Четверг, 20 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Елчĕкĕм, эс манăн чĕрере»

«Елчĕкĕм, эс манăн чĕрере»

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Елчĕк ял халăхĕ ял уявне анлăн паллă турĕ. Çак кун район центрĕнче хаваслă шăв-шав, илемлĕ юрă-кĕвĕ сасси татăлмарĕ.

Чиркÿ чанĕн сасси ĕненекенсене йыхравласа ир-ирех ял çийĕн саланчĕ. Александр Невский ячĕллĕ чиркÿре уява халалласа иртнĕ кĕлле асăннă чиркÿ настоятелĕ Александр Сенькин тата унăн ывăлĕ Александр атте, Лаш Таяпа ялĕнчи Турă Амăшĕ ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Силуан иеромонах ертсе пычĕç. Вырăс православи чиркĕвĕ шăп çак кун Александр Невский княçăн çĕрмен ÿтне Владимир хулинчен Петербурга – Александр Невский лаврĕн Троица чиркĕвне куçарнине паллă тăвать. Ÿкĕтлев сăмахĕсенче Александр атте халăхшăн, патшалăхăмăршăн, православи тĕнĕшĕн ÿтне, чунĕпе юнне хĕрхенмен Александр Невский княçăн хăватлă ĕçĕсем пирки каласа кăтартрĕ. Кĕлĕ хыççăн уява халалланă хĕреслĕ çул çÿреве хутшăнчĕç ĕненекенсем.

Уяв программи анлă пулчĕ. Ирхине 8 сехетре спорта кăмăллакансем А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулĕ умне пуçтарăнса çăлтăрпа пĕрле зарядкăна тăчĕç. Ăна спорт аэробики енĕпе спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ Мария Долгова ертсе пычĕ. Зарядкăна хутшăннисене Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕ, кашнинех сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма сĕннĕ май ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.

Елчĕксемшĕн уяв ачасем валли спорт площадки уçнипе те асра юлчĕ. Чиркÿ çумĕнче вырнаçнă кĕçĕн классен шкулĕнче вĕренекенсемшĕн асăннă площадка пысăк парне пулчĕ. Ăна «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕн пухмачĕн укçи-тенкипе тата ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕпе хута янă. Шкулпа чиркÿ хушшинче хута кайнă площадкăна уçма вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ, райдминистрацин пуçлăхĕ Николай Миллин, чиркÿ настоятелĕ Александр атте, ял çыннисем хутшăнчĕç.

Елчĕкри Тĕп лапамра тата тĕп площадкăра суту-илÿ точкисем ĕçлерĕç. Батут, карусель, чуччу çинче ярăнни, театрализациленĕ программăпа концерт шăпăрлансене уяв асамлăхне туйма май пачĕ. Кунтах ачасен ÿкерчĕкĕсенчен, кĕнекесенчен хатĕрленĕ «Юрататăп тăван Елчĕке», «Литература тĕпелĕнче – Елчĕксем» куравсем ĕçлерĕç. Сергей Долгов вĕрентекенĕн, Елчĕкри тăван тавралăх халăх музейĕн ĕçченĕсен, Елчĕкри тĕп библиотекăри работниксен, Елчĕкри искусство шкулне çÿрекенсен алă ĕçĕсенчен хатĕрленĕ куравсем те ял халăхĕпе хăнасемшĕн кăсăклă пулчĕç.

Уяв официаллă майпа 18 сехетре уçăлчĕ. Елчĕк халăхне тата килнĕ хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов, Александр Невский ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Александр атте тата ыттисем те саламларĕç.

Николай Миллин хăйĕн сăмахĕсенче Елчĕк ялĕ çулсеренех хитреленсе пынине, халăхĕ ĕçченлĕхпе тата тăрăшулăхпа палăрнине каларĕ:

– Пĕрле килĕштерсе ĕçленĕрен тĕллевсем пурнăçа ăнăçлăн кĕрсе пыраççĕ. Ялăн малашлăх аталанăвĕшĕн ял халăхĕ, уйрăмах çамрăксем, тăрăшни, тĕрлĕ сĕнÿпе тухни кăмăла çĕклет. Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса пырасчĕ.

Ялăн илемне ÿстерессишĕн куллен тăрăшакансем те тимлĕхсĕр юлмарĕç уявра. Тирпей-илеме палăртакан конкурсри «Чи лайăх нумай хваттерлĕ çурт» номинацире Андреев урамĕнчи 7-мĕш çуртра пурăнакансем мала тухнă. «Чи лайăх подъезд» номинаци çĕнтерÿçисем – Мир урамĕнчи 21-мĕш çуртăн 2-мĕш подъездĕнче, «Чи лайăх урам» çĕнтерÿçисем – Северная урамра пурăнакансем. «Чи лайăх хушма хуçалăх» номинацире Çамрăксен урамĕнче пурăнакан Светланăпа Сергей Кузнецовсен хуçалăхĕ çĕнтернине палăртнă жюри членĕсем. Çĕнтерÿçĕсене сцена çине йыхравласа парнесем парса хавхалантарчĕç. Елчĕкрех çуралса ÿссе унтах пурăннă ялти чи ватă çынна Петр Лобанчикова тата чи çамрăк гражданина Иван Мудрецова уйрăммăн чысларĕç.

Уява хатĕрленсе ирттерес ĕçе Елчĕк ялĕн çамрăкĕсем кашни çулах активлă хутшăнаççĕ. Кăçал та пысăк тăрăшулăхпа палăрнă вĕсем.

Спорт вăййисем çынсене йышлăн пуçтарса уява хаваслăх кĕртрĕç. Канат туртакансен, футбол вăййине кăмăллакансен ăмăртăвĕ питĕ кăсăклă иртрĕ.

«Елчĕкĕм, эс манăн чĕрере» ятпа йĕркеленĕ концерт, Чăваш эстрада çăлтăрĕсен Алексей Московскийăн, Полина Борисован, Юрий Кашкăрăн, Андрей Думилинăн, Евгений Григорьевăн чуна çывăх юррисем чун-чĕререн савăнма тата ташлама май пачĕç.

Шупашкар хăнисем Аннăпа Илья Михайловсем те хăйне евĕрлĕ илем кĕртрĕç уява. Анна сцена çинче коляскăпа та хитре ташлама пулнине çирĕплетрĕ. Тĕп хуламăрти шăнкăрав искусствин епархи шкулĕн ертÿçи Илья Михайлов чиркÿ шăнкăравĕсемпе чуна çывăх илемлĕ кĕвĕ кăларчĕ. Ахальтен мар мăшăр тĕнче шайĕнчи конкурссен лауреачĕ.

Уяв тÿпене тĕрлĕ тĕслĕ фейерверк çĕкленнипе вĕçленчĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче: спорт площадкине уçнă самант; çамрăк ачаллă Мудрецовсен çемйине чыслаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code