Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

«Хĕрÿ лини» йĕркелетпĕр

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа район прокуратури кăçалхи апрелĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа майăн 11-мĕшĕччен вăрçă ветеранĕсене тата тыл ĕçченĕсене право тата ытти пулăшу парас, вĕсен прависене хÿтĕлес тĕллевпе «Хĕрÿ лини» йĕркелет. Граждансене 2-59-05 номерпе çыхăнма ыйтатпăр.

С.ФИРСОВ, район прокурорĕ.

Вĕçев аппарачĕсем ăсталанă

Апрелĕн 12-мĕшĕ – Космонавтика кунĕ. Юрий Гагарин 1961 çулхи апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирхине 6 сехетре Казахстанри Байконур космодромран тÿпене çĕкленнĕ – космоса çул уçнă тĕнчери пĕрремĕш космонавт пулса тăнă.

Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче вĕренекенсем çак паллă куна халалласа дистанци мелĕпе ирттернĕ конкурссене хастар хутшăннă. Хăйсен аллисемпе ăсталанă вĕçев аппарачĕсене ÿкерсе вĕсене социаллă çыхăнусенчи страницăсене вырнаçтарнă.

Чир сарăлнă тапхăрта

шкул ачисен вĕренĕвне дистанци мелĕпе йĕркеленине кура ачасем килĕсенче лараççĕ.

Йĕркелĕхе çирĕп алăра тытасси çине яланах пысăк тимлĕх уйăрнă май йывăртарах ачасемпе тата ăнăçсăр çемьесемпе çыхăнсах тăратпăр.

Ку вăхăтра кĕçĕннисем пушă вăхăтне час-час компьютер умĕнче ирттернине кура йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем ашшĕ-амăшĕпе ачасене уйрăмах тимлĕ пулма, ултавçăсенчен тата сиен кÿрекен информацисене саракансенчен асăрханма ыйтаççĕ.

Паянхи кун полицин районти уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕнче 8 «йывăр» ача, 18 ăнăçсăр çемье шутра тăрать, вĕсенче çул çитмен 43 ача çитĕнет.

Л.ЕГОРОВА.

Çурхи призыв пуçланчĕ

Апрелĕн 1-мĕшĕнче çуркуннехи призыв кампанийĕ пуçланчĕ.

Çакна çирĕплетсе 2020 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче РФ Президенчĕн 232 номерлĕ Указĕ тухрĕ. Коронавирус чирĕ сарăлнине пула ЧР Çар комиссариачĕн уйрăмĕсенчен пулас салтаксене кăшт каярах, майăн 20-мĕшĕ хыççăн, ăсатма пикенĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code