Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пенси тытăмĕнчи улшăнусем кашнинех çывăх

Пенси тытăмĕнчи улшăнусем кашнинех çывăх

Раççей Президенчĕ пенси тытăмне улшăнусемпе сĕнÿсем кĕртнипе республикăри пенси служби тĕплĕн паллашрĕ, ăна Чăваш Енре пурăнакансем валли «виçсе пăхрĕ». Çакăн пирки сăмах пуçартăмăр та РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕпе Роза Кондратьевăпа.

– Роза Алексеевна, чи малтанах мĕнпур хĕрарăм асĕнче юлнă самант çинчен – Президент сĕнекен саккун проекчĕпе пенси ÿсĕмне 3 çул таран чакарма хушни çинчен калаçар-ха.

– Пенсие тухмалли ÿсĕме 63 çултан 60 çула чакарнипе çыхăннă куçăм тапхăрĕ Чăваш Енре пурăнакан 25,5 пин хĕрарăма пырса тивĕ. Çакăн пек йышăнăва пурнăçа кĕртме бюджетран хушма укçа-тенкĕ – пирĕн республикăна валли кăна 3 çул хушшинче пенси тÿлевĕсемпе тивĕçтерме 6 миллиард тенкĕ кирлĕ. Çакăн пек йышăну туни тĕрĕс, Президент палăртнă пек хĕрарăмсен пенси ÿсĕмне арçынсенчен ытларах хăпартма юрамасть. Этемлĕхĕн черчен пайĕ ĕçре вăй хунипе пĕрлех кил-çуртшăн та яваплă, çемьепе ачасемшĕн те тăрăшать.

– Нумай ачаллă амăшĕсен тивĕçлĕ канăва иртерех тухма пулать-и?

– Нумай ачаллă амăшĕсене ачасен шутне кура пенсие маларах тухассине пĕрремĕш хут пăхса тухма сĕннĕ. Виçĕ ачаллă амăшĕсем тивĕçлĕ канăва виçĕ çул маларах, 57 çулта, 4 ачаллисем – 4 çул маларах, 56-ра тухма пултарĕç. Пирĕн республикăра çулсерен çак çăмăллăхпа виçĕ ачаллă 1,5 пин хĕрарăм, 4 ачаллă 300 хĕрарăм усă курма пултарĕ. Куçăм тапхăрĕнче вĕсене пенси тÿлевĕпе тивĕçтерме 500 миллион тенкĕ хушма укçа кирлĕ. Апла пулин те, патшалăх ача çуратма хавхалантарас тата нумай ачаллă амăшĕсене пулăшу кÿрес тĕлĕшпе çак çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме хатĕр.

Çакна та палăртса хăварам, 5 е ытларах ачаллă хĕрарăмсен çăмăллăхĕсем сыхланса юлаççĕ. Вĕсем кайран та хальхи пекех тивĕçлĕ канăва 50 çулта тухаççĕ. Чăваш Республикинче паян вăхăт çитичченхи пенсие нумай ачаллă 14 пин хĕрарăм илсе тăрать.

– Пенси çулне майĕпен ÿстерме палăртаççĕ.

– Çакă пĕтĕмпех граждансене çĕнĕ лару-тăрăва хăнăхса пыма майсем туса парассипе çыхăннă. Паянхи саккунпа 2019-2020 çулсенче тивĕçлĕ канăва тухмаллисене валли уйрăм çăмăллăх çирĕплетме сĕннĕ – вĕсем çĕнĕ пенси ÿсĕмĕнчен 6 уйăх маларах пенсие тухма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, 1959 çулхи январь уйăхĕнче çуралнă арçынсен çĕнĕ пенси ÿсĕмĕпе 2020 çулхи январь уйăхĕнче 61 çулта тивĕçлĕ канăва тухмалла. Вĕсем вара 2019 çулхи июль уйăхĕнче 60 çул та 6 уйăхра пенсие кайма пултараççĕ. Чăваш Енре пурăнакансене çакăн пек çăмăллăхсемпе тивĕçтерме федераци бюджетĕнчен пенси тÿлеме кăна хушма 2,1 миллиард тенкĕ кирлĕ.

Малтанхи икĕ çулĕнче пенси ÿсĕмне çуршар çул ÿстерсе пырĕç, ун хыççăн – çулталăкшар. Çапла майпа майĕпен ÿссе пырса пенси ÿсĕмĕ 1968 çулхи хĕрарăмсем çинче чарăнать. Çак çултисем тата вĕсенчен кĕçĕнреххисем 60 çулта тивĕçлĕ канăва кайма пуçлаççĕ. Арçынсен куçăм тапхăрĕ 1963 çулта çуралнă арçынсем çинче вĕçленет. Çак çултисем тата вĕсенчен кĕçĕнреххисем 65-ре пенсие тухĕç.

– Тивĕçлĕ канăва çул çитнипе анчах мар, стажпа та тухма пулать-и?

– Унчченхи саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн хĕрарăмсен ĕç стажĕ 40 çул, арçынсен – 45 çул пур пулсан, вĕсем пенси çулĕ çитичченех тивĕçлĕ канăва кайма пултарнă. РФ Президенчĕ çак кăтартăва 3 çул таран пĕчĕклетме сĕнчĕ. Çĕнĕ пенси ÿсĕмĕпе килĕшÿллĕн хĕрарăмсемпе арçынсен 37 тата 42 çул ĕç стажĕ пур пулсан икĕ çул маларах тивĕçлĕ канăва кайма пултараççĕ. Эпир шутласа пăхнă тăрăх, Чăваш Республикинче ĕç стажне кура вăхăт çитмесĕр çулсерен 1 пин çын пенсие кайма пултарать. Стажа кура маларах тивĕçлĕ канăва тухакансене пенси тÿлевĕпе тивĕçтермелли тăкаксем 3 çулта республикăра 553 миллион тенкĕ ÿсеççĕ.

– Ял çыннисене пулăшма палăртнă. Çакăн çинчен тĕплĕнрех каласа парсамăр?

– 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ялта пурăнакан, ял хуçалăхра 30 çултан кая мар ĕç стажĕ пухнă, ĕçлемен пенсионерсене страхлав пенсийĕн çирĕплетнĕ тÿлевĕ çумне 25 процент хушса тÿлеме сĕннĕ. Чăваш Республикинче ялта пурăнакан, халĕ ниçта та ĕçлемен, ял хуçалăхĕнчи пысăк ĕç стажĕллĕ 29,7 пин çын шутланать. Çÿлерех асăннине пурнăçлама, 2019 çулта пенси тÿлевĕпе тивĕçтерме 444,4 миллион тенкĕ хушма тăкак кирлĕ.

– Саккунри улшăнусене пула пенси виçине ÿстерме палăртаççĕ. Халĕ ĕçлекен пенсионерсен шучĕпе çулталăк вĕçлениччен ĕçрен пăрахмалла, унсăрăн текех нихăçан та пенси хушăнмасть…

– Паллă ĕнтĕ, ĕçлемен пенсионерсене пенси индексацилесе параççĕ. Çакă вара васкаса ĕçрен пăрахмаллине палăртмасть. Хăвăра кирлĕ чухлĕ ĕçлеме пултаратăр. Ĕçрен хăвалама никамăн та ирĕк çук. Уншăн ĕç паракана судпа айăплаççĕ. Ĕçлеме пăрахсан хушса тÿлемеллисене пĕтĕмпех шута илеççĕ. Пенсионер ĕç пăрахнă хыççăн виçĕ уйăхшăн индексаци туса хушса тÿленĕ укçана тăватă уйăхран илет. Тĕслĕхрен, вăл январь уйăхĕнче ĕçрен пăрахать пулсан, февраль, март, апрель уйăхĕсемшĕн ÿстерсе панă пенсие хушса тÿленипе илет.

Ĕçе пăрахсан пенси виçи мĕнле пулассине Пенси фончĕн официаллă сайтĕнче е ПФРăн мобильлĕ хушăмĕнче «Гражданинăн харпăр хăй кабинетне» кĕрсе пĕлме пулать. Çакна валли чăн малтанах Патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле те ун хыççăн пĕр хут Пенси фондĕнче, Нумай функциллĕ центрта çирĕплетмелле. Йывăрлăхсем сиксе тухсан Пенси фончĕн специалисчĕсем регистрациленме те пулăшаççĕ, электронлă майпа пулăшупа тивĕçтерме те пултараççĕ.

Елена ИЛЬИНА калаçнă.

 

ХАКЛАВ

Николай НИКОЛАЕВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ:

– Юлашки уйăхсенче «Единая Россия» парти пенси тытăмне улшăнусем кĕртмеллине анлăн сÿтсе явать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пĕтĕмлетÿсем туса проекта тÿрлетÿсем кĕртнĕ. Мана вăл нумай ачаллă çемьесем валли сĕннĕ мерăсем чăннипех те савăнтарчĕç. Статистика тăрăх, республикăра 20 процента яхăн нумай ачаллă çемье шутланса тăрать. 3-4 ачаллă хĕрарăмсемшĕн пенси ÿсĕмне 3-4 çул чакарни, паллах, пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Паянхи экономика лару-тăрăвне кура улшăнусем кирлĕ пулни паллă. Пенси тытăмне халь улăштармасан чылай йывăрлăх умне çитсе тăрăпăр.
Профильлĕ Комитетăн тата Министрсен Кабинечĕн пĕрлештернĕ ларăвĕнче официаллă ĕç укçипе Пенси фондне куçаракан укçа çинчен калаçрăмăр. Пирĕн çĕр-шывра ĕçлемелли ÿсĕмри 82 миллион çын пурăнать, вĕсенчен 52 миллион çын çеç Пенси фондне страхлав тÿлевĕсем куçарать. Çакă пенси тытăмĕшĕн çеç мар, медицина страхлав фончĕшĕн те пысăк чăрмав шутланать. Мĕншĕн тесен медицина пулăшăвĕпе кашниех усă курать, тÿлевсене вара пурте тумаççĕ. Чăваш Республикинче тĕрлĕ тÿлевсене куçарманни миллиарда яхăн тăкак кÿрет. Ку сумма республика бюджечĕшĕн питĕ курăмлă. Çавăнпа та халь вăя кĕртме планлакан улшăнусене эпĕ чăннипех те кирлĕ тесе шутлатăп. Халĕ шăпах вĕсене йышăнмалли вăхăт.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code