Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Ыйтăм ирттернĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче вуланă Çырăвĕнче çăршыв Конституцине улшăнусем кĕртмеллине каланăччĕ. Тÿрлетÿсем пирки хальлĕхе пăнчă лартман. Пĕтĕм Раççейри халăх шухăшне тĕпчекен центр ыйтăм ирттернĕ.

Специалистсем çĕршывра пурăнакансенчен Тĕп Саккунăн чи пĕлтерĕшлĕ улăшăнăвĕсем пирки ыйтнă. Ыйтăма хутшăннисен 95 проценчĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тата унăн пахалăхĕпе çыхăннă тÿрлетÿсене асăннă. 92 проценчĕ пенсие индексацилес кăмăллă пулнине палăртнă.

Палăртса хăвармалла, пенсие çулталăкра пĕр хутран кая мар обязательнăй майпа индексацилемелле. Çавăн пекех ыйтăма хутшăннисем социаллă пулăшусемпе, Раççей çут çанталăкне сыхласа хăварассипе çыхăннă тÿрлетÿсене палăртнă.

Пушартан сыхланар

ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров каланă тăрăх, кивĕ типĕ курăка çунтарнă май иртнĕ эрнере кăна республикăра 53 пушар тухнă.

Иртнĕ кану кунĕсенче пулнă 42 пушартан 35-шĕ шăпах курăка чĕртсе янипе сăлтавланнă. Пысăк лаптăксем çуннă – Улатăр районĕнче – 180, Тăвай районĕнче – 80 гектар. 8 тĕслĕхре вут-çулăм çурт-хуралтă çине те сиксе ÿкнĕ, Шупашкарта виçĕ дача çунса кайнă. Республикăн тĕрлĕ районĕнче хуçасăр темиçе çурт çуннă.

Иртнĕ вырсарникун

интернетра блиц-шахматăн 3-мĕш турнирĕ иртнĕ. Ăна регионти Шахмат федерацийĕ çулсеренех йĕркелет. Вăййа хутшăнакансем йышлансах пыраççĕ.

Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче lichess.org лапамра тупăшма Чăваш Енри районсемпе хуласенчен çеç мар, Йошкар-Оларан, Зеленодольскран, Хусантан, Екатеринбургран, Анапăран тата Узбекистанран пурĕ 80 спортсмен пуçтарăннă. Пĕрремĕш вырăна Зеленодольскри Дмитрий Осипенко тухнă. Шупашкар спортсменĕсем Юрий Иевлев тата Антон Смирнов 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code