Районта грипп чирне хирĕç вакцинаци пуçланнă.
Чи малтанах районти тĕп больница ĕçченĕсем хăйсене прививка тутарнă. Район больницин тĕп врачĕ Надежда Уркова профилактика прививкисем тăвас енĕпе «Прогресс» АХО, «Промсервис» НПО ЗАО тата «Канашский» кайăк-кĕшĕк фабрикин Елчĕкри уйрăмĕнчи ертÿçисемпе тĕл пулнă, организаци укçи-тенкипе ĕçлекенсене грипран вакцинаци тăвасси пирки килĕшÿ тунă.
Грипп çывхариччен унран маларах сыхланни пысăк пĕлтерĕшлĕ.