăмпа çырăнса юлать. Вăл кун Вăрăмхăва ялĕнче тахçантанпа кĕтнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Мероприятие хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пурнăçланă ĕçе пысăк хак пачĕ:

– Лайăх, нумай ĕç туса ирттернĕ, – терĕ вăл.

Çав вăхăтрах ФАП тăвас тĕлĕшпе Курнавăш, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пуçаруллăрах пулма сĕнсе хăварчĕ.

Вăрăмхăва ялĕнче Николай Петрович çула май «ДПМК «Яльчикское» ООО ĕçĕпе те паллашнă. Коллектив кĕске тапхăртах 1километр та 523 метр асфальтлă çул сарма ĕлкĕрнĕ.

Канашлура район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина тĕрлĕ тытăмри организацисен коммуналлă тăкакĕсем çинчен каласа пачĕ. Çут çанталăк газĕпе, çутăпа, ăшăпа усă курассинче перекетлĕх йĕркине пăхăнмаллине палăртрĕ.

Район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатнă канашлура.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code